Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк
Миçе хут пăхнă: 120 | Хăçан хушнă: 02.01.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медалĕпе çак уйрăм çынна чысланă:

... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 107 | Хăçан хушнă: 23.12.2021 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

«Юратура пĕтĕмпех хĕрарăм татса парать, арçын юратать çеç. Хĕрарăм çук тесен арçын нимĕн те тăваймасть. Çемье пурнăçне епле йĕркелесси те этемлĕхĕн черчен çурринчен нумай килет. Анчах ку тĕлĕшпе иккĕшĕн те нумай вăй хумалла», - шухăшне палăртрĕ Красноармейски районĕнчи Янкасра пурăнакан Анатолий Ершов. Раççейре паллă тăвакан Ашшĕн кунĕ умĕн [ăна кăçал юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче пуçласа уявланă] Анатолипе Екатерина Ершовсене «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе чысланă. «Вăхăт чуппине чатăр карса тытса чарма çук - ир пулать те каç пулать. Рейсран килетĕн те машина патĕнче чакаланатăн. Ачасене воспитани парас ĕçре йывăрлăхĕ мăшăрăм çине ытларах тиеннĕ. Ачасем пĕчĕкрех чухне те уйăхра пĕрре-иккĕ машинăпа аякри çула тухаттăмăр. Халĕ вĕсем çитĕнчĕç, рейса хăйсем тĕллĕн çÿреме тытăнчĕç те инçе çула тата ытларах тухат ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 171 | Хăçан хушнă: 04.11.2021 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

     Шупашкарта Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чӑваш наци конгресӗн черетлĕ 11-мӗш Аслӑ Пухӑвӗ иртрӗ. Унӑн ӗҫне Чăваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Чăваш Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесов, культура министрĕ Светлана Каликова, Раççейри регионсенчен тата Чăваш Енри районсенчен килнӗ йӑхташӑмӑрсем, çав шутра Трак енри чӑвашлӑха аталантарассишӗн тӑрӑшакан хастарсем те хутшӑнчӗҫ. Вĕсем – Чăваш наци конгресĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Зинаида Михайлова, Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕх ертÿçин çумĕ, Красноарм ... Малалла вула »

Çыпăçтарнисем: Ӳкерчĕк 1
Миçе хут пăхнă: 130 | Хăçан хушнă: 31.10.2021 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Анатолий Петрович Алексеев 1956 çулхи сентябрĕн 11-мĕшĕнче Красноармейски районне кĕрекен Яманак ялĕнче çуралнă. 1975 çулта Чăваш Республикин культурăпа çутĕç училищинчи оркестр уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă, ун хыççăн, 2008 çулччен, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче хăйĕн пĕлĕвне тарăнлатнă. Совет Çарĕн ретĕнче хĕсметре пулнă. Çар хыççăн, 2012 çулчченех, Упири, Яманакри, Красноармейскинчи Культура çуртĕсенче пултарулăх ушкăнĕсен ертÿçинче, Яманакри тата Карайри шкулсенче музыка учителĕнче вăй хунă. Хăй вăхăтĕнче Яманакри Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ Нестер Янкас ячĕллĕ Премин лауреат ятне илме тивĕçлĕ пулнă. 2012 çултан вара районти культура учрежденийĕсенче тĕрлĕ пултарулăх ушкăнĕсене, çав шутра "Карай ен" пултарулăх ушкăнне те, районти Культура çурчĕ çумĕнчи ĕç ветеранĕсен х ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 143 | Хăçан хушнă: 11.09.2021 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Эдуард Фомин чӗлхеҫӗ 50 ҫул тултарнӑ. Ӑсчах 1971 ҫулта Красноармейски районне кӗрекен Именкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӳ илнӗ. 1996 ҫулччен чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн журналистикӑпа стилистика кафедринче ассистентра тата Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗн корресподентӗнче, Чӑваш патшалӑх университечӗн электронлӑ информаци хатӗрӗсен кафедрин вӗрентӳҫинче ӗҫленӗ. 2002 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче вӑй хурать.

Аспирантурӑран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Алексей Валентинович 2000 ҫулта диссертаци хӳтӗлесе филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ята тивӗҫнӗ.

Миçе хут пăхнă: 120 | Хăçан хушнă: 11.09.2021 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Хыпар» хаçат пуш уйăхĕнче уйранпа тинкĕле çинчен çырса савăнтарчĕ. Çав статьясемпе паллашнă хыççăн хамăн шухăшсене те пĕлтерес   терĕм. Михаил мĕн ачаранах ÿкерме юратнă. Вăтам пĕлÿ илсен Чăваш патшалăх педагогика институтне çул тытнă. Унтан ăнăçлă вĕренсе тухсан Муркаш районĕнчи Ильинка шкулĕнче ĕçлеме пуçланă, çамрăк ăрăва илем тĕнчин алăкне уçма пулăшнă. Разумовсем -\çиччĕн пĕртăван. Асли Лида Ленинградра крановщицăра ĕçленĕ, халĕ Сернурта пурăнать. Михаилăн шăллĕ Виктор та Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ÿнерпе графика факультетне пĕтернĕ, Етĕрнери ачасен искусство шкулĕн директорĕнче ĕçленĕ. Йăмăкĕ Нина та çав факультетрах вĕреннĕ. Хальхи вăхăтра Нина Еграшкина Чĕмпĕр облаçĕнчи чăвашсем валли тухса тăракан «Канаш» хаçатра вăй хурать. Редакцие литература страницине илемлетекен ÿкерчĕкĕсене илсе пынă та хаçатра 21 çула юлнă. Илемлĕ статьясемпе тĕрленчĕксем те çырма пуçланă. Михаил Никитичăн тепĕр йăмăкĕ Лиза Чăваш ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 163 | Хăçан хушнă: 14.07.2021 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Санькасси ялĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ йĕркеленипе Осип Алексеев (Ăсан Уçăпĕ) çыравçă-журналистăн хăй çуралса ÿснĕ тата пурăннă çурчĕ çинче Асăну хăмине уçрĕç. Ĕç-хĕле писателĕн тăванĕсем, ял çыннисем тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх пайташĕсем хутшăнчĕç. Асăну каçне пĕрлĕх ертÿçи Иван Афанасьев çыравçă-композитор уçрĕ, сăмах каларĕ. Ун хыççăн пĕрлĕх ертÿçин çумĕ, район энциклопедийĕн тĕп редакторĕ Виталий Михайлов-Чунтупай çыравçăн чăваш литературăри тÿпи çинчен каларĕ. Виктор Данилов журналист-ветеран вара Ăсан Уçăпĕпе туслă çыхăнура пулни çинчен çирĕплетрĕ. Тăванĕсенчен çыравçăн аслă хĕрĕ Ирина тухса калаçрĕ, ашшĕн çынлăх туйăмĕ пысăк пулни çинчен пĕлтерчĕ. Асăну хăмине çыравçăн кĕçĕн ывăлĕ Александр Алексеев уçрĕ. Вăлах ашшĕн ку т ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 147 | Хăçан хушнă: 05.07.2021 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Яковлев Николай Геннадьевич 1954 çулхи январĕн 20-мĕшĕнче Красноармейски районне кĕрекен Чатукасси ялĕнче çуралнă. 1961-71 çулсенче Чатукасси вăтам шкулĕнче вĕреннĕ, ун хыççăн пĕр çул Енĕшкассинчи вулавăшра вăй хунă. 1972-74 çулсенче Совет Çарĕнче хĕсметре пулнă. 1974-75 çулсенче "Герой" колхозăн водителĕнче тăрăшнă, 1975-86 çулсенче вара Красноармейски районĕн шалти ĕçсен пайĕнче милицин участокри инспекторĕнче тимленĕ. 1986 çултан пуçласа 2011 çулччен «Чул хула трансгаз Газпромĕ» ОООн филиалĕнче – Заволжски ЛПУМГра хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен служба начальникĕнче вăй хунă. Халĕ – пенсионер, тивĕçлĕ канура. Вăл – районти юрă-ташă халăх пултарулăх ушкăнĕсен хастар пайташĕ, газ уçлакан станцин Заволжски клубĕнче те артист-юрăç тĕрлĕ конкурссемпе концертсене хутшă ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 138 | Хăçан хушнă: 11.06.2021 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Архипова (Александрова) Ольга Александровна 1929 çулхи авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Тусай ялĕнче çуралнă. Ачалăхĕ колхозсем йĕркеленнĕ пăтравлă вăхăтра, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1941-1945 çулĕсемпе пĕр килнĕ. Тусайри пуçламăш, Упири вăтам шкулта (1949),  Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ патшалăх педагогика институтĕнчен историпе филологи факультечĕн чăваш чĕлхипе литература уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă (1953). Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпари вăтам (1953-1956),  Кĕçĕн Таяпари çичĕ çул вĕренмелли (1956-1957),  Елчĕкри вăтам(1957-1958),Çĕмĕрле районĕнчи Юманайри вăтам (1958-1985) шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ.

Педагог, фольклорист, таврапĕлÿçĕ, общество деятелĕ, ĕçпе вĕрентÿ (1953-1985) тата тыл (1941- 1945) ветеранĕ, вăрçă ачи, Чăваш Республики ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 209 | Хăçан хушнă: 11.06.2021 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
  1. Юрий Вирьял поэт-лирик тата куçаруçă ăçта тата хăçан çуралнă? Ку яла мĕншĕн çапла каланă-ши?

Юрий Вирьял (Юрий Петрович Петров) 1936 çулхи çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллă ялĕнче учитель кил-йышĕнче çуралнă. Пилĕк ачаран чи асли пулнă. Ку ял икĕ ял пĕрлешнипе пулса кайнă: Еншик тата Пысăк Чуллă. Еншик – яла пуçарса янă тĕне кĕмен чăваш, Чуллă – чулран тунă çуртсем пур тенине пĕлтерет.

  1. Унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Сăвă çырма ăна мĕн хистенĕ? Вăл ăçта-ăçта вĕреннĕ тата ĕçленĕ, мĕнле пултарулăхпа палăрнă?

Юрий Вирьял хăй ачалăхĕпе Аслă Аттелĕх вăрçин асаплă кунĕсене чăтса ирттернĕ поэтсен йышне кĕрет. Учитель çемйинче çуралнăскер, «вăрçă ачи» пĕчĕкренех хут-кĕнекепе туслă пулнă. 3-4-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтрах ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 254 | Хăçан хушнă: 11.06.2021 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

« 1 2 3 4 5 6 7 ... 56 57 »
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024