Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2026 » Пуш » 16 » Иван Чураль çыравçă пултарулăхне хак пачĕç
Иван Чураль çыравçă пултарулăхне хак пачĕç
20:21
Сăн ÿкерчĕк

Красноармейски салин Тĕп вулавăшĕнче Иван Прокопьев-Чураль çыравçăн, журналистăн тата композиторăн пултарулăх каçĕ иртрĕ. Иван Афанасьевич Журналистсен союзӗн членӗ, Нестер Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Ҫавалпа Шетмӗ кӗввисем» фестивальсен лауреачӗ, нумай очерк, калав, сӑвӑ, юрӑ, брошюра тата кӗнекесен авторӗ. Чăваш тавра пĕлÿçисен пĕрлĕхĕн Милли ячĕллĕ дипломанчĕ. Чăваш наци академийĕн Аркадий Айдак ячĕллĕ медалĕпе, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн "Чăвашлăха аталантарнăшăн" медалĕпе тата "Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталанма тÿпе хывнăшăн" орденĕпе чысланă.
Пурĕ 17 кĕнеке кăларнă вăл. Тăтăшах «Тăван Атăл» илемлĕ литература журналĕнче пичетленет. Юлашки вăхăтра «Салтак чĕри» повеçĕпе «Вăрăм ĕмĕрлĕ кумапай» очерк пичетленĕ. Ăна итлеме, унăн хайлавĕсене хак пама вулавăш çумĕнчи «Туссен тĕл пулу клубĕ» пĕрлешĕвĕн черетлĕ ларăвĕнче иртрĕ.
Хальхинче туссем унăн «Хур кайăк çулĕ» историпе эпика поэмине сÿтсе явма пухăннă. Пухăннисем хайлава пысăк хак пачĕç, хăйне май тăван тăрăхăн пĕчĕк энциклопедийĕ ку терĕç, мĕншĕн тесен кĕнекере округри 89 ял çинчен, унти паллă çыннисем çинчен сăвăласа çырса панă. Нумай енлĕ пултаруллă çыравçăна ырлăх-сывлăх, иксĕлми вăй-хал, ăнăçу сунчĕç. "Юррăмсем - çунатăмсем..." литературăпа музыка каçне Тĕп вулавăш ĕçченĕ Светлана Гурьева ертсе пычĕ, автор çинчен пуян презентаци хатĕрленĕ. Хутшăнакансем авторăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрĕç. Композиторăн юррисем те янăрарĕç каçра.
Вӑл 1949 ҫулта Ҫӗньял Упи ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти пуҫламӑш, Янкасри 8 ҫул вӗренмелли, Красноармейскинчи вӑтам шкулсенчен вӗренсе тухнӑ. Вӑтам шкул пӗтернӗ ҫул (1966), малтан И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн историпе филологи факультечӗн вырӑспа чӑваш уйрӑмӗнче вĕреннĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне уçсан унта пуҫласа журналистсем хатӗрлеме пуҫланӑ, часах факультет унта куçать те И.Прокопьев университет студенчĕ пулса тӑрать. Хӑйӗн малтанхи практикине пулас журналист тӑван район хаҫат редакцийӗнче ирттерет, Патӑрьел районён «Авангард» хаҫат редакцийёнче те ӗҫлет. Польшӑра Ҫарсен Ҫурҫӗрти ушкӑнӗнче службӑра чухне ӑна ҫар чаҫӗн Хисеп кӗнекине кӗртнӗ, ӑна кунта та подразделенири ҫамрӑксен организацине ертсе пыма шаннӑ. Ҫарта хаҫатра статйисем тӑтӑшах пичетленнӗ. Корреспондент, аслӑ корреспондент, редактор ҫумӗ, редактор - ҫак ӗҫсенче иртеҫҫӗ унӑн Патӑрьелпе Красноармейски районӗнчи «Авангард», «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат редакцийӗсенчи ҫулӗсем. Пурĕ 33 çул тĕрлĕ хаçат редакцийĕсенче, çав шутра 24 çул Красноармейски районĕн «Ял пурнăçĕ» хаçачĕн тĕп редакторĕнче, пĕр вăхăтрах типографипе издательство директорĕнче тăрăшать. Партин аслă шкулне те пĕтернĕ вăл. Пĕр хушă КПСС парти райкомĕн пай пуçлăхĕнче те ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра – тивĕçлĕ канура. Çапах вăхăхăта ахаль ирттермест, литература ĕçĕпе тăрмашать тата çыравçăсене, ÿнерçĕсене, композиторсемпе юрăçăсене пĕрлештерсе тăракан Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлешĕвне ертсе пырать.
#ИванЧураль
#ИванПрокопьев
#НестерЯнкаспĕрлĕхĕ
#ТуссенТĕлпулуКлубĕ
#КлубВстречадрузей
#БиблиомирТракен

Миçе çын пăхнă: 12 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2026  »
Тн Ыт Юн Кç Эр Шм Вр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2026