Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Юпа » 2 » Вĕрентÿ пайĕ Учитель кунĕ ячĕпе саламлать
Вĕрентÿ пайĕ Учитель кунĕ ячĕпе саламлать
09:06
Сăн ÿкерчĕк
Кашни вĕренÿ çулĕ пирĕн педагогика коллективĕсем валли мĕн те пулин çĕннине илсе килет. 2011—2012 вĕренÿ çулĕ "Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ çинчен калакан” çĕнĕ саккунăн проектне сÿтсе явнипе пуçланчĕ. 
Мĕнпе кĕтсе илет-ха хăйсен уявне районти педагогсен йышлă коллективĕ? Паянхи кун Трак енри 2441 çамрăк çын вĕрентÿпе воспитани илет (вĕсенчен 607 пепке — 56,2 процент — ясли-садсене çÿрет). Вĕрентÿ учрежденийĕсенче 330 педагогпа ертÿçĕ (ясли-садсенче 67 педагог) вăй хураççĕ. 2011 çулта, малтанхи çулхипе танлаштарсан, бюджетра вĕрентÿ валли уйăракан укçа-тенкĕ хисепĕ 4730 пин тенкĕ ÿснĕ. Вĕрентĕве çĕнетсе улăштармалли комплекслă проекта хутшăнса çак тытăм республикăпа федераци бюджечĕсенчен пысăк пулăшу илчĕ. Çак тапхăрта пирĕн учрежденисен технологи никĕсĕ тÿрремĕнех çирĕпленчĕ: вĕсене пĕтĕмпех информатизациленĕ, транспорт хатĕрĕсем уйăрнă, вĕренÿ тата медицина кабинечĕсенче юсав ĕçĕсем ирттернĕ, котельнăйсене çут çанталăк газĕ çине куçарнă. Шкулсенче кабинетсем валли çĕнĕ оборудовани туяннă. Паянхи тĕп тĕллев вĕренÿ заведенийĕсене хутса ăшăтма пуçличчен вĕсенче ăшă, шыв, электроэнерги, газ тăкакланине палăртакан счетчиксем лартассине вĕçлесси. 
Хальхи вăхăтра вĕрентÿ тытăмĕнче право хутшăнăвĕсене саккунпа йĕркелештересси тĕпрен улшăнчĕ. Çакăнта 83-ФЗ федераллă саккунпа килĕшÿллĕн бюджет учрежденийĕсем туса хунине уйрăммăн палăртмалла. Бюджет сечĕн ÿкерчĕкĕ, учредителĕн — патшалăхпа ведомствăсем хушшинчи учрежденисен хутшăнăвĕсен принципĕсем тĕпрен улшăнчĕç. Паян районти 8 вăтам, 4 тĕп тата 1 пуçламăш шкулсем бюджет тытăмне куçса пĕтрĕç. Халĕ бюджет реформин процесне шкул çулне çитмен тата хушма вĕрентĕвĕн учрежденийĕсем вĕçлеççĕ. Ку мĕн парать-ха? Учрежденисем казначействăра тăрса юлаççĕ. Учредителĕн субсиди яваплăхĕ пĕтет. Бюджет сметăпа мар, субсидисемпе заданисен никĕсĕ çинче йĕркеленет. 
Асăннă тапхăрта вĕрентÿ учрежденийĕсен харпăр хăй тĕллĕн ĕçлес туртăмĕ ÿсет. Вĕсене бюджет мелĕ çине куçарнине право тытăмĕн тепĕр картлашки çине пуснипе танлаштарма пулать. 
Паянхи вăхăт вĕрентÿ ĕçĕнче те çĕннине ыйтать. Çавна май эпир те хамăр ĕçре инноваци шыравĕсене йĕркелетпĕр, мĕн пур лайăххине ĕçе кĕртме тăрăшатпăр. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнчен районти шкулсенчи пĕрремĕш классенче федерацин патшалăхăн çĕнĕ стандарчĕсемпе вĕрентме пуçларĕç. Çак тапхăрта класс ертÿçисен пĕлтерĕшĕ те ÿсрĕ. Халĕ шкулсенче класс коллективĕсемпе воспитани ĕçне 118 педагог пурнăçласа пырать. 
Юлашки çулсенче эпир ачасемпе çамрăксен обществăлла пĕрлешĕвĕсен нумай сыпăклă тытăмне йĕркелеме пултартăмăр. Çакăнта социаллă педагогсен, хушма вĕрентĕвĕн учрежденийĕсенче вăй хуракансен пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Пирĕн талантлă ачасене тупса палăртса вĕсене хавхалантарса пымалла. Ку вăл наци вĕрентĕвĕн пуçарăвĕсен тĕп енĕсенчен пĕри пулса тăрать те. Анчах вĕрентÿре кирек епле çăмăллăхсем ĕçе кĕртсен те тĕп ресурс педагог пулса юлать. Юлашки çулсенче учитель ят-сумне ÿстерес тĕллевпе Трак енре чылай ĕç туса ирттернĕ. 330 педагогран 13-шĕ "ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ” хисеплĕ ята тивĕçнĕ, 45-шне "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ”, "РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ” ятсем панă. Аттестаци кăтартăвĕсемпе учительсен 81 проценчĕн квалификаци категорийĕ пур. 
Уяв ячĕпе сире, хаклă Вĕрентекенсем! Уяв кунĕнче эпир пирĕн тытăмра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене те асăнмасăр тăма пултараймастпăр. Çирĕп сывлăх, ăнăçу вĕсене те!

М.Голубев
Миçе çын пăхнă: 768 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 1
0  
1 mixaj_58   (05.10.2011 18:54) [Материал]
Исследовательским центром Superjob проведен опрос россиян, в ходе которого выяснялась степень престижности профессии учитель и какими качествами должен обладать идеальный учитель.
Результаты опроса следующие: 21% опрошенных граждан признали профессию учителя престижной, но только за границей, а не в России. Большинство россиян – 64% опрашиваемых считают профессию учителя не престижной. Данное мнение чаще всего высказывали люди старше 45 лет, они составили 69% людей от всех принявших участие в опросе.
Низкая заработная плата, неуважение со стороны учеников и их родителей, отсутствие карьерного роста являются основными причинами, не позволяющими россиянам назвать профессию учителя престижной.
Кроме того, половина граждан РФ – 51% убеждены, что за последние 10 лет статус учителя в России понизился, 21% опрошенных считают, что статус педагога не изменился, а 17% утверждают, что он повысился.
На вопрос: «Каким должен быть идеальный учитель, чтобы на его уроках было интересно, а его личность вызывала бесспорное уважение, как учеников, так и их родителей?» сограждане отвечали по-разному. Но самым распространенным ответом, который давал каждый третий россиянин, был учитель, обладающий огромным терпением. 30% респондентов сказали, что учитель должен быть профессионалом, идеально знающим свою дисциплину. Далее были названы такие качества, как: любовь к детям и доброта – 18%, выдержка и стрессоустойчивость – 11%, объективность и умение донести свой предмет до учеников – 9%. 7% российских людей отметили, что идеальный учитель должен обладать высокими интеллектуальными способностями и проявлять любовь к своей профессии, 6% -быть порядочным человеком, 5% - внимательным. По мнению 4% людей, принявших участие в опросе, идеальный учитель – это мудрый, понимающий, грамотный, общительный, ответственный человек, умеющий заинтересовать свою аудиторию. Также были упомянуты чуткость, чувство юмора, вежливость, строгость, железное здоровье, уважение к ученикам и умение найти свой подход к каждому ребенку.
Современному учителю есть к чему стремиться, но вместе с тем родителям и ученикам нужно проявлять к педагогам уважение и благодарность.

Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024