Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2018 » Юпа » 9 » Район энциклопедийĕ кун çути курнă
Район энциклопедийĕ кун çути курнă
22:34
Сăн ÿкерчĕк

Пичетре «Красноармейски район энциклопедийӗ» кун çути курнă. Кун пирки Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Федорова пӗлтерет.

«Тӑван ене тӗпчес, ун пирки кӗнекесем ҫырса хатӗрлес туртӑм XXI ӗмӗрте уйрӑмах анлӑ сарӑлчӗ. Чӑваш Республикинче хӑйсен энциклопедийӗ пуррипе хальхи вӑхӑтра чылай район мӑнаҫланма пултарать. Акӑ вӗсен йышне Красноармейски районӗ те хушӑнчӗ», — тет вӑл.

«Красноармейски район энциклопедийӗ» Чӑваш кӗнеке издательствинче вырӑсла пичетленсе тухнӑ. Ӑна В.М. Михайлов, Л.А. Ефимов, И.А. Прокопьев, В.З. Константинов, М.П. Прохоров пухса хатӗрленӗ, пичет редакторĕ - Р.К. Игнатьева, ӑслӑлӑх редакторӗ – Л.Я. Ефимов истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор. В.М. Михайлов тĕп редакторпа ăна пулăшакансем уншăн пилĕк çул хушши (2013-2018) тăрăшнă. Кӗнеке 1500 экземпляр тиражпа кун ҫути курнӑ. Кĕнеке калăпăшĕ 740 страница. «Красноармейски район энциклопедине» 2300 статья кӗнӗ, вӗсенчен 1360-шӗ – биографи, 900-шӗ – тематика статйисем, 900 яхӑн сӑн ӳкерчӗк, карттӑсем вырӑн тупнӑ.

Энциклопедине районти тĕп библиотека вулавăшĕнче сутăн илме пулать.

Миçе çын пăхнă: 355 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2018  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024