Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Нарăс » 2 » Красноармейскинче Вĕрентекен Çулне чаплă бал ирттерсе уçрĕç
Красноармейскинче Вĕрентекен Çулне чаплă бал ирттерсе уçрĕç
19:45
Сăн ÿкерчĕк
Нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче Красноармейски районĕнче Раççейĕпех иртекен Вĕрентекен çулне чаплă-лару тăрура уçрĕç. Малтанах Трак тăрăхĕнчи мĕн пур шкулта вĕрентекенсем "Трак чăвашла-нимĕçле гимнази", "Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ" тата "Упи шкулĕ" муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕсене пухăнса уçă уроксем, класс сехечĕсем, класс тулашĕнчи мероприятисем тата мастер-классем итлерĕç, çавра сĕтел хушшинчи калаçусемпе тренингсене хутшăнчĕç. Кăнтăрла иртсен район администрацийĕн пысăк залĕнче  Вĕрентекенсен балĕ пуçланчĕ. Ăна салам сăмахĕ каласа район администрацийĕн пуçлăхĕ С.А.Николаев уçрĕ. "Профессия учителя – самая благородная. Ведь именно им, педагогам, человечество доверяет свое будущее – детей. И пусть у каждого учителя свой облик, свои секреты мастерства, единой остается любовь к ребенку, который за школьные годы, взращенный вашим терпением и мудростью, выходит в большую жизнь Человеком. Большое спасибо вам за самоотверженную работу на благо родной Траковской Земли и Чувашской Республики. Желаю всему педагогическому коллективу района крепкого здоровья, оптимизма, исполнения всех ваших желаний», - терĕ Станислав Андреевич.

Уяв савăнăçне районти учительсемпе пĕрле Республикăри вĕрентÿ тата наука ĕçченĕсен профсоюз комитечĕн ертÿçи Зинаида Степанова пайларĕ. Вĕрентÿ çулĕ уçăлнă ятпа вĕрентекенсене район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Николай Антонов, районти учительсен профсоюз комитечĕн ертÿçи Галина Николаева, вĕрентÿ ĕçĕнчи обществăлла канаш ертÿçи Андрей Шестаков, педагогикăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ĕç ветеранĕсен ертÿçи Лев Григорьев тата районти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Зинаида Петрова саламларĕç.

Сăмах май, районти 14 шкулта 211 вĕрентекен вăй хурать, вĕсенчен 51-шĕ аслă категориллĕ педагог. 20 ытла педагог Раççей Федерацийĕн Президенчĕн тата Чăваш Республикин Президенчĕн Премийĕсене илме тивĕçлĕ пулнă. Уявра 3 педагога Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп хутне парса чысларĕç. Районти шкулсенчи маттур  вĕрентекенсене район администрацийĕн тата вĕрентÿ пайĕн Хисеп хучĕсене парса саламларĕç.

Пухăннисене газ уçлакан станцин клубĕ çумĕнчи "Раштав" халăх ансамблĕ хăйĕн репертуарĕнчи юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕ. Вĕрентекенсен Çулĕ пуçланчĕ. Ырă çул пултăр ăна!

Миçе çын пăхнă: 683 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024