Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2026 » Пуш » 16 » Иван Чураль çыравçă пултарулăхĕ - "Тăван Атăл" журналта
Иван Чураль çыравçă пултарулăхĕ - "Тăван Атăл" журналта
19:59
Сăн ÿкерчĕк

ҪЫРАВҪӐ МӖНШӖН АЛЛА КАЛЕМ ТЫТАТЬ? "Тăван Атăл" журналăн 2-мĕш номерне Иван Афанасьев-Чураль Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн ертÿçин тата çыравçăн пултарулăхне халалланă. Кĕске биографине пичетленĕ тата интервью илнĕ. Кунсăр пуçне çыравçăн "Вăрăм ĕмĕрлĕ кумапай" калавне пичетленĕ.
РФ Журналистсен союзӗн членӗ, Нестер Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Ҫавалпа Шетмӗ кӗввисем» фестивальсен лауреачӗ, нумай очерк, калав, сӑвӑ, юрӑ, брошюра тата кӗнекесен авторӗ.
Вӑл 1949 ҫулта Ҫӗньял Упи ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти пуҫламӑш, Янкасри 8 ҫул вӗренмелли, Красноармейскинчи вӑтам шкулсенчен вӗренсе тухнӑ. Вӑтам шкул пӗтернӗ ҫул (1966) И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн историпе филологи факультечӗн вырӑспа чӑваш уйрӑмӗнче пуҫласа журналистсем хатӗрлеме пуҫланӑ, часах И.Прокопьев студент пулса тӑнӑ. Хӑйӗн малтанхи практикине пулас журналист тӑван район хаҫат редакцийӗнче ирттерет, Патӑрьел районён «Авангард» хаҫат редакцийёнче те ӗҫлет. Польшӑра Ҫарсен Ҫурҫӗрти ушкӑнӗнче службӑра чухне ӑна ҫар чаҫӗн Хисеп кӗнекине кӗртнӗ, ӑна кунта та подразделенири ҫамрӑксен организацине ертсе пыма шаннӑ. Ҫарта хаҫатра статйисем тӑтӑшах пичетленнӗ. Корреспондент, аслӑ корреспондент, редактор ҫумӗ, редактор - ҫак ӗҫсенче иртеҫҫӗ унӑн Патӑрьелпе Красноармейски районӗнчи «Авангард», «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат редакцийӗсенчи ҫулӗсем.
#ИванПрокопьевЧураль
#НестерЯнкаспĕрлĕхĕ

Миçе çын пăхнă: 11 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2026  »
Тн Ыт Юн Кç Эр Шм Вр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2026