Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Çу » 21 » Тирпей-илеме хамăрăнах тумалла
Тирпей-илеме хамăрăнах тумалла
13:04
Сăн ÿкерчĕк
Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Трак енре те черетлĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ пулчĕ. Ун вăхăтĕнче тăван тавралăха сыхлас, йывăçсем лартас, пушартан асăрханас, ачасемпе çамрăксен çуллахи канăвне йĕркелес тата ытти ыйтусене тишкерчĕç. Информаци кунне хутшăнма района Чăваш Республикин юстици министрĕ Н. В. Прокопьева ертсе пыракан информаци ушкăнĕ килчĕ. 
Пирĕн ушкăн вара (унта РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçин çумĕ Г. Ф. Петрова, район администрацийĕн право тата кадрсен ĕçĕн пайĕн начальникĕ А. А. Павлов тата ку йĕркесен авторĕ кĕчĕç) Упи ял тăрăхне çитрĕ. Ял тăрăхĕн ертсе пыракан специалист эксперчĕ А. А. Алексеева тата специалисчĕ И. И. Егорова тарават йышăнчĕç. Ираида Ивановна каланă тăрăх, кулленхи ĕçре ял-урама тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă ыйтусем тĕпре тăраççĕ. Кашни эрне кунах ял çыннисем санитари кунне тухаççĕ. Çĕнтерÿ кунĕ умĕн Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче вилнĕ ентешсене асăнса Упире, Тусайра, Пайсупинра тата Янмурçинра лартнă палăксене сăрланă, тавралла тытнă картасене çĕнетнĕ. Алина Александровна çирĕплетнĕ тăрăх, пĕтĕмпе хальлĕхе 650 тĕп йывăç лартнă (Çĕнĕ Йĕкĕтри çырмара, Пайсупин çулĕ хĕррипе, ытти çĕрти хăрнисем вырăнне). Ку ĕçре Упири вăтам тата ятарлă шкулсенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем хастарлăхпа палăрнă. 
Пĕрремĕш тĕл пулу тĕп усадьбăри кану центрĕнче иртрĕ. Г. Ф. Петрова малтанах информаци кунĕн темисене çутатрĕ. Унтан пенси тÿлес çĕрти çĕнĕлĕхсем çинче чарăнчĕ Галина Федоровна. Вăл районта халĕ иртнĕ вăрçă инваличĕсем 10-ăн, вăрçа хутшăннисем 29-ăн, салтак арăмĕсем 13-ĕн, хĕрÿ точкăсенче хĕсметре тăрса вилнисен ашшĕ-амăшĕсем 16-ăн пурăннине асăнчĕ. "Кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕнчен — ĕç пенсийĕ, апрелĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенси ÿсрĕç, августăн 1-мĕшĕнчен вара ĕçлекеннисен пенсийĕ пысăкланмалла. Сăмах май, сирĕн тăрăхра 630 ытла пенсионер пурăнать”, терĕ Галина Федоровна. Ун патне инвалидсене пенси тÿлессипе çыхăннă ыйту пулчĕ. 
К. Петров ĕç ветеранĕ тĕл пулура почтальонсен ĕç укçи пĕчĕкреххишĕн пăшăрханнине, пушартан асăрханас тĕллевпе кашни кил умĕнчех катка-пичкепе шыв тытмаллине, пĕвесем патне пыракан çулсене йĕркеллĕ пăхса тăмаллине, лартнă йывăçсене выльăх-чĕрлĕхпе çĕмĕрттерме юраманнине, Е. Константинова халăхпа тĕл пулусем кĕтÿ янă е кĕртнĕ вăхăтра ирттермеллине, вырăнти депутатсемпе ял старостисен активлăхне хăпартмаллине палăртрĕç. 
Район администрацийĕн право тата кадрсен ĕçĕн пайĕн начальникĕ А. А. Павлов (Алексей Александрович кунпа пĕрлех районти административлă комисси председателĕ те) тирпей-илемшĕн ĕçлеменнисенчен çирĕпрех ыйтма кирлине каларĕ, "çакăнта ял тăрăхĕнче вăй хуракансен те, полицин участокри уполномоченнăйĕсен те çивĕчлĕхпе палăрмалла”, терĕ. 
Эпĕ уписем умĕнче хаçат-журнала, çав шутра "Ял пурнăçне” те, кăçалхи II çур çулшăн çырăнтарассипе çыхăннă ыйтăва çĕклерĕм. 
Ял тăрăхĕн ĕçченĕ А. А. Алексеева майăн 21-мĕшĕнче, шăмат кун, ирхине 8 сехетрен тытăнса Упи масарĕ çинче тирпей-йĕрке тăвас енĕпе субботник йĕркелессине каларĕ, унта пурне те активлă хутшăнма йыхравларĕ. 
Подписка ыйтăвĕпе интересленсе Упири çыхăну уйрăмне те çитрĕмĕр. Р. В. Харитонова начальникпе, А. П. Арсентьева, Г. В. Митрофанова почтальонкăсемпе калаçрăмăр. Роза Васильевна райхаçата хальлĕхе 74 экземпляр çырăнтарнине пĕлтерчĕ. 
Черетлĕ курнăçу ялти вăтам шкулта пулчĕ. Тăхтав вăхăчĕпе усă курса, педагогсен коллективĕпе калаçу йĕркелерĕмĕр. "Физкультура учителĕ çук. Çавăнпа пур спорт мероприятине те, эсир критиклетĕр пулсан та, хутшăнаймастпăр. Арçынсенчен шкулта эпĕ çеç. Вĕсене çамрăк ăрăва вĕрентме ытларах явăçтарас тĕллевпе мĕн тумалла? Çак ыйтăва хаçатра хускатсан аван пулмалла”, терĕ Ю. В. Федоров директор.
Миçе çын пăхнă: 510 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024