Район администрацийĕн пуçлăхĕ

Район администрацийĕн
пуçлăхĕн тивĕçĕсене 
вăхăтлăха пурнăçлакан
Григорьев Яков 
Михайлович
Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 52

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Раштав » 1 » «Урхамахсем тăраç тапăртатса...» инçет конкурс-ăмăртăва пĕтĕмлетнĕ
«Урхамахсем тăраç тапăртатса...» инçет конкурс-ăмăртăва пĕтĕмлетнĕ
17:11
Сăн ÿкерчĕк

Республикăра «Урхамахсем тăраç тапăртатса...» фантастикăлла хайлавсен инçет пултарулăх конкурс-ăмăртăвĕ вĕçленнĕ. Жюри хăйĕн ĕçне пĕтĕмлетнĕ. Конкурса Чăваш халăх сайчĕ (админĕ Николай Плотников) тата Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ (ертÿçи - Владимир Андреев) йĕркелесе ирттернĕ. Ăмăртăва пурĕ 140 хайлав килнĕ. Унта пирĕн районти шкул ачисем те хутшăннă. Чăваш халăх сайчĕ пĕлтернĕ тăрăх вĕсем çаксем: 

"10-11 классенче вĕренекенсен юмахĕ, калавĕ" номинаци. 6 калавпа 2 юмах пулнă ку ушкăнра. 

● 1 вырăн. Елена Васильевăн «Тĕлĕнмелле чĕрчун» калавĕ. Красноармейски районĕ, Упири пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул (ертÿçи - Васильева В.В.).

"6-8 классенчи ачасен калавĕ, юмахĕ" номинаци. Ку ушкăн чи пысăкки пулнă, пурĕ 41 ĕç хутшăннă.

● 2 вырăн. Стас Илларионовăн «Суеçĕ Ваçли» калавĕ. Красноармейски районĕ, Красноармейскинчи 2-мĕш шкул (ертÿçи - Михайлов В.М.).

Кунсăр пуçне конкурсра çак ачасем палăрнă (вĕсен пултарулăх ĕçĕсем уйрăм кĕнекере пичетленме тивĕçнĕ):

"8-9 классенчи ачасен калавĕ, юмахĕ" номинаци:

Кристина Михайловăн "Асамлă тиха" юмахĕ. Красноармейски районĕ, Красноармейскинчи 2-мĕш шкул (ертÿçи - Михайлов В.М.).

 "6-7 классенчи ачасен калавĕ, юмахĕ" номинаци:

Мария Даниловăн "Ылтăнпа Хытчун" калавĕ. Красноармейски районĕ, Красноармейскинчи 2-мĕш шкул (ертÿçи - Михайлова З.П.).
Лидия Кузнецовăн "Çунатлă урхамах" юмахĕ.  Красноармейски районĕ, Красноармейскинчи 2-мĕш шкул (ертÿçи - Михайлова З.П.).
Екатерина Яковлевăн "Шурçамка" калавĕ. Красноармейски районĕ, Упири вăтам шкул (ертÿçи - Васильева В.В.).

Миçе çын пăхнă: 214 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 1
1 mixaj_58   (01.12.2010 17:14)
Маттур, ачасем! Вĕрентекенсем те!

Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2018 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 98 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 83 çулта

Геннадий Трофимов (Юмарт) - 80 çулта


Владимир Харитонов - 85 çулта 

2018 çул - Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çулĕ

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2018