
Упи Кану çуртĕнче округри хуçалăх ертÿçисемпе активистсене пухса Красноармейски муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Павел Семенов муниципалитетӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2025 ҫулхи кӑтартӑвӗсемпе паллаштарчӗ тата 2026 çулхи ӗҫ-хӗл тӗллевӗсене палӑртрӗ. Анлӑ канашлӑва Чӑваш Республикин цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Михаил Степанов хутшӑнчӗ.
Павел Семенов пӗлтӗрхи ҫул округшӑн ӑнӑҫлӑ аталанмалли тапхӑр пулнине палӑртрӗ. Тӗп кӑтартусенчен пӗри - бюджета 4,7 млн тенкӗ ирттерсе пурнӑҫлама пултарни. Пӗрлехи бюджетӑн тупӑш пайӗ 26,4 процент ӳснӗ. Вӑл пирвайхи хут 1 млрд та 34 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Хамӑрӑн тупӑшсем 29 процента яхӑн хӑпарнӑ. Ҫын пуҫне тивекен тупӑш - 17638 тенкӗ. Ку ӗҫ укҫине те ӳстерме май панӑ: иртнӗ ҫул Трак енре пурӑнакансен шалу вӑтамран 23,3 процент хӑпарнӑ, 65649 тенке /республикӑра - иккӗмӗш кӑтарту/ ҫитнӗ. Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем вӑтамран 55637 тенкӗ илнӗ.
Ӳсен-тӑран отраслӗнче те, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес енӗпе те кӑтартусем курӑмлӑ. Иртнӗ ҫул Трак енсем 13534 гектар ҫинче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене ҫитӗнтернӗ, 60 пин тоннӑна яхӑн тӗш тырӑ пухса кӗртнӗ. Вӑтам тухӑҫ 44 центнерпа танлашнӑ. Пысӑках мар округшӑн япӑх мар кӑтарту ку.
Муниципалитетри хуҫалӑхсенче 8139 пуҫ майракаллӑ шултра выпьӑх усраҫҫӗ. Сӗт сӑвасси ӳссе пырать. Пирӗн тӑрӑхра чи нумай сӗт туса илекен хуҫалӑх - «Красное Сормово». Кунта сӑвакан ӗнесен хисепне 1800 пуҫа ҫитерме палӑртнӑ. Ҫапла майпа Красноармейски округӗ 34,6 пин гектар ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрпе усӑ куракансен хушшинчи экономика тупӑшӑвӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Сӗт туса илесси 23,3 процент ӳснӗ. Кашни ӗнерен 8475 килограмм сӗт сунӑ. Эпир аш-какай производствипе республикӑра - пӗрремӗш, сӗтпе иккӗмӗш вырӑнта.
Иртнӗ тапхӑрта тӗп капитала инвестицисем хывасси икӗ хута яхӑн ӳснӗ, 1,35 млрд тенкӗпе танлашнӑ.
Патшалӑх енчен пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗ-хе пулӑшу кӳресси 1,5 хут ӳснӗ, 214,9 млн тенке ҫитнӗ. Ҫакӑ пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсен йышне 385-е, хӑйсен ӗҫне пуҫарса янисен шутне 552-е /республикӑра - иккӗмӗш вырӑн/ ҫитерме май панӑ.
Пӗлтӗр 42 инвестици проектне ӗҫе кӗртнӗ /108,1 млн тенкӗлӗх/, ҫакӑ ҫӗнӗ 29 ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме май панӑ. Яманакра 49 вырӑнлӑ кану ҫурчӗ хута янӑ, Тӑватпӳртре, Тури Типҫырмара халӑха пухӑнмалли ҫуртсем туса лартнӑ
Тӗп библиотекӑна юсаса ҫӗнетнӗ. Кӑҫал ача-пӑча вулавӑшне юсама палӑртнӑ. Трак енсем иртнӗ ҫул вӗҫӗнче автоклублӑ пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра Красноармейски салинче «Ял территорийӗсене комплекслӑ майпа аталантарасси» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн культура ҫурчӗн строительстви пырать.
Вӗрентӳ сферин кӑтартӑвӗсемпе те округ лайӑх енчен палӑрса тӑрать. Иккӗмӗш ҫул шкултан вӗренсе тухакансен 26 проценчӗ пӗрлехи патшалӑх экзаменӗнче профильлӗ математикӑпа чи нумай балл /вӑтамран - 77,3/ пухаҫҫӗ.
Строительствӑпа пурӑнмалли ҫурт-йӗр хуҫалӑхӗнче те ӗҫсем кал-кал пыраҫҫӗ. Красноармейскинче 6 котельнӑй хута янӑ. Пӗлтӗр пӗтӗмпе 6373 тӑваткал метр пурӑнмалли ҫурт-йӗр тунӑ. Пилӗк тӑлӑх, нумай ачаллӑ икӗ ҫемье хват-терлӗ пулнӑ, 8 ҫамрӑк ҫемье пурӑнмалли условисене лайӑхлатма /7,7 млн тенкӗлӗх/ пултарнӑ.
Физкультурӑпа спортра та ҫитӗнӳсем пур. Кружоксемпе секцисене 1 пин ытла вӗренекен ҫӳрет. Трак енре пурӑнакан 2 пин ытла ҫын Пӗтӗм Раҫҫейри физкультурӑпа спорт комплексӗн «Ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗр» нормативӗсене пурнӑҫланӑ.
«Комплекслӑ аталану программипе килӗшӳллӗн хамӑр ӗҫе малалла тӑсӑпӑр, - терӗ Павел Юрьевич малашлӑх тӗллевӗсемпе паллаштарнӑ май. - Кӑҫал пуҫаруллӑ бюджет программипе килӗшӳллӗн 41 проекта /117 млн тенкӗлӗх/ ӗҫе кӗртмелле, Красноармейскинчи ӑсталӑх /ремесла/ ҫуртне туса пӗтермелле. Ҫӗнӗ культура ҫурчӗпе, Упи паттӑр крепоҫӗпе малалла ӗҫлемелле. Красноармейскинчи икӗ микрорайонта спорт лапамӗсем тумалла. «Хӑтлӑ хула-ял хутлӑхӗ» программӑпа килӗшӳллӗн «Факел» стадионта йӗлтӗр-роллер трассине хута ямалла. Культура ҫурчӗ ҫумӗнче кинозал уçмалла.
Канашлура Трак енри хастар ҫамрӑксене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн ятарлӑ сипендине тивӗҫнине ҫирӗплетекен сертификат пачӗҫ. Ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ икӗ салтакӑн ашшӗне «Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ашшӗне» медальпе наградӑларӗҫ.
Юлашкинчен «Красноармейски муниципалитет округӗнчи чи лайӑх ял» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ. Пӗтӗмӗшле парне фончӗ - 6 млн тенкӗ. Ҫак укҫапа вӗсем тупӑшура ҫӗнтернӗ проектсемпе килӗшӳллӗн хӑйсен тӑрӑхӗсене аталантарма усӑ курӗҫ.
@Юрий БОРИСОВ журналист
«Ял пурнăçĕ»хаçат валли
çырнă материалтан
#ЧувашскаяРеспублика
#Чӑвашен
#КрасноармейскийМО
#Тракен
#ПавелСеменов |