Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Çу » 21 » Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче
Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче
13:00
Сăн ÿкерчĕк
Район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Л. А. Киселев ертсе пыракан ушкăн (унта "Халăха социаллă пулăшу паракан Красноармейскинчи центр" РПУ директорĕ А. П. Никитин, Красноармейски районĕнчи техникăпа инвентаризаци бюровĕн ертÿçи З. Г. Тарасова, ЧР Ял хуçалăх министерствин финанспа кредит политикин уйрăмĕн тĕп специалист эксперчĕ Н. И. Арсентьева тата çак йĕркесен авторĕ кĕчĕç) Карай ял тăрăхĕнче пулчĕ. 
Карай тăрăхĕнче те çурхи ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Д. Ф. Платонов каланă тăрăх, çĕр пиçсе çитнĕ лаптăксенче çурхи культурăсем акассине вĕçленĕпе пĕрех. Иртнĕ çул карайсем пилĕк миллион тенкĕ тăракан хăватлă трактор туяннă. Вăл сменăра 45 - 50 гектар çĕр хатĕрлеме пултарать. "Хурçă ут" шăпах Карай ялĕ çывăхĕнче акма çĕр хатĕрлетчĕ. Халĕ кунта хĕрсех "иккĕмĕш çăкăр" лартаççĕ. Шăпах эпир хуçалăхăн машинăпа трактор паркĕ çывăхĕнчи çĕр улми хранилищинче Çĕньял бригади валли вăрлăх хатĕрлекенсем патĕнче пултăмăр.
Леонид Аркадьевич ял çыннисене Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕн темипе паллаштарчĕ. Тĕп ыйту — тирпей-илем ыйтăвĕ. "Вăл пире юр кайса пĕтнĕ хыççăн тытăнса мĕн кĕркуннечченех канăçсăрлантарать, — терĕ Л. Киселев. — Чылай чухне айăпĕ хамăртах. Килте пуçтарăннă çÿп-çапа çывăхри çырмана е пушă выртакан çĕр çине кайса тăкатпăр. Уйрăм çынсен тирпейсĕрлĕхне вара шкул ачисен, экологи бригадисен, субботнике хутшăнакансен йĕркене кĕртме тивет. Çывăх вăхăтра республикăран Трак ене тирпей-илем ыйтăвĕ епле шайра пулнине тĕрĕслеме ятарлă комисси килмелле. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ун умĕнче пит хĕретмелле ан пултăрччĕ". 
Юлашки çулсенче пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕ те канăçсăрлантарать. Иртнĕ çул районти пушар хуралĕн ĕçченĕсем "хĕрлĕ автана" парăнтарма 70 хутчен вырăнсене тухса кайнă. Çав тĕслĕхсенчен çурри ытла çын факторĕн айăпĕпе пулнă. Пĕлтĕр типĕ курăка чĕртсе çунтарнипе çамрăк вăрман лаптăкĕсем сиенленни те палăрнă. Кăçалхи çак тапхăрта 7 пушарта (пĕри — Карай тăрăхĕнче) хуралтăсем çунса кĕлленнĕ. Çу кунĕсем çитнĕ май çак вăхăт çынсенчен тимлĕхе тепĕр хут ÿстермелли çинчен калать. 
Информаци кунне хутшăннисенчен чылайăшĕ тивĕçлĕ канура пулнине тата пенсие çывхарнине шута илсе Леонид Аркадьевич хăй ертсе пыракан служба ĕçĕ-хĕлĕ çинче те чарăнса тăмасăр пултараймарĕ. Паянхи куна Трак енре 6 пине яхăн пенсионер шутланать. Вĕсенчен çурри ытла çăмăллăхсемпе усă курать. Кăçалхи январĕн пĕрремĕшĕнчен вĕсене ватăсем укçан илеççĕ. Л. Киселев вĕсен хисепĕпе паллаштарчĕ. Ытти информаци кунĕсенче ял çыннисем "Ĕç ветеранĕ" ята кам илме пултарать?" ыйтăва çĕкленĕ май карайсене те вăл тĕплĕн ăнлантарчĕ. З. Семенова ватăна вара пенси виçи пĕчĕкки канăç памасть. 
А. П. Никитин ачасен çуллахи канăвне йĕркелес ыйту çинче чарăнса тăчĕ. Кун пирки ЧР Правительстви иртнĕ çулхи декабрьтех ятарлă йышăну кăларнă. Иртнĕ çул ку тĕллевпе 91 миллион тенкĕ уйăрнă пулсан, кăçал çак хисеп татах та пысăкланать. "Çуллахи лагерьсем икĕ майпа йĕркеленеççĕ: пĕр йышшисем вĕрентÿ пайĕ (унта вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пыракансем, активистсем, йĕркеллĕ тупăш илекен çемьесенчи ачасем канаççĕ), тепĕр йышшисем пирĕн тытăм урлă (нумай ачаллă, тулли мар, амăшĕн прависенчен хăтарнă çемьесенче, шкул-интернатсенче пурăнакан ачасем). Пĕрремĕшĕнче путевка хакĕн 10, пирĕн патра 6 процентне тÿлеççĕ. Пĕлтĕр лагерьсенче канакан ачасем кунне 55 тенкĕлĕх апатланнă пулсан, кăçал 60 тенкĕлĕх. 2011 çулта 100 ачана йышăнма пăхатпăр, хальлĕхе 40 заявлени йышăннă", — терĕ Алексей Петрович. 
Паянхи кун Чатукассинчи ватăсем вăхăтлăх пурăнмалли çуртра 32, Карайринче 12 мучипе кинеми канлĕх тупнă. Чатукассинчинче ытти районсенчи (Вăрмар, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Муркаш) шур сухалсем те ватлăх кунĕсене ирттереççĕ. Кăçал Карайринче юсав ĕçĕсем ирттерме палăртаççĕ. Кунсăр пуçне ялсенче социаллă работниксем 120 ватта пăхса пурăнаççĕ.
1999 çулта Красноармейскинче уçăлнă техникăлла инвентаризаци бюровĕн ертÿçи З. Г. Тарасова хăйсен тытăмĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. С. Васильев ĕçчен Зоя Григорьевнаран пÿрт-çуртне хăй çине куçарас пирки ыйтса пĕлчĕ. 
Н. И. Арсентьева вара паян ял халăхне хумхантаракан тĕп ыйту — килте тытакан ĕнешĕн патшалăх паракан пулăшу виçи, килти хушма хуçалăха аталантарма кредит илес пирки каласа пачĕ. 
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Д. Ф. Платонов та паянхи çивĕч ыйтусене çĕклерĕ. Чи малта шыв ыйтăвĕ тăрать. "Çакăнта пирĕн çивĕч йĕрке тумаллах, — терĕ Дмитрий Федорович. — Акă, халĕ çеç Сурăмхĕрринче шыв башнинче çĕнĕ насус улăштарса лартрăмăр. Çакă 27 пин тенкĕне кайса ларчĕ. Ку йышши ĕçе Çĕнял Карайра пурнăçламалла. Виçĕ çул каялла Карайра кивĕ насус çеç лартнă. Вăл та йĕркеллĕ ĕçлемест. Апрель уйăхĕнче кăна Карайри шыв башни 8 пин тенкĕ "çисе ячĕ" (ял тăрăхĕпе 4 уйăхра 62 пин тенкĕ). Шыв укçи тÿлеменнисемпе те ыйтăва çивĕччĕн лартмалла". Ял çыннисем те çакăнта тĕрлĕ вариантсем сĕнчĕç. 

Юлашкинчен информаци ушкăнĕн членĕсем ял тăрăхĕнче çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç.

http://gov.cap.ru/list4/publication/rec.aspx?gov_id=603&link=&preurl=.&FKey=F_JURL_ID&id=191835

Миçе çын пăхнă: 507 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 1
0  
1 Migulaj   (21.05.2011 13:13) [Материал]
Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ мĕнле чĕлхепе иртрĕ?

Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024