Красноармейски салин Тĕп вулавăшĕнче "Туссен тĕл пулăвĕ" клубăн черетлĕ ларăвĕнче "Ял пурнăçĕ" хаçат редакцийĕнче ĕçлекен Юрий Борисов (Борзин) журналистăн, çыравçăн тата таврапĕлÿçĕн пултарулăхне халалласа "Хастар чĕреллĕ журналист" ятпа пултарулăх каçĕ иртрĕ. Вăл 45 çул ĕнтĕ пичет ĕçĕнче вăй хурать, "Ял пурнăçĕ" район хаçатне пуян информациллĕ тăвассишĕн ырми-канми тăрăшать, хамăр тăрăхри тавра пĕлÿпе кăсăкланать, пултаруллă çынсен кун-çулне çутатса хавхалантарса тăрать. Ку таранччен 11 кĕнеке кун çути кăтартнă. Ĕçне кура - хисепĕ. Вăл Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ тата Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ ятсене тивĕçнĕ. Ăна Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн "Чăвашлăха аталантарнăшăн" медалĕпе, "Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталанма тÿпе хывнăшăн" орденĕп
... Малалла вула »
Сайт авторĕ тата модераторĕ-Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен