Район администрацийĕн пуçлăхĕ



Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 86

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк

Нестер Янкас ячĕллĕ культура, литературăпа искусство пĕрлĕхĕ 1989 çулта ĕçлеме пуçланă. Вăл Трак тăрăхĕнчи çыравçăсене, журналистсене, композиторсене, художниксене, таврапĕлỹçĕсене, вырăнти художество пултарулăх ăстисене пĕрлештерсе тăрать. Пĕрлĕх общество организацийĕ кăна пулин те, вăл тăвакан ĕçсем нумай енлĕ. Чи кирлисенчен пĕри — Н. Янкас ячĕллĕ премисене парасси. Ку ĕçе, 2003 тата 2005 çулсемсĕр пуçне, кашни çулах туса пынă. Ку тĕлĕшпе ятарлă комисси ĕçлет. Ăна Уставпа килĕшỹллĕн кашни çулах йĕркелеççĕ. Юлашки çулсенче çав комисси йышĕнче, мансăр пуçне, правлени членĕсем — В. Михайловпа В. Константинов. Комисси председателĕ — В. Михайлов. Ку таранччен 28 çул хушшинче лауреат ятне (унпа пĕрле тивĕçекен диплома, медале тата хаклă парнене) литературăпа искусствăн 87 çыннине тата 15 пултарулăх йышне панă. Юлашки çулсенче лауреат парнисене памашкăн кандидатурăсене сĕнекен организацисене явăçтарнă. Иртнĕ çул кăтартăвĕсемпе лауреат ятне ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 6 | Хăçан хушнă: 05.12.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институтĕнче «Раççей чăваш пики – 2018» конкурс иртрĕ. Тутарстан, Тюмень тăрăхĕсенчен тата Чăваш Ен районĕсенчен конкурса пурĕ 18 пике хутшăнчĕ. Хĕрсен хушшинчи ăмăрту-тупăшу кăçал Чăваш наци конгресĕн «Халăхсен наци пуянлăхĕ – Раççей пуянлăхĕ» проекчĕпе килĕшÿллĕн пулчĕ.
Уява Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев тата ЧНК президенчĕ Николай Угаслов уçрĕç. Вĕсем чипер те хастар пикесене чаплă уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕç, конкурсра хăйсен ăсталăхĕпе пултарулăхне пур енлĕн кăтартма ăнăçу сунчĕç. Чи малтанах уява пухăннисене Алексей Шадриков эстрада юрăçи хаваслă юрă парнелерĕ.
Хĕрсем вара пĕри тепринчен хит ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 6 | Хăçан хушнă: 03.12.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

 Фоторепортаж

Видеорепортаж

Чỹк уйăхĕн 23-мĕшĕнче, эрнекун Шупашкарта, Чăваш наци библиотекин тавра пĕлỹ пайĕн вулав залĕнче районăн çĕнĕ энциклопедийĕн (вăл пичетрен тухни, ăна халăх хушшинче сарма тытăнни пирки район хаçатĕнче пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ) презентацийĕ иртрĕ. Ăна районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ В. Архипова уçрĕ. Вера Севастьяновна энциклопеди 700 ытла страницăран тăни, унта 2300 ытла статья, çавăн пекех 870 ытла сăн ỹкерчĕкпе иллюстраци тата карта пулни, тиражĕ 1500 экземплярпа танлашни çинчен пĕлтерчĕ, ку ĕçе “Трак ен пуянлăхĕ” тесе хакларĕ, район администрацийĕн социаллă тата архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхне Р. Осиповăна сăмах пачĕ. Рена Михайловна пухăннисене ырă пулăмпа ăшшăн саламларĕ, энциклопедине ха ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 6 | Хăçан хушнă: 03.12.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнче районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ку хутĕнче вăл "Чăваш чĕлхипе литератури урокĕсенче çĕнĕ технологисемпе усă курасси" темăпа пулчĕ. Вĕрентекенсене асăннă шкул ачисемпе учителĕсем çăкăр-тăварпа ăшшăн кĕтсе илчĕç, чăваш юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Унтан ларăва пухăннисем 5 класра "Уçă сасăсен килĕшĕвĕ" темăпа уçă урок пăхрĕç. Урока çак шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Козлова Ирина Николаевна ирттерчĕ. Вăл, паянхи пурнăç ыйтакан çĕнĕлле технологисене алла илсе пыраканскер, урока методика тĕлĕшĕнчен питĕ ăста йĕркелесе пычĕ. Ачасемпе лăпкăн та камăллăн калаçни, темăна уçăмлăн та витĕмлĕн ăнлантарни, ачасене Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕ ыйтнă пек ĕçлеттерни пурне те килĕшрĕ. Ачасем чăвашла тĕрĕс те илемлĕ калаçни, тулли хуравсем пама пĕлни, хăйсен шухăшне уççăн палăртни вĕрентекенĕн ăсталăхĕ ÿссе пынине кăтартрĕ.

... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 13 | Хăçан хушнă: 16.11.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Октябрь уйăхĕнче Чăваш кĕнеке издательстви Чăваш Республикинчи Красноармейски район энциклопедине 1500 экземплярпа пичетлесе кăларчĕ. 740 страницăра Трак енри хуçалăхсемпе организацисем, предприятисемпе фирмăсем, шкулсемпе ача сачĕсем, историлле палăксемсемпе çут çанталăкăн палла вырăнĕсем çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. Тĕрлĕ тĕслĕ сăн ÿкерчĕксен тăватă хушма кăларăмĕ район пурнăçĕпе анлă курăмлă паллаштарать. Кунта 1640 паллă çыннăн кĕске биографине вырнаçтарнă, вĕсенчен 870-шĕн сăн ÿкерчĕкĕ (портречĕ) пур. Тиражран 75 экземплярĕ энциклопедие кăларма хастар хутшăннă юлташсене парнелĕх пулать, 25 экземплярĕ республикăн библиотекисене каять. Сутлăха 1400 экземпляр тухать, çавăнпа энциклопедие илсе юлма васкамалла. Энциклопедие районти тĕп библиотекăра илме май пур, вăл центрти бизнес-инкубатор çуртĕнче вырнаçнă. Тел. 8-960-307-20-02. Энцикопедин презентацийĕ чÿк (ноябрь) уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта Максим Горький ячĕллĕ Наци библиотекинче иртет. 13.00 сех ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 13 | Хăçан хушнă: 16.11.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Пичетре «Красноармейски район энциклопедийӗ» кун çути курнă. Кун пирки Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Федорова пӗлтерет.

«Тӑван ене тӗпчес, ун пирки кӗнекесем ҫырса хатӗрлес туртӑм XXI ӗмӗрте уйрӑмах анлӑ сарӑлчӗ. Чӑваш Республикинче хӑйсен энциклопедийӗ пуррипе хальхи вӑхӑтра чылай район мӑнаҫланма пултарать. Акӑ вӗсен йышне Красноармейски районӗ те хушӑнчӗ», — тет вӑл.

«Красноармейски район энциклопедийӗ» Чӑваш кӗнеке издательствинче вырӑсла пичетленсе тухнӑ. Ӑна В.М. Михайлов, Л.А. Ефимов, И.А. Прокопьев, В.З. Константинов, М.П. Прохоров пухса хатӗрленӗ, пичет редакторĕ - Р.К. Игнатьева, ӑслӑлӑх редакторӗ – Л.Я. Ефимов истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор. В.М. Михайлов тĕп редакторпа ăна пулăшакансем уншăн пилĕк çул хушши (2013-2018) тăрăшнă. Кӗнеке 1500 экземпляр тиражпа кун ҫути курнӑ. Кĕнеке калăпăшĕ 74 ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 19 | Хăçан хушнă: 09.10.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Упи тăрăхĕнчи Ольга Петрова Мускавра иртнĕ «Ялăн социаллă аталанăвĕ – Раççей аталанăвĕн никĕсĕ» форума хутшăннă. «Ялтан тухса кайма юрамасть» конкурсра вăл ял çамрăкĕсен çивĕч ыйтăвĕсене уçса панă, вĕсене татса памалли çул-йĕре палăртнă. Ольгăн ĕçĕсем жюри членĕсене килĕшнĕ, пĕрремĕш вырăн йышăннă вăл. Ольга Петрова Упири кану центрĕн илемлĕх ертÿçинче 6 çул ĕçленĕ. Тăван тăрăхри йăла-йĕркене упраса хăварма, аталантарма ăнтăлнă. Утă уйăхĕн 27-29-мĕшĕсенче ăна Пĕтĕм Раççейри «Яла шанатпăр! Раççейпе мăнаçланатпăр!» пултарулăх фестивальне чĕннĕ. Раççейри ял çамрăкĕсен союзĕ пуçарнă мероприяти Ярославль облаçĕнчи Демино салинче иртнĕ. Кунта ялти культурăна упраса хăварас тата аталантарассипе, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа яла хăварассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Кăçалтан Ольга Петрова Трак шкулĕнче кĕçĕн классене пĕлÿ парĕ. «Культурăпа вĕрентÿ пĕр-пĕринчен уйрăм пулаймаççĕ. Ăçта вĕрентÿ - унта культура та пур» ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 48 | Хăçан хушнă: 17.08.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Красноармейски районĕнчи Çĕнĕ Выççăлккăри Геннадий Гурьев килĕнчех хăйне евĕр музей йĕркелеме пуçланă. Унччен çав тĕлте нÿхреп пулнă. Шыв кĕнĕрен унта пахча çимĕç упрама пăрахнă та кил хуçи мастерской хута янă. Халĕ унта темиçе тĕрлĕ çурт макечĕ вырăн тупнă, стена çине кавир çакнă. Кунтах ал ĕç хатĕрĕсем: çĕçĕ, хĕскĕч, металл касмалли пăчкă, мăлатук. Анчах чи кирли, хăва, çук-ха. Шăпах унран Геннадий Гурьевич çуртсем «çĕклет». Тĕлĕнмеллескерсене курмашкăн шкул ачисене Гурьевсем патне ятарласа илсе килеççĕ. Çак тăрăхра текех ун пек ал ĕçĕсене кураймăн.

Ĕмĕрĕпе строительте тăрăшнă Геннадий Гурьевичăн тивĕçлĕ канăва тухсан алă усса ларма кăмăл та, вăхăт та пулман. Ăçта унта! Пĕр вăхăт ял старостин тивĕçĕсене пурнăçланăскер çуралнă тăрăхра хăйĕн проекчĕпех икĕ хутлă çурт лартнă. Иккĕмĕш хутра халĕ пыл хурчĕсем тытать. Картишре _ чăх-чĕп чупать, пахчара вара хăй чавнă кÿлĕ хĕвел çинче йăлтăртатать. Ÿркенменскер ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 61 | Хăçан хушнă: 04.08.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ 2018 çулхи пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче иртнĕ правлени ларăвĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн нумай çул хушши чăваш сăмахлăхне аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн, чылай сăвă кĕнеки кун çути кăтартнăшăн, таврапĕлÿ тата публицистика енĕпе çырнă паха пичет материалĕсемшĕн Чăваш Республикин çыравçăсен пĕрлĕхĕн членне Николай Гаврилович Ершов – Янгере тата чăваш пичетĕпе журналистика ĕçĕнче нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн, таврапĕлÿ тата публицистика енĕпе çырнă паха пичет материалĕсемшĕн Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн членне Виктор Михайлович Данилова «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальпе чыслама йышăннă. Саламлатпăр!

Миçе хут пăхнă: 59 | Хăçан хушнă: 21.06.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Чăвашлăха, йăла-йĕркене, чăваш культурине упраса хăварма ялан тăрăшмалла пирĕн. Çакна пурнăçлама сахал мар ăс та кирлĕ. Калăпăр, пире атте-анне тăван чĕлхене вĕрентет. Анчах та тăван чĕлхе атте-анне çинче çеç тытăнса тăма пултараймасть тата вĕсем çинче тытăнса та тăраймĕ. Хальхи саманара пушшех те. Акă, эпир чăвашла калаçатпăр, вулатпăр, çыратпăр. Çак япала хăшне-пĕрне хăйне хăй пулса пырать пек туйăнать пулмалла. Анчах та ку пачах та апла мар. Тĕнчере нимĕн те хăйне хăй, хăй еккипе пулса пымасть. Пурин те хăйĕн йĕрки пур. Эпир çакнашкал хамăр чĕлхепе усă курассишĕн нумай-нумай çын тар кăларса тăрăшнă. Атте-анне çеç мар! Вĕрентев-çĕсем, методистсем, чиновниксем, политиксем, çыравçăсем, музыкçăсем... тăрăшнă. Пинĕ-пинĕпе! Çавсем чунне парса ĕçлемен пулсан, паян нимĕн те пулас çукчĕ. Аса илер-ха 1928 çулта çутта тухнă Н.И. Ашмарин профессор пухса хатĕрленĕ чăваш сăмахĕсен кĕнекине. 20 çул ытла хатĕрленĕ наука ĕçĕ — тĕрĕк чĕлхин чи чаплă хайлавĕ &mdas ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 69 | Хăçан хушнă: 05.06.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Геннадий Юмарт çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май 2018 çулхи ака уйăхĕн 16-30-мĕшĕсенче иртнĕ «Улăп - 2018» викторина хуравĕсем:

Пĕтĕмлетÿ протоколĕ

  1. Геннадий Федорович Юмарт (Трофимов) 1938 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Кайри Карăк ялĕнче çуралнă. Юмарт псевдоним пĕлтерĕшĕ: кăмăллă, вашават, тарават, уçă, явăк, чеелĕхсĕр, ăшпиллĕ, чун-чĕреллĕ. Юмартăн ашшĕ колхозра бухгалтерта ĕçленĕ. Амăшĕ ахаль колхозница пулнă.  Çемьере виçĕ ача ÿснĕ: 2 хĕр те пĕр ывăл - Геннадий.
  2. «Эпĕ ачаранпах поэзипе кăсăкланма пуçланă. Мана хавхалантараканнисем иккĕмĕш сыпăкри пиччемсем – Виталипе Герман пулчĕç. Вĕсем кĕнеке вулама юрататчĕç, илемлĕ ÿкеретчĕç, сăвă çыратчĕç. Вĕсен витĕмĕпе эпĕ те сăвă çырма пуçларăм. Ас ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 62 | Хăçан хушнă: 18.05.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

1 2 3 ... 47 48 »
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2018 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 98 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 83 çулта

Геннадий Трофимов (Юмарт) - 80 çулта


Владимир Харитонов - 85 çулта 

2018 çул - Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çулĕ

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2018  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2018