Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк
Çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче Алманч ял тăрăхĕнче Пĕтĕм Раççейри Физкультурниксен кунне 70-мĕш хут уявланине халалласа спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç. Салам сăмахĕпе район администрацийĕн физкультура, спорт тата çамрăксен ĕçĕсен секторĕн пуçлăхĕ Лебедев А.Н. , «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи Долгова З.М. тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Долгов В.В. тухса калаçрĕç. Уяв кунĕнче мини-футбол тата волейбол вăййисем иртрĕç.  Пĕрремĕш ăмăртура тăватă команда, иккĕмĕшĕнче виçĕ команда тупăшрĕç. Пĕтĕмпе 60 çын хутшăнчĕ. Чи пĕчĕккисем «лабиринт» вăйăпа киленчĕç тата велосиппедпа ярăнчĕç. Çĕнтерÿçĕ командăсем асăну медалĕсемпе призсене тивĕçрĕç. Уяв чей ĕçнипе вĕçленчĕ.
Миçе хут пăхнă: 1425 | Хăçан хушнă: 09.08.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Район пуçлăхĕ С.А.Николаев строительсене тата отрасльти ĕç ветеранĕсене Строительсен кунĕ ячĕпе саламланă. Унта çапла калани пур: " Сирĕн вăйпа, мирлĕ професси çыннисем, пирĕн районта пысăк ĕçсем пурнăçланаççĕ. Çулсерен çĕнĕ çуртсем, производство объекчĕсем çĕкленеççĕ. Пысăк тав сире. Çирĕп сывлăх та телейлĕ пурнăç сунатăп". 

Интернетран: Впервые День строителя отмечался в СССР 12 августа 1956 года. А было это так. 6 сентября 1955 г. вышел Указ Президиума Верховного Совета СССР «Об установлении ежегодного праздника «Дня строителя». Лаконичность Указа Президиума Верховного Совета СССР является доказательством того, что День строителя появился отнюдь не случайно, и что его появление как бы само собою разумелось. Вот как его комментировали газеты:

«Новым проявлением заботы партии и правительства о строителях является принятое 23 августа 1955 г. Постановление ЦК КПСС и Совета Министров Союза ССР «О мерах по дальнейшей индустриализации, улучшению качества ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 667 | Хăçан хушнă: 06.08.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
2009 çулхи кăрлач - утă уйăхĕсенче районти ĕçпе тивĕçтерекен центра ĕç вырăнĕ шыраса 824 çын пынă. Вĕсене пурне те ĕç шыракан тесе шута илнĕ, вĕсен шутĕнчен пирвай ĕç шыракан 51 çынна шута илнĕ (предприятисемпе организацисенчен ĕçрен хăтарнисем), 397 çын - хĕрарăм, 322 çын - 16-29 çулсенчи çамрăксем, 16 инвалид. Пурĕ 410 çынна ĕçсĕррисен шутне тăратнă.

2009 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçпе тивĕçтерекен центрта 169 ĕçсĕр çын регистрацинче тăрать, вĕсенчен 38-шĕ - предприятисемпе организацисенчен ĕçрен хăтарнисем, 97-шĕ хĕрарăм, 51 çын – 16-29 çулсенчи çамрăксем, 3-шĕ инвалид. 34-шĕ - аслă профессиллĕ пĕлÿ илнисем, 32-шĕ – вăтам профессиллĕ пĕлÿ илнисем, 34-шĕ - пуçламăш профессиллĕ пĕлÿ илнисем, 61-шĕ - вăтам пĕлÿ илнисем, 8 – тĕп пĕлÿ илнисем. Ĕçсĕрлĕх шайĕ 1,75% процентпа танлашать (ĕç вырăнĕ пуррисен шайĕнчен).

Красноармейски районĕнче 7 уйăхра 637 çынна ĕç вырăнĕ тупса панă.

Çĕнĕ професси илмешкĕн 29 çынна вĕренме янă. Ытларах çак профе ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 824 | Хăçан хушнă: 06.08.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Кăçал Раççейре Физкультурниксен кунне 70-мĕш çул паллă тăваççĕ. Пирĕн район та çулсеренех çак куна чыслă кĕтсе илме тăрăшать. Августăн пуçламăшĕнче районта яланах тĕрлĕ спорт мероприятийĕсемпе тĕрлĕ вăйăсем иртеççĕ. 

Кашни учитель, тренер, спортсмен тата физкультурник хăй çитĕнĕвĕсене пĕтĕмлетет - мĕн тунă, мĕн туса çитереймен, малашне мĕн тумалла...

Пĕтĕмĕшле илсен, район спорт аталанăвĕнче япăх мар палăрса тăрать: районта мероприятисем ирттерессипе те, спортсменсен резервне хатĕрлессипе те, çĕнĕ спорт çитĕнĕвĕсем туптассипе те. Активлă тата çирĕп сывлăхлă пурнăç йĕркине пропагандăлассипе те ĕçсем начар мар пыраççĕ.

Районта спорт техникин бази палăрмаллах çирĕпленчĕ: нумай функциллĕ спортплощадка хута кайрĕ, кĕçех çăмăл сооружениллĕ тепĕр стадион хута каймалла, тренерсем хăйсен пĕлĕвне ÿстерсе килчĕç, укçа-тенкĕ ресурсĕсене сыхласа хăварма май килчĕ (тĕнчери финанс кризисне пăхмасăрах). Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те юлашки вăхăтра пирĕн ыйтусем ç ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 787 | Хăçан хушнă: 06.08.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче пирĕн районăн тĕшĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 10922 гектар çинчен пуçтарса илмелле. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕ пĕлтернĕ тăрăх çурла уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне ăна 2105 гектар çинчен çапса тĕшĕленĕ. Вăл планпа пăхнинчен 19 процент пулать. Пĕтĕмпе 4404 тонн тырă пухса илнĕ. Вăтам тухăç пĕр гектартан 21 центнер тухать. Ĕççи анинче маттуррисем  Шумилов тата  Николаев КФХ комбайнерĕсем, «Агрофирма «Рожь» ЧЯП, «Гигант» ЯХПК  тата «Красное Сормово» ЧЯП механизаторĕсем пулчĕç. Вĕсем хăйсене шанса панă лаптăкран 80-28 процентне пуçтарса кĕртнĕ те ĕнтĕ.

«Иккĕмĕш çăкăр» ĕççи те пуçланчĕ. Çĕр улмине район ĕçченĕсен 805 гектартан пухса илмелле. Ĕнерхи кун тĕлне "Таябинка" агрофирмăра "иккĕмĕш çăкăра" 5 гектартан кăларса илнĕ. Артемьев фермер хуçалăхĕнче - 3 гектартан, "Красное Сормово" хуçалăхра - 1 гектартан. Вăтам тухăç пĕр гектартан 250 центнер тухать.

Кĕрхисене акма пĕтĕмпе 2980 гектар çĕр хатĕрленĕ.
 

Чăваш Респу ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 812 | Хăçан хушнă: 05.08.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 55 56 57
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024