
Красноармейски салин Тĕп вулавăшĕнче Рудникова Валентина педагог, поэтесса, композитор, юрăç, ÿнерçĕ, публицист, куçаруçă çуралнăранпа 85 çул çитнине чыслăн паллă турĕç. Вăл Чăваш Республикин музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ, Чăваш Республикин Композиторсен ассоциацийĕн членĕ, Шетмĕпе Çавал кĕввисем» фестиваль лауреачĕ, Аристарх Орлов-Шуçăм çуралнăранпа 100 çитнине халалласа ирттернĕ «Çĕр-шывăма савса юрлатăп» конкурс дипломанчĕ. Нумай енлĕ пултарулăхшăн Валентина Васильевна Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне тата «Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» орденне илме тивĕç пулнă. Унăн хисеплĕ ятне Красноармейски районĕн энциклопедине кĕртнĕ.
Ăна саламлама тус-тăванĕсем тата унăн талантне сума сăвакансем пухăнчĕç. Вăл тĕрлĕ жанрпа çырнă 17 кĕнеке авторĕ, 900 ытла юррăн сăввипе кĕввине çыраканĕ.
В.В. Рудникова Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Çĕнĕ Выççăлкă ялĕнче 1941 çулхи пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче çуралнă. Чатукасси ялĕнчи вăтам шкулта, Шупашкарти 11-мĕш номерлĕ ПТУра, Чăваш патшалăх педагогика институчĕн химипе биологи факультетĕнче вĕреннĕ. Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри тата Красноармейски районĕсенчи шкулсенче химипе биологи вĕрентнĕ. 8 çул хушши Сĕнтĕрвăрри районĕн Вĕрентÿ пайĕн ĕçченĕнче тăрăшнă. Тĕрлĕ вăхăтра «ЖБК-9» предприятинче бетонщик-арматурщикре, Кÿкеçри Перекет банкĕнче операторта тимленĕ, ОСОАВИАХИМ-ра парашютпа сикнĕ, конькипе ăмăртса чупассипе интересленнĕ, республика чемпионатĕнче 2-мĕш вырăн та йышăннă, пушă вăхăтра шофера, тракториста, киномеханика вĕреннĕ, кăранташпа ÿкерме кăмăлланă.
1983 çултанпа Красноармейски районĕнче пурăнма пуçланă. «Таябинка» ял хуçалăх предприятийĕнче тăрăшать. 1996 çулта тивĕçлĕ канăва тухать. Вара пуçĕпех пултарулăх кăвайтне чĕртет. Ÿкерет, сăвă-юрă çырать, пултарулăх ушкăнĕсенче юрлать. Районти «Ял пурнăçĕ» хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕ, Чăваш Республикин Музыка пĕрлĕхĕн хастар пайташĕ пулса тăрать.
В.В. Рудниковăн кун çути курнă кĕнекисем: «Мĕн тери эс хитре, ман çуралнă кĕтес!» (1998); «Бемби» (1999); «Юрату хĕлхемĕ» (2001); «Юратсан» (2001);, «Чун хавалĕ эс, Трак ен!» (2002); «Юрату – кун-çул илемĕ» (2002); «Чăн-чăн тус» (2003); «Виçĕ хĕвел» (2003); «Детство, опалённое войной» (2006); «Чăваш юмахĕсем» (2006); «Вăрçă кĕчĕ сăпкама» (2008); «Утăра» (Проза И.Я.Яковлева в стихах, 2008); «Шуçăм карри уçăлсан» (Песни, 2011); «Пурнăç утти» (Песни на стихи Н.Г.Ершова, 2012) тата ыт.те.
Пултарулăх каçĕ Валентина Рудниковăн Юрий Семенов-Сементер, Николай Ершов-Янкер, Гурий Дубров (Кăмакал Куркки) тата хăйĕн сăввисемпе çырнă юрăсенчен тăракан концертпа вĕçленчĕ. Вĕсене Красноармейски Культура çурчĕн халăх хорĕпе «Трак ен» фольклор ансамблĕ шăрантарчĕç (ертÿçисем – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Н.М. Никоноров тата Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ А.Н. Никонорова).
#ВалентинаРудникова
#Сявалсирма
#Чадукасы
#Красноармейское
#Трак_ен
#КурмышиКшауши |