Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2020 » Нарăс » 22 » Марийăпа Анастасия Даниловăсем: Ÿкерни - пирĕншĕн кану
Марийăпа Анастасия Даниловăсем: Ÿкерни - пирĕншĕн кану
16:58
Сăн ÿкерчĕк

Марийăпа Анастасия Даниловăсем мĕн пĕчĕкрен ÿкерме юратнă. Аппăшĕпе йăмăкĕ Красноармейскинчи ачасен искусство шкулне хаваспах çÿренĕ. Çуртсем ÿкерме, вĕсен планĕпе проектне тума кăмăллакан Мария ÿссен архитектор пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах шкулта биологипе химие килăштернă те майĕпен медицина енне сулăннă. Анастасия та чылай конкурса хутшăнса малти вырăнсене тухнă, ятарлă стипендие тивĕçнĕ. Шкул хыççăн хĕрсем Шупашкара çул тытнă: асли И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетне кĕнĕ, кĕçĕнни те çав университетра юриста вĕренет. Пĕрех вĕсем чун киленĕçне пăрахман - ЧПУн культура керменĕн художник оформителĕ Георгий Кулешов патне ăсталăхне ÿстерме çÿренĕ. Пĕррехинче пĕр пÿлĕмрепурăнакан юлташĕ ÿнер студийĕ уçăласси пирки пĕлтерÿ асăрханă та 3-мĕш курсра вĕренекен Марийăна унта кайма сĕннĕ. Вăл вара 1-мĕш курсра вĕренекен йăмăкне хăйĕнчен хăварман. Гуашьпе сăрланă пĕрремĕш ĕçĕсене хĕрсемтиптерлĕн упраççĕ. Марийăн - «Сурхури чиркĕвĕ», Анастасийăн «Кÿлĕ» ÿкерчĕкĕсем тăван килне илем кÿреççĕ. Студие çÿреме пуçланăранпа мĕн чухлĕ картина çырман пулĕ вĕсем! Ĕçе тĕплĕн пурнăçлаканскерсем картинăсене тăванĕсене, юлташĕсене парнелеççĕ. «Георгий Юрьевич патне лекни пирĕншĕн пысăк ăнăçу. Малтанах картинăна ăнсăртран вараласран хăраттăм, халĕ киçтĕке хăюллăнах тытатăп, – каласа пачĕ Мария. – Студие килсенех гуашьпе ĕçлеме кăмăллаттăм. Пĕчĕккĕн акрилпа усă курма вĕрентĕмĕр. Картинăсем «пиçсе» тухсан студие çÿрекенсемпе пĕрле пухăнса тишкереттĕмĕр». )керни вĕсемшĕн - кану. Пушă вăхăт тупăнсанах алла киçтĕк тытаççĕ. Картина еплерех пуласси хавхалануран, кăмăлтан питĕ нумай килет-мĕн. Хăш чухне пĕр ÿкерчĕке 3 кунрах вĕçлеме пулать, тепĕр чухне 3 уйăха та тăсăлать. ÿкересси, юрласси, çырасси, музыка инструменчĕсем каласси - Даниловсен йăхран йăха куçса пыракан пултарулăхĕ. Вĕсем çемйипех пианино калама пĕлеççĕ, пурин те сасси уçă. Анастасийăн пьеса-калав çырас туртăм пур. Нумаях пулмасть Красноармейскинчи тĕп библиотекăра Марийăпа Анастасийăн картинисен «Пурнăç тĕсĕсем» куравĕ уçăлчĕ. Тăрăшуллă студенткăсем кун йышши мероприятие пĕрремĕш хут йĕркелемеççĕ ĕнтĕ. «Ачасен пултарулăхне кăтартма май туса памалла, вĕсене аталанма пулăшмалла. Мĕн пĕчĕкренех хĕрĕмсене кĕнеке вулама хăнăхтарнă. Каçсерен çемьепе пухăнса калаçаттăмăр, тĕрлĕ ыйту сÿтсе яваттăмăр», – хĕрĕсен çитĕнĕвĕшĕн савăнчĕ амăшĕ Светлана Ивановна. +амрăк художниксен ÿкерчĕкĕсенче ăшăлăх, ырăлăх пулнине туйса илетĕн, çутă сăрăсем чун-чĕрене хăпартлантараççĕ, шухăша та яраççĕ. «Ÿкерме вĕренмешкĕн нихăçан та кая мар. Паллах, чăн-чăн ăста пулас тесен нумай ĕçлемелле. Шухăш-ĕмĕт питĕ нумай, пурăна киле вĕсене пурнăçлатпăрах. Анчах халĕ тĕп вырăнта - университетра лайăх вĕренесси, пушă вăхăт сахалрах. +апах чун киленĕçĕ валли ăна тупатпăрах», - палăртрĕç хĕрсем.

Татьяна ФИЛИППОВА. vk.com сайтри сăн ÿкерчĕксем.

Миçе çын пăхнă: 238 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2020  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
242526272829

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024