Нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче Красноармейски районĕнче Раççейĕпех иртекен Вĕрентекен çулне чаплă-лару тăрура уçрĕç. Малтанах Трак тăрăхĕнчи мĕн пур шкулта вĕрентекенсем "Трак чăвашла-нимĕçле гимнази", "Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ" тата "Упи шкулĕ" муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕсене пухăнса уçă уроксем, класс сехечĕсем, класс тулашĕнчи мероприятисем тата мастер-классем итлерĕç, çавра сĕтел хушшинчи калаçусемпе тренингсене хутшăнчĕç. Кăнтăрла иртсен район администрацийĕн пысăк залĕнче Вĕрент
... Малалла вула »
Чăваш Республикинчи учительсенчен Раççей Президенчĕн Грантне 2006-2009 çулсенче пурĕ 446 вĕрентекен тивĕçнĕ. Вĕсен нумай енлĕ пултарулăхĕн паха ĕç меслетлĕхне пухса Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерстви кĕнеке кăларнă. Унăн ум сăмахне Вĕрентÿ институчĕн ректорĕ В.Д.Данилов профессорпа С.В.Димитриева доцент çырса хатĕрленĕ. Кĕнекере 112 учителĕн ĕç опычĕ çинчен кĕскен каласа панă. Вĕсен шутĕнче - Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен З.П.Михайлова тата вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекен Н.В.Ефимова педагогсем. Зинаида Петровнăн ĕç меслетлĕхне уçса паракан статйи "Нарспи" поэмăна шкулта çĕнĕ технологисемпе усă курса вĕрентесси" ятлă, Наталья Васильевнăн - "Инновационные программы и технологии в работе классного руководителя". Кĕнеке 1000 экземплярпа тухнă.
Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн администрацийĕ хăйĕн территорийĕнчи граждансен ыйтăвĕсене татса парассишĕн тăрăшать. Ешкилт ялĕнче çĕнĕ урам куç умĕнчех ÿсет. Кунта çулсерен çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ.
Хальлӗхе кунта электричество
ҫук. Ҫавна шута илсе, геодезистсем электролини хывма топосъемка туса ирттерчӗҫ.
Кун вапли 70 пин тенкӗ укçа тӑкакланӑ.
Кăрлачăн 19-мĕшĕнче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче Николай Петрович Петров профессора асăнса «Чăваш литература чĕлхин историйĕ» ятлă çавра сĕтел иртрĕ. Çак кун, профессор сывă пулсан, 81 çул тултарĕччĕ.
Вăл 13 сехетре пуçланчĕ. Çавра сĕтел майлă иртернĕ конференцие чĕлхеçĕсемпе ытти ăсчахсем тата чăваш филологийĕн студенчĕсем пухăнчĕç. Евдокия Александровна ăна çавра сĕтеле уçнă май кĕскен ун йĕрки çинчен каласа пачĕ. Малтан Н.П.Петров 2008 çулхи юпан 17-мĕшĕнче Сыктывкарта панă интервьюна итлерĕç. Кĕскен каласан 20 минутлă калаçура вăл Василий Ильич Лыркин (хушаматне, лайăх илтĕнмен пирки, йăнăш та çырма пултарнă — каçару ыйтатăп. Admin) пирки тата ытти вак-тĕвек ыйтусене хускатрĕ: IX ĕмĕрхи полхарсен кивĕ çыру палăкне вулас ыйту, доктор канашне йĕркелени.
Президиума Евдокия Александровна Андреева, Татьяна Витальевна Денисова, Олег Ростиславович Студенцов, Виталий Иванович Сергеев, Николай Петровичăн мăшăрĕ Елена Архипо
... Малалла вула »
Чăваш Республикин Президенчĕн 2009 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнчи 156рп номерлĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн Трак Енри 8 çамрăка вĕренÿре, наукăпа тĕпчев ĕçĕнче, пултарулăхпа производство ĕçĕнче, управленире, спортра, бизнеса проектлассинче палăрнăшăн тата обществăлла ĕçре тăрăшулăх кăтартса çитĕнÿсем тунăшăн ятарлă стипенди памалла тунă. Вĕсем çаксем:
... Малалла вула »
1. Пĕтĕмĕшле йĕрке Красноармейски районĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн правленийĕ йышăнăвĕпе тата район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕ çумĕнчи творчествăлла ĕçлекен чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен ушкăнĕн ĕç планĕпе килĕшÿллĕн Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ иртет. 2. Конкурс тĕллевĕсем • Красноармейски районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине чыслăн паллă тăвасси; • Районти шкулсенче вĕренекен ачасен литература пултарулăхне аталантарасси; • Литература енне туртăнакан талантлă ачасене тупса палăртасси. 3. Конкурса хутшăнакансем Конкурса хутшăнакансем Красноармейски районĕнчи шку
... Малалла вула »
Кашни ҫын мӗн ачаранах хӑйне килӗшекен. чуна ҫывӑх ӗҫ суйлать. Пурнӑҫ ҫулне
тупасси тепӗр чухне шкул саккн ҫинче ларнӑ чухнех паллӑ. Олег Васильевич Димитриевӑн
та ҫавӑн пекех пулнӑ.
0. Димитриев Вӑрманкас Чуракасси ялӗнчи хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Шкулта пӗлӳ
илнӗ чухнех вӗренӳре ҫеҫ мар, обществӑлла ӗҫре те палӑрнӑ. Алманч вӑтам шкулӗнчи
комсомол комитечӗн секретарӗ пулнӑ, хӗрсемпе каччӑсене вӑхӑт таппипе тан пыма хавхалантарса
тӑнӑ. Алла аттестат илсен ҫамрӑк И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика
институтне (халӗ — университет) ҫул тытать. Экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытса филологи факультечӗн
студенчӗ пулса тӑрать. Сесси хыҫҫӑн сесси хыҫа юлать, яш тапхӑрти савӑк вӑхӑтсем
пӗр сисӗнмесӗр иртеҫҫӗ. Алӑра — аслӑ пӗлӳ илни ҫинчен калакан диплом. 1981 ҫулта
Олег Васильевич тӑван тӑрӑха таврӑнать, Шывпуҫӗнчи сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта
вырӑс чӗпхипе литературине вӗрентме пуҫлать. Ҫамрӑк педагога тӑххӑрмӗш классен
... Малалла вула »
Сайт авторĕ тата модераторĕ-Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен