Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Кăрлач » 26 » Район администрацийĕн пуçлăхне А.В.Шестакова суйланă
Район администрацийĕн пуçлăхне А.В.Шестакова суйланă
21:09
Сăн ÿкерчĕк
Январĕн 26-мĕшĕнче район администрацийĕн çурчĕн лару залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ 12-мĕш ларăвĕ пулса иртнĕ. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕ пулма А. В. Шестакова çирĕплетнĕ. 
Лару ĕçне район администрацийĕн управленийĕсемпе пайĕсен начальникĕсем, ял тăрăхĕсен, предприятисен, учрежденисемпе организацисен пуçлăхĕсем, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Шалти политика управленийĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн начальникĕ А. Добрышкин, Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Е. Казакова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ , "Чăваш бройлерĕ” уçă акционер обществин директорĕ В.Николаев хутшăннă. Лару кун йĕркине лартнă 8 ыйтăва пăхса тухнă. 
Малтанхи 4 ыйтăвĕ район администрацийĕн пуçлăхне çирĕплетессипе çыхăннă. Район администрацийĕн пуçлăхне çирĕплетессипе ĕçлекен комисси председателĕ В. Григорьев конкурс кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. 
Район администрацийĕн пуçлăхне çирĕплетмелли конкурсра Валерий Юрьевич Ивановпа Андрей Владимирович Шестаков мала тухнă. Лару бюллетеньсене çак икĕ кандидатурăна кĕртсе вăрттăн сасăлав ирттернĕ. Сасăлав кăтартăвĕсемпе В. Иванов 8, А. Шестаков 10 сасă пухнă. Çапла вара район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен ытларах сассине пухса Раççей Перекет банкĕн 4437-мĕш Çĕрпÿ уйрăмĕн 4437Ĕ040-мĕш номерлĕ хушма офисĕн заведующийĕ Андрей Владимирович Шестаков район администрацийĕн пуçлăхĕ пулса тăнă. Район пуçлăхне — район депутачĕсен Пухăвĕн председательне В. Григорьева район администрацийĕн пуçлăхĕпе А. Шестаковпа контракт çырса çирĕплетме сĕннĕ. Ку контракта пиллĕкмĕш созыври депутатсен Пухăвĕн полномочийĕсем вĕçленичченхи тапхăр валли алă пусса çирĕплетнĕ. Андрей Владимирович конкурс комиссийĕпе район депутачĕсен Пухăвне хăйне пысăк та яваплă ĕç шанса панăшăн тав тунă, район пуласлăхĕшĕн вăй-хала шеллемесĕр ĕçлеме шантарнă. 
Лару Раççей Президенчĕн кăçалхи мартăн 4-мĕшĕнчи суйлавне ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен 411—434-мĕш суйлав участокĕсен комиссийĕсене кĕртмешкĕн кандидатурăсем çирĕплетнĕ, пурлăха районăн муниципаллă харпăрлăхĕнчен ял тăрăхĕн харпăрлăхне куçарассипе, районăн муниципаллă пурлăхне 2012 çулта приватизацилессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухса йышăнусем тунă. Район депутачĕсен Пухăвĕн 2012 çулхи ĕç планне çирĕплетнĕ.

Миçе çын пăхнă: 454 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: В.А.Шестаков | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024