Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2023 » Раштав » 3 » 2023 çулшăн лауреатсене палăртма сĕнÿсем йышăнаççĕ
2023 çулшăн лауреатсене палăртма сĕнÿсем йышăнаççĕ
20:43
Сăн ÿкерчĕк

2023 çулшăн литературăпа искусство тата культура аталанăвĕнче палăрнисене Красноармейски муниципалитет округĕн Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕн ятне парассипе çыхăннă сĕнÿсене йышăнма тытăнаççĕ. Çак ĕç 2024 çулхи нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕччен (Нестер Янкас çуралнă кунĕччен) пырать.
Кашни ырă япала, пултарулăх хăйĕн хакне тивĕçлех. Конкурса иртсе каякан çулта литературăпа искусство тата культура шайĕнче Трак тăрăхĕшĕн ырми-канми ĕçленĕ, вулакансемшĕн, куракансемшĕн уçăмлă, чун-чĕрене çывăх пысăк пĕлтерĕшлĕ сцена ĕçĕсемпе, юрă-кĕвĕсемпе, куравсемпе, кĕнекесемпе, ытти литература ĕçĕсемпе савăнтарнă, хавхалантарнă ентешĕмĕрсем хутшăнасса шанатпăр эпир.
Пулас лауреатсен ĕç-хĕлне коллективсенче тишкермелле, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн (канашĕн) ларăвĕнче пăхса тухса пĕтĕмлетмелле. Кандидатсенчен автобиографи, çирĕплетнĕ пултарулăх характеристики кĕтетпĕр. Правлени округăн Тĕп библиотекăн вулавăш пÿлĕмĕнче (2-мĕш хутра) вырнаçнă.
Наградăсем парас енĕпе ĕçлекен комисси председателĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ - Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Чăваш халăх академикĕ (2015), Чăваш халăх ăс-хакăлĕн тава тивĕçнĕ ăсти (2019), Н.К. Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (1999), Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн лауреачĕ (2023).

Миçе çын пăхнă: 34 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2023  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024