Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Раштав » 18 » Раççей çыравĕн пĕтĕмлетĕвне пичетленĕ
Раççей çыравĕн пĕтĕмлетĕвне пичетленĕ
10:52
Сăн ÿкерчĕк
«Российская газета» (чăв. Раççей хаçачĕ) хаçатра паян, раштавăн 16-мĕшĕнче, пĕлтĕр иртнĕ çыравăн пĕтĕмлетĕвне пичетленĕ. 
Раççейри улшăнусене илес пулсан 2002 çултанпа патшалăхра пурăнакан халăхăн йышĕ 2,3 миллион çын (1,6%) чакнă. Пурĕ Раççейре çапла май 142 миллион та 857 пин çын пурăнать. Халăх шучĕпе тĕнчере пирĕн патшалăх 8-мĕш вырăн йышăнать — малта Китай, Ĕнчĕ (Инди), АПШ, Индонези, Бразили, Пакистан, Бангладеш. 2002 çултанпа Раççейре ялсем тĕпĕ йĕрĕпе çухалас туртăм вăйланнă иккен. Сакăр çул хушшинче 8,5 пин ял пĕтнĕ. 19,4 ял вара хут çинче кăна пур, вĕсенче никам та пурăнмасть. Вăтамран илнĕ Раççей çынни 39 çулта — ку вăл халăх ватăлнине пĕлтерет (8 çул каялла 37,7 пулнă). Раççейре арçынсем хĕрарăмсенчен 10,7 миллион сахалрах. Мăшăрсен йышĕ те 1 миллион таран чакнă — халĕ ку кăтарту 33 миллионпа танлашать.
Чи йышлă халăх — вырăссем. Раççейре вĕсем 80,9% йышăнаççĕ. Иккĕмĕш вырăн тутарсем йышăнаççĕ — 3,87%. Виççĕмĕш вырăнта — украинсем (2,05%-ран 1,41% чакнă). Чăвашсем пиллĕкмĕш вырăнта, Раççейре пурĕ 1,44 миллион чăваш шутланă (8 çул хушшинче пирĕн халăх йышĕ 200 пин таран чакнă). Йышпа пирĕн хыççăнах пыракан чеченсен йышĕ вара ӳснĕ — 1,36 миллионран 1,43 миллионччен. Çавăн пекех йышне ӳстернĕ — аварсем, эрменсем, якутсем. «Сувар» ятпа çырăннисен йышне кăтартман вара.
Чакнă йыша пăхсан тутарсем те 240 пин çухатнă. Пушкăртсем — 90 пин, мăкшăсемпе ирçессем — 100 пин, çармăссем (хăшĕ-пĕри хăйсене туçи çармăс тата улăх çармăссем тесе палăртнă) — 50 пин, удмуртсем — 90 пин.
Чăвашсен çуррине яхăн хулара (704 224) пурăнать, теприсем вара — ялта (731 648).
Чăваш Республикине илес пулсан кунта 1 251 599 çын пурăнать. Вĕсенчен 736 пин хăйсене хула çынни шутне кĕртет, 516 пин — ял çынни шутне. Шупашкарта пурĕ 464 133 çын пурăнать. Ытти хуласенче: Улатăрта — 38 202, Канашра — 45 608, Çĕнĕ Шупашкарта — 124 408, Çĕмĕрлере — 31 724, Куславккара — 10 335, Сĕнтĕрвăрринче — 9 089, Çĕрпӳре — 13 478, Етĕрнере — 9 614. Халăх йышлă пурăнакан районсем: Шупашкар районĕ — 62 920, Канаш районĕ — 39 729, Патăрьел районĕ — 38 618, Çĕрпӳ районĕ — 36 773, Вăрнар районĕ — 35 848, Муркаш районĕ — 34 885.

Чăваш халăх сайчĕ пĕлтернинчен

Миçе çын пăхнă: 535 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024