26 января состоялось очередное 12 заседание Собрания депутатов Красноармейского района, на котором присутствовали начальники управлений и отделов администрации района, главы сельских поселений, руководители учреждений, организаций и предприятий. В работе заседания приняли участие Добрышкин Александр Павлович – начальник отдела по взаимодействию с органами местного самоуправления Управления внутренней политики Администрации Главы Чувашской Республики, Казакова Елизавета Васильевна – заместитель министра образования и молодежной политики Чувашской Республики, Николаев Вадим Иванович – депутат Государственного Совета Чувашской Республики, директор ОАО «Чувашский бройлер». Собрание депутатов утвердило повестку дня, состоящую из 7 вопросов. На заседании был рассмотрен вопрос об итогах конкурса на замещение должности главы администрации Красноармейского района. Председатель конкурсной комиссии на замещение должности главы администрации Красноармейского ... Малалла вула »
Кăрлачăн 12-мĕшĕнче Çĕрпӳ район администрацийĕн лару пӳлĕмĕнче Интернет тĕнче тетелĕпе усă курса иртнĕ виçĕ ăмăрту çĕнтерӳçисене чысларĕç, çав шутра «Ĕмĕтсен çăлкуçĕ» литература конкурсĕ, «Тупмалли юмахсем-2» тата «Çĕрпӳ Енĕм — Тăван Ен» интернет-олимпиада пулчĕç. Кашни ăмăрту çĕнтерӳçисем парнеллĕ пулчĕç: илемлĕ хайлавсем çыракансене «Урхамахсем тăраç тапăртатса» кĕнекепе картинăсем лекрĕç, тупмалли юмахсем шĕкĕлчеме ăста ачасене — кĕнекесем, Çĕрпӳ тăрăхне лайăх пĕлекенсене — тĕрлĕ теттесем. Чылайăшне Чăваш халăх сайчĕ 2012 çулхи календаре парнелерĕ. Хисеп хучĕсемсĕр те, паллах, никам та юлмарĕ.
Чысланисем хушшинче Трак ен ачисемпе вĕрентекенĕсем те пулчĕç. Красноармейски шкулĕн вĕренекенĕсем Козлова Надежда (6 класс, 1 вырăн), Аркадьева Кристина (7-а класс, 2 вырăн), Кузнецова Лидия (7-б класс, 2 вырăн), Харитонова Анастасия (7-б класс, 3 в... Малалла вула »
О специальной стипендии Президента Чувашской Республики
1. В соответствии с Указом Президента Чувашской Республики от 6 марта 2002 г. № 51 «О мерах по усилению государственной поддержки молодых граждан в Чувашской Республике» назначить специальную стипендию Президента Чувашской Республики в размере 1830 рублей ежемесячно для представителей молодежи и студентов за особую творческую устремленность на период с 1 января по 31 декабря 2012 г. следующим представителям молодежи и студентов, достигшим значительных результатов в учебной, исследовательской, научной, творческой, производственной, управленческой, спортивной, общественной деятельности и бизнес-проектировании:
1. Андреевой Виктории Валерьевне, учащейся муниципального бюджетного общеобразовательного учреждения «Убеевская средняя общеобразовательная школа» Красноармейского района Чувашской Республики;
2. Антоновой Анастасии Александровне, учащейся муниципального бюджетного общеобраз... Малалла вула »
Унтан-кунтан ыратма тапратсан, чир-чĕр вăрах хăпма пĕлмесен, ăçта васкатпăр? Çапла, больницăна. Сывлăх хуралĕн çыннисенчен пулăшу ыйтма. Вĕсем чир-чĕре çĕнме пулăшасса вара тем пекех кĕтетпĕр. Ырă чун-чĕреллĕ, чирлисене эмелпе çеç мар, ăшă сăмахпа та сиплекен тухтăрсем Красноармейски район больницинче те нумайăн. Вĕсенчен пĕри — участок терапевчĕ Л. М. Кузьмина. Ун пирки йышăнура пулнисем лайăхпа çеç калаççĕ. Луиза Михайловна тухтăрăн шурă халатне тăхăннăранпа 35 çул çитрĕ. Красноармейскинчи вăтам шкул хыççăн Хĕлеç хĕрĕ турткаланса-туса тăмасăрах И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне çул тытнă, 1976 çулта вара "Сиплев ĕçĕ” специальноçпе алла диплом илнĕ. Ăна, тин çеç Гиппократ тупи тунăскере, Красноармейски район больницине ĕçлеме янă. Тухтăрсен коллективĕпе кĕçех пĕр сăмах тупнă вăл, медицина ытти ĕçченĕсем, сипленекенсем хушшинче те хисеп çĕнсе илнĕ. 1988 çулччен Луиза Михайловна терапи уйрăмĕн заведующийĕнче те ... Малалла вула »
Хаклă ентешĕмĕрсем! Сире Çĕнĕ çул ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!
Çĕнĕ çул асамĕ пире пурне те тыткăнлать, ырă туйăмсем вăратса тата та нумайрах ырă ĕç тума хавхалантарать. Шăпах çак вăхăтра тавралăх шурă юрпа хупланса хитреленет, пирĕн кăмăл хăпартланать, ачасем юр кĕлеткесем ăсталаса уява, Юр пикепе Хĕл Мучине чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çĕнĕ çул – асамлăх кĕтекен тĕлĕнтермĕш вăхăт. Вăл ĕненÿпе шанчăк, ырăлăхпа çутăлăх, килĕшÿлĕхпе юрату уявĕ. Шăпах çак вăхăтра эпир иртсе пыракан çул кăтартăвĕсене пĕтĕмлететпĕр тата малашлăх валли тĕллевсем палăртатпăр. 2011 çул пирĕншĕн пуриншĕн те пĕчĕк тата пысăк ĕçсен çулталăкĕ пулчĕ. Эпир республикăн социаллă тĕллевлĕ бюджечĕн тупăшĕсене ÿстернине пула ăна темиçе хутчен те пăхса тухрăмăр. Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем палăрмаллах лайăхланчĕç. Республикăра инновацин пысăк проекчĕсене тата социаллă пĕлтерĕшлĕ программăсене пурнăçлама тытăннă, çĕнĕ ĕç вырăнĕсе... Малалла вула »
Раштавăн 15-мĕшĕнче халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче тулли мар яваплă "Чул хула трансгаз Газпром” пĕрлешĕвĕн филиалĕ — Заволжски ЛПУМГ” клубĕ çумĕнчи ачасен "Çамрăклăх” ("Юность”) халăх ташă ансамблĕн юбилейлă концерчĕ пулчĕ. Трак енре çеç мар, Раççейĕн нумай хулисенче хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарнă, тĕрлĕ шайри конкурссенче палăрнă ачасен çак коллективне (кунта виçĕ ушкăн — кĕçĕннисен, вăтаммисен, аслисен) йĕркеленĕренпе 15 çул çитрĕ. Халăх пултарулăхĕн районти çурчĕн фойинче "Çамрăклăх” çак тапхăрта утса тухнă çул-йĕрне кăтартакан ÿкерчĕксенчен пысăк стенд йĕркеленĕ. Çамрăк артистсен юбилейлă тĕп концертне курма килнисем унăн умĕнчен хăпма пĕлмерĕç тесен те йăнăш мар пулĕ. Журналист ĕçĕпе халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче йĕркелекен тĕрлĕ шайри мероприятисенче пĕрре çеç мар пулма тÿр килнĕ мана. Анчах та пĕр концерт-спектакле те, ытти курава та çакăн чухлĕ куракан пуçтарăннине астумастăп: концерт пуçланиччен чылай малтан çынсем вырăн йышăнм... Малалла вула »
Чăваш Правительствин çĕнĕ пуçлăх — Иван Моторин. Унăн кандидатурине паян, республика Элтепĕрĕ сĕннипе, Патшалăх Канашĕ сӳтсе явса çирĕплетрĕ. Иван Моторин 2006-мĕш çултанпа республикăн экономика аталанăвĕн министрĕнче ĕçлет, Чăваш Ен пурнăçне лайăх пĕлет. Патшалăх Канашĕн сессийĕччен Моторин парламентри кашни фракцинче тĕлпулусем ирттернĕ, депутатсен ыйтăвĕсене хуравланă. Унăн кандидатури пурне те çырлахтарнă. Çавăнпа паян ăна Министрсен Кабинечĕн ертӳçи пулма çăмăллăнах çирĕплетрĕç. Федераци Канашĕн пайташне суйланă чухне вара тавлашусăр пулмарĕ. Юрий Попов спикер Раççей Федерацийĕн саккунсем кăларакан органĕн çӳлти палатинче Чăваш Паташалăх Канашĕн представителĕ пулма Леонид Лебедева сĕнчĕ. Сенаторта вăл 8 çул ĕçленĕ. Депутатсем, уйрăмах оппозицире тăракансем, çак тапхăрта Лебедев республикăшăн мĕнле усăллă ĕç тунине пĕлесшĕн пулчĕç. Темле хуравласан та, вĕсене тивĕçтерме йывăр пулчĕ, çавăнпа Леонид Лебедевăн трибуна умĕнче чылайччен тăма тиврĕ. Юлашкинчен çап... Малалла вула »
«Российская газета» (чăв. Раççей хаçачĕ) хаçатра паян, раштавăн 16-мĕшĕнче, пĕлтĕр иртнĕ çыравăн пĕтĕмлетĕвне пичетленĕ. Раççейри улшăнусене илес пулсан 2002 çултанпа патшалăхра пурăнакан халăхăн йышĕ 2,3 миллион çын (1,6%) чакнă. Пурĕ Раççейре çапла май 142 миллион та 857 пин çын пурăнать. Халăх шучĕпе тĕнчере пирĕн патшалăх 8-мĕш вырăн йышăнать — малта Китай, Ĕнчĕ (Инди), АПШ, Индонези, Бразили, Пакистан, Бангладеш. 2002 çултанпа Раççейре ялсем тĕпĕ йĕрĕпе çухалас туртăм вăйланнă иккен. Сакăр çул хушшинче 8,5 пин ял пĕтнĕ. 19,4 ял вара хут çинче кăна пур, вĕсенче никам та пурăнмасть. Вăтамран илнĕ Раççей çынни 39 çулта — ку вăл халăх ватăлнине пĕлтерет (8 çул каялла 37,7 пулнă). Раççейре арçынсем хĕрарăмсенчен 10,7 миллион сахалрах. Мăшăрсен йышĕ те 1 миллион таран чакнă — халĕ ку кăтарту 33 миллионпа танлашать. Чи йышлă халăх — вырăссем. Раççейре вĕсем 80,9% йышăнаççĕ. Иккĕмĕш вырăн тутарсем йышăнаççĕ — 3,87%. Виççĕмĕш вырăнта — украинсем (2,05%-ран 1,41% чакнă). Чăвашсе... Малалла вула »