Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2017 » Авăн » 27 » Станислав Трофимов яваплă ĕçе куçнă
Станислав Трофимов яваплă ĕçе куçнă
23:04
Сăн ÿкерчĕк

Шупашкар хула администрацийĕн çамрăксен тата общество аталанăвĕн пайне çĕнĕ çын ертсе пырĕ. Çак яваплă тивĕçе малашне Станислав Трофимов пурнăçлĕ. Çамрăксен унчченхи кураторĕ Эльдар Черкесов, ку должноçра чылай çул вăй хунăскер, халĕ Шупашкарти коопераци институтĕнче ĕçлет. 25 çулти Станислав хастарлăхĕпе палăрса тăрать. Чăваш Енри çамрăксен правительствин тата Патшалăх Канашĕ çумĕнчи çамрăксен палатин членĕ республикăри «Хастар çамрăксен союзĕ» общество организацине ертсе пырать. Трак ен каччи - Красноармейски ял тăрăхĕн депутатсен пухăвĕн депутачĕ, «Единая Рос сия» партин регионти уйрăмĕн членĕ. Станислав Чăваш Енри «Çамрăк Гвардие» темиçе çул ертсе пынă. Вăл çулсеренех иртекен «МолГород» форумăн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Пултаруллăскер 2010 çулта Раççей патшалăх социаллă университечĕн Шупашкарти филиалне юриспруденци енĕпе вĕренме кĕнĕ. 2-мĕш курсра чухнех вăл «ЭКА» вырăнти экологи организацин ертÿçин заместителĕн тивĕçĕсене пурнăçлама тытăннă, çут çанталăка сыхлас тата упрас енĕпе тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ. Юлашки вăхăтра Станислав Шупашкарти библиотека пĕрлешĕвĕн вулавăш ĕçĕсен директорĕн заместителĕнче вăй хунă.

Миçе çын пăхнă: 397 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024