Трак енри çанталăк
Чăваш Республикин Красноармейски муниципалитет округĕн Трак салинчи Тĕп вулавăшра черетлĕ "Янкас вулавĕсем" 10-мĕш ăслăлăхпа тавра пĕлÿ конференцийĕ иртрĕ. Ăна Нестер Янкас поэт çуралнăранпа 117 çул çитнине халалланă. Çирĕм тавра пĕлÿçĕ Трак енĕн паллă çыннисен пултарулăхĕпе пурнăç кун-çулне тишкерсе итлекенсене каласа пачĕ. Хамӑр тӑрӑхри мухтавлӑ ҫынсем ҫинчен тӗплӗнрех пӗлни, вӗсене асра тытни, хисеплесе сума суни - пархатарлӑ ӗҫ. #КрасноармейскийМО #Тракен #Чувашскийнациональныйконгресс #Чӑвашнациконгресӗ #ЧНК #ОбществоНестераЯнгаса #КрасноармейскаяЦентральнаяБиблиотека #БиблиомирТракен #БиблиотекиТракен
2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ