Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк
  1. Юрий  Вирьял поэт-лирик ăçта тата хăçан çуралнă? Ку яла мĕншĕн çапла каланă-ши?
  2. Унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Сăвă çырма ăна мĕн хистенĕ? Вăл ăçта-ăçта вĕреннĕ тата ĕçленĕ, мĕнле пултарулăхпа палăрнă?
  3. Юрий Вирьял хăйĕн пĕрремĕш сăввисене ăçта-ăçта тата хăçан пичетленĕ? Пĕрремĕш сăвă кĕнеки мĕн ятлă тата хăçан пичетленнĕ? Унта ытларах мĕнле темăсем хускатнă?
  4. Юрий Вирьялăн пĕтĕмĕшле ĕçĕ-хĕлĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Ăна литература çулне уçса параканĕсем кам-кам пулнă? Поэт мĕнле-мĕнле хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ-ши?
  5. Поэтăн чи паллă юрри ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 167 | Хăçан хушнă: 26.04.2021 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче Красноармейски районĕн вулавăш пÿлĕмĕнче хастар чĕреллĕ журналиста, "Ял пурнăçĕ" хаçат редакторĕн çумне Юрий Зиновьевич Борисова 60 çул тултарнă ятпа чысларĕç. Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Кузнецов ăна "Красноармейски районĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" медаль çакса ячĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕх правленийĕн ертÿçи И.А.Прокопьев "Чăвашлăха аталантарнăшăн" медальпе чысларĕ, Чăваш наци конгресĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи З.П.Михайлова Хисеп хучĕпе саламларĕ.

БОРИСОВ Юрий Зиновьевич (псевд. Георгий Борзин) родился  9 апреля 1961 года в с. Убеево Красноармейского района Чувашской Республики. Журналист. Член Союзов журналистов Российской Федерации (1991) и Чувашской Республики (2001). Окончил чувашское отделение историко-филологического  факультета ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 176 | Хăçан хушнă: 11.04.2021 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

ЧР Министрсен Кабинечĕн иртнĕ ларăвĕнче «Хыпар» Издательство çуртне тÿррĕнех пырса тивекен ыйту та пулчĕ. Информполитика министрĕ Михаил Анисимов Красноармейски районĕн «Ял пурнăçĕ» тата Сĕнтĕрвăрри районĕн «Пирĕн сăмах» хаçачĕсен редакцийĕсене «Хыпарпа» пĕрлештересси çинчен пĕлтерчĕ. Çакă тиражĕпе пĕчĕк «районкăсене» финанс тата кадрсен енĕпе пулăшма кирлĕ утăм. Бюджет укçипе усă курасси тухăçлăрах пулать мĕн. Вырăнсенчи журналистсем хăйсен районĕсенчех ĕçлĕç, анчах райхаçатсен редакцийĕсен управлени функцийĕ пулмасть - ку тивĕç Шупашкара куçĕ.

Миçе хут пăхнă: 235 | Хăçан хушнă: 08.01.2021 | Рейтинг: 2.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Паян, кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, чӗлхеҫӗ, поэт, ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент Петр Яковлевич Яковлев пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Литературӑра ӑна Петӗр Яккусен ятпа пӗлеҫҫӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӑслӑлӑхӑн аслӑ ӗҫченӗ пулнӑ.

Петӗр Яккусен 1950 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Упаҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. Мӑн Шетмӗ шкулӗнче вӗреннӗ, унтан И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн историпе филологи факультетне кӗнӗ 1990 ҫулта филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑнӑ, 1996 ҫулта – доцент.

Вӑл куҫару ӗҫӗпе те тӑрӑшнӑ, ытларах – тӗн литератури енӗпе. Петр Яковлевич «Евангелия от Луки», «Четвероевангелия», «Библия для детей», «Новый Завет» тата ытти кӗнекене чӑвашла куҫарнӑ. Вӑл «Кумаляк», «Эснереш», «Тӑм тӑвай ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 179 | Хăçан хушнă: 07.01.2021 | Рейтинг: 1.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Юрий Сементер (Юрий Семенович Семенов) Красноармейски районĕнчи Танăш ялĕнче 1941 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче çуралнă. Кĕçĕн Шетмĕри çичĕ çул вĕренмелли, Красноармейскинчи вăтам шкул-сенче, Çĕрпӳри культурăпа çут ĕç училищинче, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. 1960-1963 тата 1969-1971 çулсенче çар ретĕнче тăнă. 1964 çулта Чатукассинчи клуб заведующийĕнче, 1964-1966 çулсенче ВЛКСМ Çĕрпӳ райкомĕн пай пуçлăхĕнче, 1966-1969 çулсенче Çĕрпӳ район хаçачĕн сотрудникĕнче ĕçленĕ. 1971-1973 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствин илемлĕ литература редакторĕ, аслă редакторĕ, редакцисен заведующийĕ пулнă, 1974 çултанпа — «Ялав» журналăн тĕп редакторĕ. Литература ĕçне шкул çулĕсенче тытăннă, малтанхи сăввисене хаçатсенче тата «Ялав» журналта (1958) пичетленĕ. Унтанпа Ю.Сементер çирĕм пилĕк кĕнеке пичетлесе кăларнă. Вĕсенчен паллăраххисем: «Тупа» (1972), «Аван-и, салтак» (1981), &la ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 142 | Хăçан хушнă: 03.01.2021 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май тата нумай çул хушши чăваш поэзине аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн Чăваш Республикин çыравçăсен пĕрлĕхĕн членне, Чăваш халăх поэтне тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченне, Петĕр Хусанкай, Нестер Янкас, Фатих Карим ячĕллĕ литература премийĕсен лауреатне Юрий Семёнович Семёнова (Юрий Сементере) Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ «Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденпа чыслама йышăннă.

Тĕплĕнрех

Миçе хут пăхнă: 133 | Хăçан хушнă: 03.01.2021 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Петĕр Яккусен (П.Я.Яковлев) поэт, ăсчах, тăлмачă çуралнăранпа 70 çул çитнине паллă туса ирттернĕ «Поэзирен чăнрах тĕнче эп тупаймарăм çĕр çинче...» инçет викторина хуравĕсем тата пĕтĕмлетÿ протоколĕ

  1. Петĕр Яккусен (Петр Яковлевич Яковлев) 1950 çулхи çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Упаçырми ялĕнче çуралнă. Ку тӑрӑхри ялсем сахалран та 300-400 ҫул лараҫҫӗ. Халапсем тăрăх, ку вырăнта Упаç ятлă тĕне кĕмен чăваш пурăнни паллă, çавăнпа ку яла çапла ят панă теççĕ. Ку вырăнта упа шăтăкĕ пулни çинчен калакан халапсем те пур. Хальхи Упаçырма унччен Тăмсар ятлă пулни те паллă.
  2. Вăл нумай ачаллă çемьере ÿснĕ, вуннăмĕш ача пулнă. Ашшĕ, Яков Иванович 1900 ҫулта ҫуралнӑскер, революци саманине курнӑ, Граждан вӑрҫи витӗр утса тухнӑ, коллективизаци хӑрушлӑхне курнӑ, Аслӑ аттелӗх вӑрҫине хутшӑннӑ. Петӗршӗн вӑл ĕмĕр тă ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 126 | Хăçан хушнă: 13.12.2020 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
  1. Петĕр Яккусен ăçта тата хăçан çуралнă? Ку яла мĕншĕн çапла каланă-ши?
  2. Унăн ачалăхĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Сăвă çырма ăна мĕн хистенĕ? Вăл ăçта-ăçта вĕреннĕ тата ĕçленĕ, мĕнле пултарулăхпа палăрнă?
  3. Петĕр Яккусен хăйĕн пĕрремĕш сăввисене ăçта-ăçта тата хăçан пичетленĕ? Пĕрремĕш сăвă кĕнеки мĕн ятлă тата хăçан пичетленнĕ? Унта ытларах мĕнле темăсем хускатнă?
  4. Петĕр Яккусен пĕтĕмĕшле ĕçĕ-хĕлĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Ăна литература çулне уçса параканĕсем кам-кам пулнă?
  5. Поэтăн чăваш филологийĕнчи наука ĕçĕ-х ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 151 | Хăçан хушнă: 07.11.2020 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Аслăрах ÿсĕмрисем армана çăнăх авăртма çÿренине астăваççĕ пуль-ха. Халĕ ун пек экспоната сайра курма пулать. Красноармейски районĕнчи Яманак ялне çитме сĕнетпĕр. Унта иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче хута янă шыв арманĕ пур. Унашкалли республикăра пĕрре çеç упранса юлнă. Арман историйĕ кăсăклă. Ĕненетĕр-и: ку объекта тăвас шухăш тыткăна лекнĕ нимĕçсен пулнă, вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн Мари Элта ĕçленĕ. Хăйсен мастерне, пирĕн ентеше, пĕчĕк юхан шыв çинче пысăках мар гидроэлектростанци тума сĕннĕ. Лешĕ часах Чăваш Ене чертежсемпе тата расчетсемпе çитнĕ. +апла майпа Мăн Шетмĕ юхан шывĕ çинче гидроэлектростанци хута янă, Яманакри çуртсенче «Ильич лампочки» çунма пуçланă. Каярахпа, яла электричество пысăк электростанцисенчен çитсен, вырăнти ГЭС кирлĕ пулман. Унпа мĕнле усă курмалли меле часах шухăшласа тупнă - генератор вырăнне кăлтăртăк /жернова/ лартнă, ăна урăх вырăна куçарнă. Çапла гидроэлектростанци шыв арманĕ пулса тăнă. «Яман ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 195 | Хăçан хушнă: 25.08.2020 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ  2020» акци ирттереççĕ. Вăл 2020 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта иртмелле. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

Задачисем:

− тӗнчере тӑван кӗтесрен, тӑван ҫӗртен, тăван чĕлхерен, тӑван халӑхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси;

... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 326 | Хăçан хушнă: 24.04.2020 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

2020 çулхи ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ «Чăваш чĕлхипе литературине инçет мелпе вĕрентессин çивĕч ыйтăвĕсем» онлайн конференци ирттерчĕ.
ZOOM хушăм урлă йĕркеленĕ ĕçлĕ калаçăва Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенче, Чĕмпĕр облаçĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен 100 çын хутшăнчĕ.
Конференцие Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев уçрĕ, инçет вĕренĕвĕн хальхи вăхăтри çивĕч ыйтăвĕсене хускатрĕ, институт ку тĕлĕшпе мĕн ĕçлени çинчен каласа пачĕ.
Çĕрпÿ районĕн Михайловка шкулĕн директорĕ Владимир Андреев хăй йĕркеленĕ «Вĕренÿ порталĕ» платформа урлă инçет майпа вĕрентмелли майсем çинче чарăнса тăчĕ.
Чăваш чĕлхи эрнине инçет мелпе те кăсăклă ирттерме пулать: хăйĕн опычĕпе Шупашкар хулин хавшак сывлăхлă ачасен 2-мĕш шкулĕнче вăй хуракан Ирина Матьянова паллаштарчĕ.
Шупашкар шкулĕсен вĕрентекенĕсем Роза Мазикова (19-мĕш шкул) тата Зоя Лукина (36-мĕш шкул) уро ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 259 | Хăçан хушнă: 24.04.2020 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 4 5 6 7 8 ... 56 57 »
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024