Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк

Красноармейскинчи Культура çуртĕнче пысăк уяв иртрĕ. Сăлтавĕ иккĕ: Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Николай Никоноров 50 çул тултарчĕ тата унăн мăшăрĕ Антонина Никонорова ертсе пыракан "Трак ен" халăх фольклор ушкăнне йĕркеленĕренпе 30 çул çитрĕ. Саламлатпăр!

Сăнсем

Миçе хут пăхнă: 34 | Хăçан хушнă: 15.12.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Шупашкарта, Чăваш патшалăх филармони керменĕнче "Раççей чăваш пики - 2022" конкурс-ăмăрту иртрĕ. Унта пурĕ Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 21 хĕр-упраç хутшăнчĕ. Красноармейски муниципалитет округĕнчи Трак ен пики, Чатукасси хӗрӗ, Анастасия Егорова та çак конкурса хутшӑнчӗ. Маттур та пултаруллӑ пикене пĕтĕм кăмăлтан САЛАМЛАТПӐР!

Тĕплĕнрех: https://vk.com/photo111960967_457241907

Миçе хут пăхнă: 42 | Хăçан хушнă: 12.12.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Шупашкарта, Чăваш патшалăх филармонийĕн керменĕнче юбилей каçĕ иртрĕ. Унта Трак енри ЧНК уйрăмĕн хастарĕсем те хутшăнчĕç (пурĕ 10 çын). Сăмах май, пирĕн район-округ уйрăмĕ республикăри 26 вырăнти уйрăм хушшинче ирттернĕ конкурсра 2-мĕш вырăн йышăннă, Хисеп хучĕ илме тивĕçлĕ пулнă. Уйрăм ертÿçи Зинаида Михайлова вара çитĕнекен ăрăва вĕрентес тата воспитани парас енĕпе нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата обществăлла ĕçе хастар хутшăннăшăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашăн Хисеп Грамотине тивĕçнĕ. Саламлатпăр! Маттурсем!

Тĕплĕнрех: https://vk.com/photo111960967_457241893 

Миçе хут пăхнă: 31 | Хăçан хушнă: 12.12.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Раштавӑн 8-мӗшӗнче Трак енри шкулсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен методика пӗрлешӗвӗн черетлӗ ларӑвӗ пулчӗ. Хальхинче вӑл Упи шкулӗнче иртрӗ. Учительсем шкулти историпе краеведени музейӗнче пулса курчӗҫ, тăван чĕлхепе класс тулашĕнче ирттернĕ мероприятисене тишкерчĕç, ĕç опычĕпе паллашрĕç: ачасен юрлас-ташлас, сценка выляса кӑтартас, сӑвва илемлӗ вулас ӑсталӑхне пӑхса савӑнчӗҫ.

Тĕплĕнрех: http://chuv-krarm.3dn.ru/photo/

Миçе хут пăхнă: 40 | Хăçан хушнă: 12.12.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Нумай çул хушши Трак ен ял хуçалăхне тата культурине аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн, район-округ халăхне литература тата публицистика пултарулăхĕпе савăнтарнăшăн, обществăлла ĕçсене хастар хутшăннăшăн, çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреатне Николай Семёнович Семёнов-Эреш ĕç ветеранне, сăвăçа тата общество хастарне Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн «Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденĕпе чыслама йышăннă. Саламлатпăр!

Миçе хут пăхнă: 289 | Хăçан хушнă: 05.09.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Красноармейски салин Культура ҫуртӗнче "Туслӑх кӑшӑлӗ" вӑйӑ-юрӑ уявӗ иртрӗ. Унта муниципалитет округӗнчи шкулсенче вӗрентекенсемпе вӗренекенсем тата кану ҫурчӗсем ҫумӗнчи фольклор ушкӑнӗсем хутшӑнчӗҫ. Уявра Чӑваш наци конгресӗн Трак енри уйрӑмӗн ӗҫ планӗпе килӗшӳллӗн ирттернӗ пултарулӑх ӑмӑртӑвӗсенче ҫӗнтернӗ ачасене тата вӗсен ертӳҫисене Красноармейски муниципалитет округӗн Дипломӗсемпе, Тав хучӗсемпе чысларӗҫ. Туса ирттернӗ ӗҫсем шутне вара Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне халалланӑ шкул ачисемпе аслисем хушшинче "Сумлӑ ентешсем" сӑвӑ тата "Пирӗн ентешсем - паллӑ ҫынсем" сочинени ҫыракансен конкурсӗсем, "Улӑп - 2022" интернет-викторина тата шкул ҫулне ҫитмен ачасемпе кӗҫӗн классенче вӗренекенсем хушшинче Николай Карай ентеш-поэт ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа "Итлес терӗм ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 144 | Хăçан хушнă: 28.05.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Красноармейски салин Культура çуртĕнче Иван Яковлев Аслă Вĕрентÿçĕне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа литературăпа музыка композицийĕ иртрĕ. И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен Красноармейски муниципалитет округĕн Именкассинче вырнаçнă историпе таврапĕлÿ музейĕн директорĕ В.А.Тихонова тĕплĕн каласа пачĕ. Унтан Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн наградăсем парас енĕпе ĕçлекен комисси председателĕ, пĕрлĕх правленйĕн ертÿçин çумĕ В.М.Михайлов Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн йышăнăвĕпе паллаштарчĕ, Светлана Гурьева вулавăш ĕçченĕпе Светлана Петрова вĕрентекене Чăвашлăха аталантарнăшăн" ("За развитие чувашской культуры") медальпе чысларĕ. Чăваш наци конгресĕн Красноармейски муниципалитет округĕнчи уйрăмĕн ертÿçи З.П.Михайлова чăвашлăха аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн, конгресăн уйрăм ĕçне хастар хутшăннăшăн Хисе ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 115 | Хăçан хушнă: 25.04.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Денис Посадский - Красноармейски районĕнчи Именкассинчен, Красноармейски муниципалитет округĕн депутатсен пухăвĕн депутачĕ. 2012 çулта ашшĕпе Леонид Ивановичпа иккĕшĕ хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Паян вĕсен витинче - 700-е яхăн сурăх, 15 ытла сăвăнакан качака. Экологи тĕлĕшĕнчен таса аш-какай туса илеççĕ. Темиçе çул ĕнтĕ селекци енĕпе ĕçлеççĕ, уйра тыр-пул çитĕнтереççĕ. Ытти çул купăста та, çĕр çырли те ÿстернĕ. Пĕчĕк ачана пăхнă пек Именкассине ирхи 9 сехет тĕлне çитрĕм. Денис Леонидович мана ялтан аякра мар вырнаçнă ферма хуçалăхĕнче кĕтсе илчĕ. Ашшĕпе амăшĕ - Леонид Ивановичпа Любовь Александровна - кунтахчĕ. Ялта пурăнакан шăллĕ Руслан та пиччĕшне пулăшма çитрĕ. Сăмах май, вăл та Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен зоотехнике вĕренсе тухнă. Халĕ магистратурăра пĕлÿ илет, Хусанта стройкăра ĕçлет. Эпĕ çитнĕ çĕре шăпах сурăх пăранланăччĕ: виçĕ путек тунă. Вĕсене уйрăм ăшă витене хупрĕç. Типме те ĕлкĕреймен путексенчен пĕрн ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 105 | Хăçан хушнă: 10.04.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Красноармейски округĕн тĕп вулавăшри вулав пÿлĕмĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Лару виçĕ ыйту пăхса тухса йышăну турĕ:

1. Чăваш Республикин таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн XIV-мĕш съезчĕ иртни çинчен отчёт (Пĕрлĕхĕн Трак енри уйрăмĕн ертÿçи - Константинов В.З.)

2. Чăваш Республикин таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Трак енри уйрăмĕн ертÿçи председательтен хăтарма ыйтса çырни çинчен (Данилов В.М.)

3. Чăваш Республикин таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Трак енри уйрăмĕн ертÿçине, уйрăм председателĕн çумне тата секретарьне çĕнĕрен суйласси (Прокопьев И.А.)

4. Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн наградăсем парас енĕпе ĕçлекен комисси йышне çĕнетесси (Михайлов В.М.)

Лару Константинов В.З. ыйтса çырнине тивĕçтерсе ăна Чăваш Республикин таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Трак енри уй ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 81 | Хăçан хушнă: 07.04.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Район вулавӑшӗнче Трак енӗн паллӑ ҫыравҫипе тата таврапӗлӳҫипе, Нестер Янкас тата Трубина Мархви ячӗллӗ премисен лауреачӗпе 88 çулхи Гурий Дубров (Кăмакал Куркки) юрӑҫпа тата 25 кĕнеке авторĕпе Красноармейски вӑтам шкул вӗренекенӗсемпе вĕрентекенĕсем тӗл пулчӗҫ.

Справка: ДУБРОВ Гурий Егорович (р. 14.1.1934, д. Кумагалы) –  писатель-краевед, поэт, певец, композитор. Окончил Исаковскую 7-летнюю, Красноармейскую среднюю школы, школу киномехаников в г. Белебей Башкирской АССР, Чебоксарский кооперативный техникум (1971). Служил в рядах Советской Армии (1953–56). Работал киномехаником в Красноармейском районе (1951–53,1956–58), заместителем заведующего отделом культуры по кинофикации Клявлинского райисполкома Куйбышевской (ныне Самарской) области (1958–66), инструктором по кадрам (1966–82), заместителем председателя Красноармейского райпо (1988–94). Отличник советской потр ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 94 | Хăçан хушнă: 07.04.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Вопросы викторины «Вăл çуралнă çыравçă пулмах …»

X районной дистанционной игры-конкурса знатоков

истории и культуры родного края

«Улăп – 2022: Эпир Улăп йăхĕнчен!»

  1. Николай Карай поэт-çыравçă ăçта тата хăçан çуралнă?
  2. Унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Ача чухне ăна мĕнле чĕннĕ? Сăвă çырма ăна мĕн хистенĕ-ши?
  3. Вăл ăçта-ăçта вĕреннĕ, мĕнле-мĕнле пултарулăхпа палăрнă?
  4. Николай Карай хăйĕн пĕрремĕш сăввисене ăçта-ăçта тата хăçан пичетленĕ? Пĕрремĕш сăвă кĕнеки мĕн ятлă тата хăçан пичетленнĕ? Унта ытларах мĕнле темăсем хускатнă?
  5. Николай Карайăн пĕтĕмĕшле ĕçĕ-хĕлĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Поэт мĕнле-мĕнле хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ-ши?
  6. Поэтăн чи паллă юрр ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 136 | Хăçан хушнă: 28.03.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

« 1 2 3 4 5 ... 55 56 »
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2023  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2023