Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк
nullКрасноармейски район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх "Вырма - 2009" ăмăртура çак комбайнерсем çĕнтернĕ тесе йышăннă:
А.Петров         "Таябинка"         1779 тонна
О.Васильев     "Янмурзино"      1440 тонна
В.Кузмин        "Кр.Сормово"      1145 тонна
С.Егоров         "Янмурзино"       594  тонна
В.Николаев        "Гигант"           534  тонна
Г.Фомин           "Караево"           597  тонна
Миçе хут пăхнă: 638 | Хăçан хушнă: 28.09.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
nullСентябрĕн 25-мĕшĕ тĕлне таварлăх сĕт сăвакансен талăкри продукцийĕ 15080 килогрампа танлашрĕ. Кашни ĕнерен сĕт сăвасси вара - 10,4 килогрампа. Ку ăмăртура  Степанов А.В. КФХ тата «Волит» ООО малта пыраççĕ. Вĕсен хуçалăхĕсенчи ĕнесем талăкра вăтамран 14,4 тата 14,1 кг сĕт антараççĕ. Халăхран сĕт пуçтарасси те малалла пырать. Пĕтĕмпе уйрăм çын хуçалăхĕсенчен 8630 кг сĕт пухса леçнĕ. Ку енепе райпо организацийĕ малта, вăл талăкра 3200-3400 кг сĕт пухма пултарнă.

 
... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 688 | Хăçан хушнă: 28.09.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
"Таябинка"23.09.2009 
"Хыпар" 

Роза ВЛАСОВА 

“Таябинка” агрофирма Красноармейски районĕнче те, республикăра та чи лайăх ĕçлекенсенчен пĕри. Ял хуçалăх производствинчи лайăх кăтартусемшĕн, тупăшлă тата тухăçлă ĕçленĕшĕн агрофирма регионсен хушшинчи “Çĕр улми. Пахча çимĕç тата улма-çырла” курав-ярмăрккасене хутшăнса темиçе хут ылтăн медале тивĕçнĕ. Çавăн пекех вăл Чăваш Республикинчи 100 чи лайăх хуçалăх шутĕнче.

Агрофирмăн тĕп агрономĕ С.Л.Молотков пĕлтернĕ тăрăх - “Таябинка” тĕш тырă, çĕр улми çитĕнтерет, “иккĕмĕш çăкăрпа” тыр-пулăн паха сорчĕсен вăрлăхĕсене тăвас, сысна ĕрчетес енĕпе ĕçлет. Предприятие 2004 çултанпа А.П.Афанасьев ертсе пырать.

Кунта пурĕ тăхăр вунна яхăн çын ĕçлет. “Таябинка” маларах “Звезда”, “Дружба”, “Мир”, “Герой”, “Шанс” сысна комплексĕн пулнă çĕрĕсене сухаласа акать. Кăçал 1800 гектар çинче тыр- ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 721 | Хăçан хушнă: 24.09.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
nullКăçалхи кăрлач-утă уйăхĕсенче Красноармейски районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центрта ĕçсĕр 824 çынна шута илнĕ, вĕсенчен 51-шĕ - предприяти-организацирен кăларса янăскерсем, 397-шĕ - хĕрарăм, 322-шĕ - 16-29 çулсенчи çамрăксем, 16-шĕ - инвалид.

Центр ертÿçи Иван Козлов пĕлтернĕ тăрăх çавсенчен 410-шне ĕçсĕр тесе йышăннă. Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вара 169 çын шутра тăнă /ку хисеп пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен 68 процент пысăкрах/. Шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ 1,76 процента çитнĕ /иртнĕ çулхи çав тапхăрта - 1,2/.

Йывăрлăха лекнисен хушшинче хĕрарăмсем /57,4%/, 30 çула çитмен çамрăксем /30,2%/, сусăрсем /1,7%/, тивĕçлĕ канăва тухмалли ÿсĕме çывхаракансем /5,3%/ йышлă. Пулăшу кĕтекенсене малтанхи тапхăртах халăха ĕçпе тивĕçтерессине пулăшу кÿмелли хушма программăпа килĕшÿллĕ вырнаçтарнă май ĕçсĕрлĕх тапхăрĕ 3,3 уйăха кăна тăсăлнă.

Çулталăк пу ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 694 | Хăçан хушнă: 21.09.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче Красноармейски районĕн халăх пултарулăх çурчĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕн, Чăваш Республикинчи композиторсен ассоциацийĕн членĕн, Чăваш Республикинчи музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕн, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн Юрий Васильевич Шепиловăн асăну каçĕ-концерчĕ иртрĕ.

Пултаруллă композиторăн сумлă ĕçĕ-хĕлĕ çинчен Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.К.Шестаков, Чăваш Республикинчи композиторсен ассоциацийĕн председателĕ, Раççей Федерацийĕнчи музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ Н.А.Зимин музыковед тата композитор, педагогика наукисен кандидачĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕн доценчĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Ю.Кудаков композитор тухса калаçрĕç, Ю.В.Шепиловăн ырă еткерлĕхне ăшă кăмăлпа аса илчĕç. Хăнасем тухса калаçнă хыççăн пухăннисем ура çине тăрса Юра Шепиловăн ырă ятне шăплăх минучĕпе асăнчĕç.

Асăну каçĕнч ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 693 | Хăçан хушнă: 18.09.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Мускавран савăнăçлă хыпар çитрĕ: Пĕтĕм тĕнчери "Симĕс планета" экологи форумĕ ирттерекен конкурсăн лауреачĕсене пĕлтерчĕç. Вĕсенчен пĕри - Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Михайлов Алексей (сăмах май, вăл "Трак ен" сайтăн администраторĕ те). Алеша хăйĕн "Вăрмана хÿтĕлер" сайчĕпе  «Хальхи технологисем - çут çанталăка хÿтĕлес ĕçре" (экологи тата çут çанталăка хÿтĕлес темăпа хатĕрленĕ сайтсен тата Internetри web-страницăсен конкурсĕ) ятлă номинацире лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Ку проект ĕçĕн ертÿçи - çак шкули обществознани предметне вĕрентекен Михайлов В.М.
  Çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри "Симĕс планета - 2009" форумра "Вăрман пурнăçĕ тата çын шăпи" (литература конкурсĕ) номинацире Жукова Анастасия (Трак чăвашла-нимĕçле гимнази) тата Михайлова Татьяна (Шывпуç шкулĕ) лауреат пулса тăнă.
  Справка: В адрес оргкомитета форума поступили творческие работы школьников из 73 регион ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 897 | Хăçан хушнă: 10.09.2009 | Рейтинг: 4.7/3 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Красноармейски районĕнче тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене пухса илесси вĕçленчĕ. Халĕ районти пур хуçалăх та çĕр улми ани çине куçрĕ. Ял çыннисен "иккĕмĕш çăкăра" пĕтĕмпе 805 гектартан кăларса илмелле. Авăн уйăхĕн 9-мĕш тĕлне 226 гектар çинчен кăларса илнĕ те ĕнтĕ. Ку вăл пĕтĕм лаптăкăн 28 проценчĕ пулать. Çĕр улмин вăтам тухăçĕ гектартан 198 центнер тухать. «Таябинка» агорфирмăра ку кăтарту 220 центнерпа танлашать (вĕсем 200 гектартан 90 гектарне кăларнă та ĕнтĕ). Çĕр улми кăларас ĕç «Гигант» КЯХПре, «Бахча» ЧЯПре, Шумилов В.Н. тата Артемьев Л.С. фермер хуçалăхĕсенче аван пырать.. 

Ĕççине район территорийĕнчи предприятисемпе организацисем те анла хутшăнаççĕ. Çав шутра - шкул ачисем те. Сăмахран, Красноармейски иккĕмĕш шкул ачисем, 8-10 класра вĕренекенсем, "Нива" КЯХПре тăрăшаççĕ. "Карай" ял хуçалăх предприятийĕнче район администрацийĕн ĕçченĕсем вăй хураççĕ. 40 çын пер кун хушшинче 3 гектар çер улми пухса илме пултарнă.
Миçе хут пăхнă: 719 | Хăçан хушнă: 09.09.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Шкул ачисемОльга Михайловна Степанова – Чатукассинчи тĕп пĕлÿ паракан шкул директорĕ. 1958 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнче хамăр районти Типвар ялĕнче çуралнă. Чатукасси шкулĕнче вăтам пĕлÿ илнĕ. 1981 çулта И. Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Кунта нимĕç, акăлчан, француз чĕлхисене вĕрентекен специалиста çирĕплетекен диплома алла илнĕ. Малтанах Улатăр районĕнчи Эйпеçре нимĕç чĕлхине вĕрентнĕ, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă. 1985 çулта хăйĕн пурнăç биографине Чатукасси шкулĕпе çыхăнтарнă. 2001 çултанпа — шкул директорĕнче. Çемьеллĕ. Аслă хĕрĕ Ирина И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ют çĕр-шыв чĕлхисен факультетĕнче вĕренет. Кăçал иккĕмĕш çул Америкăра акăлчан чĕлхине туптас енĕпе практикăра тимлет. Наталия —Чăваш патшалăх университечĕн студентки, вăл та, аппăшĕ ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 1001 | Хăçан хушнă: 06.09.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Красноармейски районĕнчи икĕ пин шкул ачишĕн пĕрремĕш шăнкăрав урока чĕнсе янăрарĕ. Район пуçлăхĕ С.А. Николаев Пĕлÿ кунĕнче Красноармейски пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан иккĕмĕш вăтам шкулта пулчĕ. Вăл ачасене, вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшне çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламларĕ, çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ, каратэ спортĕнче палăрнă Алексей Васильева дипломпа наградăларĕ. 

Уява хутшăнакансене Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.К.Шестаков, педагог-ветеран Л.А.Петрова тата пĕрремĕш класс вĕренекенĕсем саламларĕç.

Пĕрремĕш шăнкăрав параканнисем шкулта тин кăна вĕренме пуçлакан Дарья Петрова тата вунпĕрмĕш класра вĕренекен Алексей Васильев пулчĕç.

Миçе хут пăхнă: 1166 | Хăçан хушнă: 01.09.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
31.Çурла.2009    

Хисеплĕ шкул ачисем, вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ!

Ыран районти шкулсенче пĕрремĕш шăнкăрав янăрĕ. Вăл çĕнĕ 2009-2010 вĕренÿ çулĕ пуçланни çинчен пĕлтерĕ. Паянхи шкул ачисене лайăх вĕренмешкĕн çĕнĕ майсемпе меслетлĕхсем çителĕклех. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче партăсем хушшине 2000 яхăн вĕренекен ларĕ, вĕсенчен 154-шĕ - пĕрремĕш хут.

Районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче ачасене тăрăшса вĕренмешкĕн пĕтĕм май пур. Шкулсенче пуян вĕрентÿ пурлăхĕ хатĕрленĕ: компьютер класĕсем, электронлă вĕренÿ пособийĕсем, интерактивлă доскасем, видеопроекторсем тата ытти те. Районта виçĕ ресурс центрĕ ĕçлет: Трак чăвашла-нимĕçле гимнази, Еншик-Чуллă тата Мăн Шетмĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсем. Çакă савăнтарать: районти шкулсенчен вĕренсе тухакансен 85-87 проценчĕ аслă шкулсенче пĕлÿ пухать.

Пĕлÿ кунĕ ячĕпе шкул ачисене, вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшне пĕтĕм чун-чĕререн саламлатăп. Пурнăçра ырлăх-сывлăх, телей, вĕрентÿпе вĕренÿ ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнÿсе ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 700 | Хăçан хушнă: 31.08.2009 | Рейтинг: 5.0/3 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
28 августа глава района С.А. Николаев и председатель Собрания депутатов района, руководитель СХПК «Ггигант» В.В.Александров приняли участие в праздничных мероприятиях, посвящённых 85-летию Моркинского района Республики Марий Эл.

Надо отметить, что два района дружат более 20 лет. Официальная делегация нашего района впервые побывала в посёлке Морки в октябре 1988 года и приняла участие в мероприятиях, посвящённых 100-летию со дня рождения классика марийской литературы, уроженца Моркинского района Сергея Чавайна. С тех пор дружба крепнет из года в год. Ежегодно районы-побратимы обмениваются делегациями, вместе подводят итоги года, делятся опытом. На этот раз в музее имени Янтемира гости смогли ознакомиться с презентацией выставки членов Союза художников Республики Марий Эл «Транзит Москва- Морки», выставкой картин М. Гайсина (посёлок Земногорск) и В. Павлова (д.Корпатово) «Марко велем – илышемын чеверже», выставкой фотографий заслуженного журналиста Республики ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 804 | Хăçан хушнă: 31.08.2009 | Рейтинг: 5.0/3 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 53 54 55 56 57 »
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024