Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2019 » Чÿк » 1 » Леонид Антонов сăввисем конкурсра илемлĕн янăрарĕç
Леонид Антонов сăввисем конкурсра илемлĕн янăрарĕç
15:41
Сăн ÿкерчĕк

Районти “Культурăпа библиотека ĕçĕн аталанăвĕ” МБУК тата Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕ юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнчи кăнтăрла районти Культура çуртĕнче, хамăрăн пултаруллă ентеш-сăвăçăн, районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕн Леонид Илларионович Антоновăн (литературăри псевдонимĕ — Малтикас) пултарулăхне халалласа, шкул ачисем хушшинче асăннă авторăн сăввисене пăхмасăр илемлĕ вулассипе “Шăнкăрав сассиллĕ уçăмлă чĕлхе!” конкурс йĕркелерĕç. Вăл 3 ỹсĕмре — 5—7, 8—9 тата 10—11 классенче пĕлỹ илекенсем хушшинче — иртрĕ. Конкурса районти тĕп вулавăшра вăй хуракан С. Гурьева уçса йĕркелесе пычĕ. Светлана Аверкиевна хăйĕн сăмахне Л. Антоновăн тăван тăрăха халалланă пĕр сăввине вуланипе пуçларĕ. “Трак енрен сăвăçсем сахалăн мар тухнă, пирĕн патра хăнара паян шăпах вĕсенчен пĕри — Леонид Антонов. Вăл сахал мар сăвă шăр-çаланă, шăрçалать те. Унăн сăввине тĕпе хурса хамăрăн мухтавлă тепĕр ентеш — Кушкă ялĕнче пурăннă Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ И. Степанов композитор Красноармейски районĕн Гимнне хывнă. Епле мăнаçлăн та хăватлăн янăрать ку Гимн официаллă мероприятисем пуçланас умĕн. Л. Антонов — 5 кĕнеке авторĕ, пĕрремĕшĕ “Сăвăсем” ятпа 1990 çулта пичетленсе тухнă. Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ 1991 çулта районти Н. Янкас ячĕллĕ премине тивĕçнĕ. Кăçалхи авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче вара Леонид Илларионович 80 çулхи юбилейне паллă турĕ”, — палăртрĕ конкурса йĕркелесе пыракан. Вăл кунпа пĕрлех конкурса ятарлă жюри хакланине, çав йышра районти историпе тавра пĕлỹ музейĕн ĕçченĕ В.А. Тихонова, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) районти канашĕн председателĕ Г.Л. Ефимов тата çак йĕркесен авторĕ пулнине пĕлтерчĕ. Кĕçех сцена çине тĕрлĕ ỹсĕмри вĕренекенсем пĕрин хыççăн тепри тухма тытăнчĕç. Тумĕсем те капăр вĕсен. Хăшĕ-пĕрисем кăшт такăнкалама пăхрĕç пулин те, вĕсен те, ыттисен те кăмăлĕсем ырă пулчĕç, пултаруллă ентешĕн асра юлакан сăввисене илемлĕн те витĕмлĕн вуларĕç. Пĕрремĕш ỹсĕмри тупăшăва, калăпăр, 26 вĕренекен хутшăнчĕ. Пĕрремĕш вырăнсене кунта — Софья Карпова (Красноармейскинчи вăтам шкул, 5 “а” класс, ертỹçи — Э.В. Чаховская), Руфина Сергеева (Алманч, 7 класс, Г.Н. Димитриева) тата Мария Константинова (Упи, 5 класс, С.В. Петрова), иккĕмĕшне — Кирилл Гаврилов (Красноармейскинчи вăтам шкул, 7 “а” класс, З.П. Михайлова), Надежда Иванова (Пикшик, 6 класс, Л.А. Тихонова), Екатерина Васильева (Трак вăтам шкулĕ, 4 класс, К.И. Васильева), виççĕмĕшне Анастасия Якимова (Упи, 7 класс, С.В. Петрова), Екатерина Афанасьева (Трак шкулĕ, 7 “а” класс, Ю.Е. Кузьмина) тата Максим Дмитриев (Трак шкулĕ, 5 “б” класс, И.М. Федорова) йышăнчĕç. Вăтам тата аслă ỹсĕмсенчисен йышĕ пысăках пулмарĕ, 8-ăн тата 5-ĕн кăна сцена çине тухрĕç, çапах та вĕсенче те хĕрỹ тупăшу пычĕ. Вăтаммисенчен 1-2-3-мĕш вырăнсене Лейла Тимофеева (Упи, 8 класс, ертỹçи — С.В. Петрова), Екатерина Васильева (Пикшикри вăтам шкул, 8 класс, Л.А. Тихонова), Алена Игнатьева (Кĕçĕн Шетмĕ, 8 класс, И.Н. Козлова) çĕнсе илчĕç. Аслисен ỹсĕмĕнче Александра Иванова (Трак вăтам шкулĕ, 11 “б” класс, ертỹçи — Ю.Е. Кузьмина), Татьяна Андреева (Красноармейски вăтам шкулĕ, 10 класс, З.П. Михайлова) тата Татьяна Сергеева (Красноармейски вăтам шкулĕ, 10 класс, З.П. Михайлова) палăрчĕç. Вĕсем те, активлăхшăн ыттисем те çывăх вăхăтрах Хисеп хучĕсене тивĕçĕç. Çапла шантарчĕ жюри председателĕ В.А. Тихонова. Конкурса хутшăннисене Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн ертỹçи З.П. Михайлова ăшшăн саламларĕ. Зинаида Петровна çавăн пекех конкурс хуçине — Л.И. Антонова пултарулăхри çитĕнỹсемшĕн Хисеп хучĕпе чысларĕ. Леонид Илларионович хăй те сăмах илмесĕр чăтаймарĕ, шкул ачисене пур кăмăлтан тав сăмахĕсем каларĕ, “Красноармейски шкулĕнче чăвашсен паллă сăвăçисем — Юрий Сементер (Танăш), Геннадий Юмарт (Кайри Карăк), Юрий Петров-Вирьял (Еншик Чуллă), ыттисем пĕлỹ пухрĕç. Эпĕ вара сăвă çырма ятарласа вĕренмен, чунри туртăм çапла хистерĕ пулинех. Пире шкулта черченипе астрономине вĕрентнĕ Ф.Н. Тихонова кăтартрăм сăввăмсен тетрадьне. Чăвашлăха юратнă учителĕм районти тĕп библиотекăна пуçтарăннă çынсене те вуласа пачĕ вĕсене, çапла вара сăвăсемпе 1962 çулта пĕрремĕш хут халăх умне тухрăм. Татах та çырма пуçларăм, сăввăмсем “пиçме” тытăнчĕç, паян та çыратăп вĕсене”, — терĕ, ачасемпе вĕрентекенсене “Çырла” ятлă хайлавне вуласа парнелерĕ. “Кедр тăрăхĕ — Трак ен” проект ертỹçи С.М. Мефодьева Л. Антонов сăвăçа пултарулăхшăн тав туса кедр хунавне пачĕ (сăмах май, Леонид Илларионович çине тăнипе хăй вăхăтĕнче Тапăл тура кедр самай лартса чĕртнĕ, халĕ вĕсем ял çыннисене мăйăрне те сĕнеççĕ ĕнтĕ — Авт.). Светлана Матвеевна кунпа пĕрлех конкурс çĕнтерỹçисемпе вĕсен ертỹçисене тата жюри членĕсене те кедр хунавĕсем парнелерĕ. Жюри членĕ Г. Ефимов конкурспа кăмăллă юлни çинчен пĕлтерчĕ, çамрăк вулавçăсене ỹсĕмсем, ырăлăх сунчĕ. Конкурс хыççăн Леонид Илларионовича тепĕр хут алă тытрăм, сăвăç хавхаланăвне пытараймасăр çак мероприятине йĕркелекенсене тепĕр хут ăшшăн тав туни çинчен пĕлтерчĕ. Хастар автора вара пултарулăхра çĕнĕ ỹсĕмсем сунмасăр та чăтса тăраймарăм.

В. Данилов.

Миçе çын пăхнă: 249 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2019  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024