Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк

Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх 2019 ҫулшӑн литературӑпа ӳнерте тата культура аталанӑвӗнче палӑрнӑ пултаруллӑ ҫынсене Нестер Янкас ячӗллӗ Преми памашкӑн кандидатсем тӑратмашкӑн халӑх умне сӗнӳпе тухать. Кандидат ҫинчен калакан автобиографипе характеристикӑна тата ӑна тӑратакан организацин ыйтса ҫырнине Преми паракан комиссине 2019 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗччен ҫитермелле.

Нестер Янкас ячӗпе хисепленекен преми тӗллевӗ ҫакӑн пек: чӑваш культурипе искусствине, литературипе чӗлхине аталантарас, культурӑпа истори палӑкӗсене упрас, халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетес, ӳссе ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс-тӗкел воспитани парас, уйрӑм ҫынсен пултарулӑхне аталантарас, наци культурин ҫитӗнӗвӗсене халӑх хушшинче сарас енӗпе тунӑ ӗҫсемшӗн хавхалантарасси.

Премие чӑваш культурине, литературипе искусствине малалла аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн, республикӑмӑрти тата районти ял ҫыннисен тӗрлӗ социаллӑ сийӗн культура ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 188 | Хăçан хушнă: 01.11.2019 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Районти “Культурăпа библиотека ĕçĕн аталанăвĕ” МБУК тата Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕ юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнчи кăнтăрла районти Культура çуртĕнче, хамăрăн пултаруллă ентеш-сăвăçăн, районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕн Леонид Илларионович Антоновăн (литературăри псевдонимĕ — Малтикас) пултарулăхне халалласа, шкул ачисем хушшинче асăннă авторăн сăввисене пăхмасăр илемлĕ вулассипе “Шăнкăрав сассиллĕ уçăмлă чĕлхе!” конкурс йĕркелерĕç. Вăл 3 ỹсĕмре — 5—7, 8—9 тата 10—11 классенче пĕлỹ илекенсем хушшинче — иртрĕ. Конкурса районти тĕп вулавăшра вăй хуракан С. Гурьева уçса йĕркелесе пычĕ. Светлана Аверкиевна хăйĕн сăмахне Л. Антоновăн тăван тăрăха халалланă пĕр сăввине вуланипе пуçларĕ. “Трак енрен сăвăçсем сахалăн мар тухнă, пирĕн патра хăнара паян шăпах вĕсенчен пĕри — Леонид Антонов. Вăл сахал мар сăвă шăр-çаланă, шăрçалать те. Унăн сăввине тĕпе хурса хамăрăн мухтавлă тепĕр ентеш & ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 248 | Хăçан хушнă: 01.11.2019 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

«Живопиçе юратрăм. Вилсен, çăтмаха лексен малтанхи миллион çула живопиçе халаллатăп», - палăртнă хăй вăхăтĕнче Уинстон Черчилль. Пурнăçра эпĕ тĕрĕс çул суйланă. Сăрă ăсти пуласси калама çук кăсăклă. Художник канма выртсан та - художник, çывăрнă чухне те - художник, вăрансан та - художник. Çын курманнине курать, çын илтменнине илтет», - тет живописец, педагог, Раççей Федерацийĕн Художниксен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Николай Егоров. Николай Григорьевич хăй вăхăтĕнче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн живопиç кафедрин заведующийĕнче ĕçленĕ. Паян вăл - ирĕклĕ художник.

Николай Егоров картинăсем ÿкернисĕр пуçне художниксем валли йĕркелекен пленэрсене хастар хутшăнать. Калăпăр, вăл Шупашкар йĕркеленнĕренпе 550 çул çитнине халалласа çурла уйăхĕнче ирттернĕ пĕтĕм тĕнчери пленэрта тĕп хуламăрăн илемлĕ вырăнĕсене ÿкернĕ. Ун хыççăн сăрă ăстисен пĕр ушкăнĕпе С ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 262 | Хăçан хушнă: 24.09.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Халĕ нимĕнпе те кăсăкланмастпăр та тĕпкĕч ывăл ватă амăшне пăрахса ялтан хулана куçса кайсан та, вăй питти çынсенчен тăракан хăш-пĕр çемье хушма хуçалăхра пахча çимĕç туса илмесен тата чăх-чĕп усрамасан та тĕлĕнместпĕр. Йышлах мар пулин те тĕл пулаççĕ-ха унашкал çынсем ялсенче. Унччен колхоз-совхозра ĕçленĕ евĕр ятне туса, тĕрткеленсе çÿренĕскерсем халĕ хăйсем тĕллĕн вăй хурасшăн мар. «Кĕркунне пахча çимĕç йÿнĕ. Мана хĕл каçма 3 михĕ çĕр улми, 1 витре кишĕр, тепĕр витре сухан, 4-5 пуç купăста пулсан çитет. Мĕн, вĕсене туянаймастăп-и?» — çапла калаçнине ялсенче час-часах илтетĕп. Хăшĕ-пĕри кÿршĕренех туянать-ха хăйне кирлине, тепри хулана çул тытать. Красноармейски районĕнчи Кăмакал ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ кÿршĕллĕ Кĕçĕн Шетмĕре пурăнакан ЛПХ ертÿçи Николай Семенов ман шухăшпа йăлтах килĕшнине пĕлтерчĕ. «Чăнах ĕнтĕ, çĕр çинче те чакаланмасан, хамăра тăрантармалăх пахча çимĕç, улма-çырла та туса илмесен, выльăх-чĕрлĕх усрамасан ял ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 315 | Хăçан хушнă: 19.07.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Кивӗ Упи ялӗнче Упи паттӑра хисеплесе бюст вырнаҫтарнӑ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Акатуй вӑхӑтӗнче, халӑха пухса савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнă. Палăка уçмашкăн Чăваш наци конгресĕн делегацийĕ те хушăннă, ăна ЧНК президенчĕ Н.Ф. Угаслов ертсе пынă.

Упи паттӑра 13-14-мӗш ӗмӗрсенче пурӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Унӑн ячӗ юрӑ-кӗвӗре те ҫырӑннӑ. Упи каҫман ҫырминчен эпир каҫса килтӗмӗр йӗркесене пирӗнтен чылайӑшӗ илтнех, пӗлет пулӗ. Юрий Сан ҫыравҫӑ, ав, «Упи каҫман ҫырминчен…» роман та ҫырнӑ. Ҫав хайлавшӑн 2013 ҫулта ӑна Митта Ваҫлейӗн премийӗпе чысланӑччӗ.

Пире, Трак ен çыннисене, ку пулăм тÿрремĕн пырса тивет. Мĕншĕн тесен Упи паттăр тăхăмĕсем пирĕн тăрăхра вырнаçса чăваш ялĕсене пуçарса янă. Район гербĕ çине те унăн çар тумĕн тимĕр шлемне ÿкерсе панă. Шел пулин те, палăк пирĕн районта мар, Тутарстанра...

... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 319 | Хăçан хушнă: 11.06.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Библиотекăсен кунĕ умĕн пултăм эпĕ районти тĕп вулавăшра. Алла хĕрлĕрех хуплашкаллă “Чун ăшши” кĕнеке лекрĕ. Чунри кăмăл-сипетпе, пĕрчĕн-пĕрчĕн пухăннă йĕркесемпе вулакана çывăх кĕнеке пулчĕ вăл. Пĕрре ларсах вуласа тухрăм. Авторĕ — Зинаида Михайлова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Красноармейскинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен. Творчество пултарулăхĕ З. Михайловăн иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăр вуннăмĕш çулĕсенче аталанма, вăй илме тытăннă. Чи малтанхи сăввисем районти "Ял пурнăçĕ" хаçатра пичетленнĕ. Сăнама, шырама пĕлекен сăвăçсен йышне кĕнĕ вăл. Хăй профессипе вĕрентекенĕн лавне туртнă май, ытларах воспитани темине хускатать, çынлăх, чăвашлăх, туслăхпа юрату ытамĕсенче пулать, кашни пулăма, сăнара лирик чĕлхипе танлаштарса çутта кăларать. — Çын ĕçпе илемлĕ, — тет Зинаида Петровна. — Ĕç çĕклет çỹлтен çỹле... Сăмахран, “Çын ĕçпе илемлĕ” сăвăри йĕркесене ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 322 | Хăçан хушнă: 04.06.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

«Хама урăх ĕçре курмастăп. Пĕрре суйланă ĕçех кăмăллатăп. Юратсан çитĕнÿ пулатех», – тет вăл паян. Сăмахăм Красноармейскинчи 2–мĕш шкулти истори учителĕ, РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Любовь Илларионова çинчен «1–мĕш класа кайсанах мана учитель ĕçĕ питĕ килĕшрĕ. Пĕрремĕш вĕрентекенĕмĕре куç илми сăнаттăм. Çитĕннĕçемĕн истори килĕшме пуçларĕ. Валентина Николаева хăйĕн предметне çав тери лайăх вĕрентетчĕ, ачасене интереслентерме пĕлетчĕ. Мана олимпиадăсене, конкурссене, викторинăсене хутшăнтаратчĕ. Малти вырăнсене йышăнма пуçларăм та историе тата ытларах юратрăм. Учитель каласа панипе кăна çырлахмастăм, кĕнекесене хам тĕллĕн тупса вулаттăм. Унтанпа шыв–шур самаях юхрĕ пулин те Валентина Николаевнăн ĕçри меслечĕсемпе паянхи кун та усă куратăп. Вăл кĕскен çырма вĕрентетчĕ. Эпĕ те ачасене çавăн пек кĕскен, схема пек çырса пыма хăнăхтаратăп. Чи кирлине тупма вĕрентетĕп. Ачасене юратни, вĕсемпе ĕçлес килни ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 293 | Хăçан хушнă: 04.06.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Кивӗ Упи ялӗнче Упи паттӑра хисеплесе бюст вырнаҫтарнӑ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Акатуй вӑхӑтӗнче, халӑха пухса савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫасшӑн.

Упи паттӑра 13-14-мӗш ӗмӗрсенче пурӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Унӑн ячӗ юрӑ-кӗвӗре те ҫырӑннӑ. Упи каҫман ҫырминчен эпир каҫса килтӗмӗр йӗркесене пирӗнтен чылайӑшӗ илтнех, пӗлет пулӗ. Юрий Сан ҫыравҫӑ, ав, «Упи каҫман ҫырминчен…» роман та ҫырнӑ. Ҫав хайлавшӑн 2013 ҫулта ӑна Митта Ваҫлейӗн премийӗпе чысланӑччӗ.

Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Кивӗ Упи ялӗнче Упи паттӑр бюстне уҫассипе Владимир Ярухин хастар таврапӗлӳҫӗ, Петр Ухваркин тата вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ярухин нумай тӑрӑшнӑ. Бюста вӗсем ҫӗртмен 2-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ.

Тĕплĕнрех: http://drogganoye.tatarstan.ru/rus/index.htm/news/1486366.htm 

Миçе хут пăхнă: 322 | Хăçан хушнă: 04.06.2019 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

 Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи депутатсен Пухăвĕн 2019 çулхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчи ларăвĕн йышăнăвĕпе общество ĕçне активлă хутшăннăшăн, Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн ятне пур енлĕн аталантарма тата ỹстерме пулăшнăшăн Очкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ ЧР халăх артисткине Раиса Федоровна Федоровăна тата Трак енри ял хуçалăхĕнчи тата агропромышленность комплексĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Яманакра çуралса ỹснĕ ЧР тава тивĕçлĕ механизаторне Агафон Андреевич Андреева "Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ" ят пама йышăннă. Иртнĕ эрнекун, çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче, çав ятпа Кĕçĕн Шетмĕре савăнăçлă мероприяти пулса иртнĕ. Уява ял тăрăхĕнче пурăнакансем, ял тăрăхĕн депутачĕсем, вырăнти шкулта вĕренекенсем, хăнасем йышлă хутшăннă. Мероприяти Кĕçĕн Шетмĕ-ри Э. Юрьев ячĕллĕ музей-картинăсен галерейинче пуçланнă. Кунта чăваш халăх артисткин Р. Федоровăн кĕтесне савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Унтан вăл Кĕçĕн Шетмĕри кану центрĕнче малалла тăсăлнă. Уява ЧР культурăн тава тивĕ ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 199 | Хăçан хушнă: 21.05.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕпе Н. Янкас ячĕллĕ культура тата литературăпа искусство пĕрлĕхĕ, районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ, районти тĕп библиотека чăвашлăха упрас, тăван чĕлхен пĕлтерĕшне ỹстерес тĕллевпе питех те пысăк ĕç туса ирттереççĕ, вун-вун мероприяти йĕркелеççĕ. Вĕсен шутне çулленех Чăваш чĕлхин кунне халалласа ирттерекен “Туслăх кăшăлĕ” фестиваль те кĕрет. Кăçалхи ака уйăхĕнче шкулсенче вĕренекенсен тĕрĕслев ĕçĕсен калăпăшĕ пысăк пулнăран Чăваш чĕлхин кунне халалланă çак уява çу уйăхĕн 16-мĕшне куçарчĕç. Пире иккĕмĕш хут Именкасси çĕрĕ хапăл турĕ. Ăмăр та çумăрлă çанталăка пăхмасăр Именкассинчи пуçламăш шкулта вырнаçнă районти историпе краеведени халăх музейне Трак енри шкулсенче вĕренекен, чăваш чĕлхине кăмăллакан хĕрсемпе каччăсем чылаййăн пухăннă. Музей ĕçченĕ В. Тихонова вĕсене аваллăха упракан “тĕп çуртăн” залĕсем тăрăх кăтартса çỹрерĕ, çĕнĕ экспонатсем пирки тĕплĕн каласа-ăнлантарса пачĕ. К ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 311 | Хăçан хушнă: 21.05.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

РФ Журналистсен Союзĕн членĕ, Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен преми лауреачĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, “Çавалпа Шетмĕ кĕввисем” фестивальсен лауреачĕ, нумай очерксен, калавсен, сăвăсен, юрăсен, брошюрăсемпе кĕнекесен авторĕ, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор Иван Афанасьевич Прокопьев çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче 70 çул тултарчĕ. Вăл 1949 çулта Çĕньял Упи ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш, Янкасри 8 çул вĕренмелли, Красноармейскинчи вăтам шкулсенчен вĕренсе тухнă. Шкул çулĕсенче Çĕньял Упи ялĕнчи библиотекăра вăл вуламан кĕнеке те хăварман пулĕ. Районпа республика хаçачĕсен редакцийĕсемпе тачă çыхăну тытнă, вĕсен страницисенче тăтăшах вăл çырнă информациллĕ заметкăсем, корреспонденцисем, тĕрленчĕксем кун çути курнă. Вăл вăтам шкул пĕтернĕ çул (1966) И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультечĕн вырăспа чăваш уйрăмĕнче пуçласа журналистсем хатĕрлеме пуçланă. Район çĕнĕрен йĕркеленсен, “Ял п ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 329 | Хăçан хушнă: 07.05.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 6 7 8 9 10 ... 56 57 »
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024