Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2021 » Юпа » 31 » Чăваш наци конгресĕн Аслă Пухăвĕ иртрĕ
Чăваш наци конгресĕн Аслă Пухăвĕ иртрĕ
14:10
Сăн ÿкерчĕк

     Шупашкарта Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чӑваш наци конгресӗн черетлĕ 11-мӗш Аслӑ Пухӑвӗ иртрӗ. Унӑн ӗҫне Чăваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Чăваш Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесов, культура министрĕ Светлана Каликова, Раççейри регионсенчен тата Чăваш Енри районсенчен килнӗ йӑхташӑмӑрсем, çав шутра Трак енри чӑвашлӑха аталантарассишӗн тӑрӑшакан хастарсем те хутшӑнчӗҫ. Вĕсем – Чăваш наци конгресĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Зинаида Михайлова, Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕх ертÿçин çумĕ, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Виталий Михайлов, чăваш эстрада юрăçи, районти шкулсенче музыка пĕлĕвĕ паракан педагог Сергей Петров, районти культура çурчĕн ĕçченĕ, «Трак ен» фольклор ушкăнĕн ертÿçи Антонина Никонорова тата Карайри кану çуртĕнче тимлекен культура ĕçченĕ Любовь Платонова.

     Аслă Пуху ĕçне пурĕ 232 делегат хутшăнчĕ. Вĕсем чикĕ леш енчи 2 çĕршывран, Раççейри 6 республикăран, 4 крайран, 14 облаçран, 1 автономиллĕ округран, Мускав, Питĕр тата Севастополь федераци шайĕнчи хуласенчен килнĕ. Кунсăр пуçне Шупашкарти 14 ентешлĕх хăйсен делегачĕсене суйласа янă.

     Кун йӗркинче конгресӑн юлашки вӑхӑтри ӗҫ-хӗлне тишкерсе хак парасси, малашлӑх тӗллевӗсене палӑртасси пулчĕ. Тĕп ыйтусенчен пĕри – чăваш чĕлхи вĕрентесси, наци культурине аталантарасси, ĕçсене хальхи самана ыйтнă пек йĕркелесси.

     Чăваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев 29 ҫул хушшинче ЧНК чӑваш халӑхне пĕр юхăма пӗрлештерес, чӑваш чӗлхи, юрри-ташши Раççейри регионсенче те хӑватлӑ янӑратӑр тесе нумай ӗҫ тунине палӑртрӗ. Малашне те чӑваш халӑхӗн маттур ывӑл-хӗрӗ харсӑр та хастар, тӑван халӑхшӑн тӑрӑшса ырӑ ӗҫсем тӑвассине шаннине пӗлтерчӗ. Чӑвашлӑхшӑн чунне парса тӑрӑшакан чи хастаррисене тӗрлӗ наградӑсемпе чысларӗ. Сăмахран, Раиса Сарпипе Светлана Асамат поэтессăсене «Чăваш халăх поэчĕ» ята тивĕçнипе саламласа чысларĕ.

     ЧНК президенчӗ Николай Угаслов конгресӑн 2017-2021 ҫулсенчи ӗҫӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Докладра вӑл ҫивӗч ыйтусене хускатрӗ. Сӑмахран, шкулсенче чӑваш чӗлхи сехечӗсен шучӗ чакни, чӑвашла вӗрентӳ пособийӗсем ҫителӗксӗрри, ашшӗ-амӑшӗ ачисене тӑван чӗлхепе калаҫтарманни пирки пӑшӑрханса каларӗ.

     Ҫавӑн пекех ытти регионсенчен килсе ҫитнӗ делегатсем те тухса калаҫса хӑйсен шухӑшӗсене палӑртрӗҫ. Питӗртен килнӗ Валериан Гаврилов, Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева, Екатеринбургри Ольга Ергунова тата ыттисем те чӑвашлӑха аталантарас тӗлӗшӗпе еплерех ӗҫлесе пынипе паллаштарчĕç, конгресс ӗҫне хак пачӗҫ.
Ҫавӑн пекех Чӑваш патшалӑх вӗренӳ институчӗн ертӳҫи Юрий Исаев та тухса калаҫрĕ, чӑваш чӗлхине вӗрентессипе республикӑра мӗнле ӗҫленине тишкерчӗ.
     Аслӑ Пухура малалла конгреса ертсе пыма çĕнĕ президент суйларӗҫ. Яваплӑран та яваплӑ тивӗҫе туса пыма Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн ертÿçине Валерий Клементьева шанса пачӗҫ. Пӗрремӗш вице-президент пулма регионсем хушшинче ӗҫлекен организацие 8 ҫул тивӗҫлӗ шайра ертсе пынӑ Николай Угаслова ҫирӗплетрӗҫ.
Унсӑр пуҫне тата пилӗк вице-президент суйларӗҫ: Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем – Олег Мешков, Валерий Антонов, Юрий Зорин тата Павел Вязов предпринимательпе Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑвашсен ертӳҫи Олег Мустаев.
Аслӑ форумра ЧНК Мӑн Канашне пурӗ 95 хастара суйларӗҫ, вӗсенчен 31-ӗшне президиум пайташне кӗртрӗҫ. Президиум кулленех ӗҫлекен орган пулать.
     Чӑваш наци конгресӗ малтанхи пуян опыта усӑ курса, ҫӗнӗ вӑйпа, хӑватлӑн ӗҫлесе каясса, чăвашлăха аталантарма сумлă тÿпе хывасса шанас килет. Эпир пулнă, пур, пулатпăр! Çапла пултăр!

Çыпăçтарнисем: Ӳкерчĕк 1
Миçе çын пăхнă: 128 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2021  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024