Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Сăвăçсем [15]
Çыравçăсем [6]
Тĕпчевçĕ-ăсчахсем [13]
Спортсменсем [2]
Артистсем [2]
Тухтăрсем [1]
Юрăçсем [2]
Композиторсем [4]
Художниксем [5]
Публицистсем [3]
Политика ĕçченĕсем [6]
Фольклористсемпе таврапĕлÿçĕсем [3]
Педагогсем [3]
Районăн хисеплĕ гражданинĕсем [8]
Вăрçăпа çар паттăрĕсем [5]
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем [4]
CCCР, РСФСР тата ЧР патшалăх преми лауреачĕсем [12]
Экономикăпа производство йĕркелÿçисем [3]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 91

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Статьясем » Фольклористсемпе таврапĕлÿçĕсем

Иван Патмар
Патмар Иван Анисимович (1915-1983), уроженец д. Яманаки Красноармейского района Чувашской Республики, фольклорист, участник Великой Отечественной войны. Основные издания: "Ача-пăча юмахĕсем" (Детские сказки), "Ача-пăча вăййисемпе юррисем" (Детские игры и песни), "Чăваш фольклорĕ" (Чувашский фольклор), "Тупмалли юмахсем" (Загадки) и др.

Пурăннă пулсан, 2010 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнче 95 çул тултармаллаччĕ Иван Анисимович Патмар. Анчах та вăрçă суранĕсем тата пĕрех май аптратакан чир ăна 1983 çулта пирĕнтен вăхăтсăрах уйăрса кайрĕç. Паллă фольклорист, "Ял пурнăçĕ” хаçатăн çывăх тусĕ çичĕ теçетке тултармасăрах çĕре кĕчĕ. 
Ыранхи кунпа пурăнса, малашлăха ĕмĕтленсе пурăнакан, халăхшăн ĕçлеме çине тăракан çынччĕ Иван Патмар. Халăх сăмахлăхĕн пуянлăхне пĕрчĕн-пĕрчĕн пухас çĕрте вăй-халне те, сывлăхне те шеллемен вăл. Ентеш-фольклорист ятне яланах сума сăватпăр, чĕрере упратпăр эпир. 
Эпĕ хама Патмарпа вуншар çул курнăçса-канашласа пурăнма тÿр килнĕшĕн телейлĕ çын тесе шутлатăп. Райхаçат редакцийĕнче ĕçленĕ вăхăтра, вăл килсе паракан материалсене кун çути кăтартма сахал мар тимленĕ эпĕ. 
Чăваш культурине чăвашсемсĕр никам та пысăклатаймĕ. Хамăрăн пуянлăха хамăрăнах упрамалла. Пирĕн халăх юрăсемпе, юмахсемпе пуян. Анчах та вĕсене халиччен те пĕтĕмпех пухса йĕркене кĕртнĕ теме çук. Ăсчахсемпе тĕпчевçĕсем, паллах, ĕçлеççĕ-ха ку енĕпе, уйрăм кĕнекесем сахал мар кăларчĕç. Иван Патмар эткерне ĕмĕр-ĕмĕр упраса хăварас тĕлĕшпе, шел пулин те, унăн ывăлĕ — Эдисон Иванович Патмар çеç нихăçан сÿнми çăлтăрсем çутать. Ку таранччен Патмарсен хайлавĕсем ĕçлĕ 134 кĕнекере тухрĕç. Апла пулсан — ашшĕн ĕçне ывăлĕ тăсать. 
Вăхăт пур япалана та хăçан та пулин вырăна лартать. Иван Патмар ячĕ те хăй вилнĕ хыççăн тин ытларах палăрма пуçларĕ. Пурăннă чухне вăл пухса пынă сăвви-юррисене, халапĕ-юмахĕсене, каларăшĕсене Чăваш кĕнеке издательствине сĕнни кăлăхах пулнă-çке. Унăн ыйтăвĕсем пурнăçланайман. 
Иван Патмара амăшĕ енĕпе тăван пулакан пиччĕшĕ — Марк Аттай поэт-сатирик пултарулăхĕ хавхалантарнă. Вăл та куккăшĕ пекех хăйне валли чаплă хушма ят — псевдоним тупать. Паянхи чăваш словарĕнче "Патмар” сăмах çук. Ăна "Патвар” пĕлтерĕшпе çыхăнтарнă ĕнтĕ. Ку сăмах: çирĕп, вăйлă, хăватлă тени пулать. 
Халăх ăс-хакăлне хут çине çырса илессипе Иван Анисимович Шупашкарта вĕреннĕ чухнех чун-чĕри хушнипе тимлеме тытăннă. 51 çул фольклор пухассипе вăй хунă вăл. Тĕпрен илсен, тÿлевсĕрех ĕçленĕ. Çапах та пули-пулми çырса хуман, наука ыйтнă пек йĕркелесе хатĕрленĕ. Пушă вăхăтра республикăри е ун тулашĕнчи ялсене тухса çÿренĕ — халăхпа калаçнă. Тулай чăвашĕсем те ăна лайăх пĕлнĕ, май пур таран пулăшнă. 
Çапла, пархатарлă ĕçĕпе Иван Анисимович Патмар ентешĕмĕр хăйĕн çуралнă Яманак ялне çеç мар, тăван район тата республика чысне-чапне те çĕклеме тÿпе хывнă.
Унăн виçĕ ачинчен пĕри — Эдисон Иванович — шăпах ашшĕн ĕçне малалла тăсаканĕ пулса тăчĕ. Вăл тăрăшнипе юлашки вăхăтра чăваш халăх сăмахлăхĕ те çĕнĕрен чĕрĕлсе пыни куç кĕретех. 
— Çĕр çинче çыншăн тăван килрен, тăван ял-хуларан, тăван çĕр-шывран, тăван чĕлхерен пахи çук, — тет Эдисон Иванович. — Паллах инçетре те чаплă вырăнсем нумай, çав-çавах чунăма ют вĕсем. Таçти аякри-аякри çĕрсенче пурăнма тÿр килсен те, чун-чĕре пур пĕрех тăван тымарсенчен сĕткен илесшĕн. 
Çыннăн ăс-хакăлне вăй-хăват парса тăраканĕ вăл — тăван сăмах, атте-анне чĕлхи. "Сăмах — ылтăнпа пĕр” теççĕ ваттисем. Тăван сăмахлăх — халăхăн ĕмĕртен-ĕмĕре пухăннă ăс-тăн мулĕ, унăн савăнăçĕпе хĕн-хурлăхне сăнлакан пуянлăх, иртнĕ пурнăçĕпе малашлăхне, тĕнче курăмне çутатакан иксĕлми чĕрĕ çăл куç. Тăван сăмахлăх пире ырă ĕçпе, çутă та таса тĕллевпе пурăнма вĕрентет. Çавăн пекех маттур та сывлăхлă, анлă тавра курăмлă пулса ÿсме хистет. Çавăнпа вăл илемлĕ, вилĕмсĕр. Çавăнпа Патмарсен ĕçĕсем те нихăçан та пĕтмĕç.

Ашшĕн ĕçне ывăлĕ тăсать  21.01.2011 Н. Ершов
Категори: Фольклористсемпе таврапĕлÿçĕсем | Кам хушнă: mixaj_58 (30.12.2009)
Миçе хут пăхнă: 1414 | Рейтинг: 5.0/3 |
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2023