Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2020 » Кăрлач » 25 » Красноармейскинчи Даниловсем: Пурнăç улшăнни ачасенче сисĕнет...
Красноармейскинчи Даниловсем: Пурнăç улшăнни ачасенче сисĕнет...
15:46
Сăн ÿкерчĕк

“...Пỹрте кĕрсенех хăтлăхпа тирпейлĕх, тасалăх тыткăнларĕç. Акă 5-ри Даниил шкапран пуçне кăларса пăхрĕ те йăпăрт! пытанчĕ. Тем хушăра унтан сирпĕнсе тухрĕ”, — çапларах пуçланă Даниловсем çинчен калас сăмахăма пĕр теçетке çул каялла. Çук, Даниил хальхинче шкапран сиксе тухмарĕ. Апла тума майĕ те çук, халĕ вăл Трак шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренет. Тăхăр уйăхра пулнă Микулай паян асăннă шкулта 6-мĕш класа çỹрет. “Çулсем иртрĕç пулин те пирĕн тĕнче курăм улшăнмарĕ. Унччен каланă сăмахсенех çирĕплететĕп. Пурнăç тытăмĕ — хĕрарăмра. Ăслăлăх — арçынра, юрату хĕрарăмра пурăнать. Эпĕ — мăйĕ, вăл — пуçĕ. Хĕрарăмăн хушăран шавласа илесси пулать паллах. “Çакна тумалла, çапла тумалла”, — текелесси... “Постой матка, малтан хам ташлам-ха”, — чарать Юра шỹтлекелесе. Тăхтамаллине яланах итлетĕп. Шухăшлатăп, шухăшлатăп та тĕрĕс пулса тухать. Хĕрарăм маларах кайни яланах тĕрĕс мар. Ăс-тăнне арçынна Турă парать. Этемлĕхĕн черчен çурришĕн çемье пуçне итлесе пурăнни вырăнлăрах. Çỹç кăвакарма пуçларĕ те пурнăçăн тепĕр тапхăрне ярса пуснăн туйăнать. Аслă ывăла авлантартăмăр, икĕ хĕрĕ аслă шкула вĕренме кĕчĕ”, — çапла каласа кĕтсе илчĕ Светлана Ивановна. Телее, кил хуçи те килтехчĕ. Юрий Иванович 23-мĕш çул ĕнтĕ газ уçлакан станцире водительте вăй хурать. Пĕр талăк ĕçленĕ хыççăн шăпах канатчĕ вăл. Даниловсен ачисем пĕри те килте пулмарĕç. Асли, Красноармейскинче хваттерте пурăнакан Павел, ĕçреччĕ. Хĕрĕсем — Шупашкарта, Даниилпа Микулай — шкулта. Павелăн мăшăрĕ Анастасия паллашма та, калаçма та хапăл пулчĕ. “Тепĕр хĕр тупрăмăр хамăр валли. Питĕ ырă кăмăллă, ĕçчен пирĕн Анастасия. Вăл та 5 ачаллă çемьере çитĕннĕ. Амăшĕ вĕсене пĕччен ура çине тăратнă”, — кинне мухтарĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Аса илтеретĕп: Даниловсем ачисене пурне те тулли ятпа чĕнеççĕ. “Турă тулли ятпа каланине кăна илтет”, — теççĕ. Телейлĕ мăшăрăн аслă ывăлĕ Павел 28 çулта ĕнтĕ. Вăл Хусанти технологи институтне пĕтернĕ, инженер. Красноармейскинче холодильниксем вырнаçтарас, юсас енĕпе ĕçлет. Мăшăрĕпе Анастасийăпа икĕ ача — Артемипе Аннăна — ỹстереççĕ. Артем 2-мĕш класра вĕренет. Анна — 2 çулта. Даниловсен иккĕмĕш ачи Мария — 22 çулта. Вăл И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче 5-мĕш курсра пĕлỹ илет. Анастасия асăннă аслă шкултах юриста вĕренет. Вăл — 3-мĕш курсра. “Килте паян Даниилпа Микулай тата кинĕн шăллĕ Филипп кăна. Филипп пирĕн патра пурăнать, Трак шкулне çỹрет. Даниил Даниловпа Филипп Филиппов пĕр класра вĕренеççĕ. Филипп спортпа туслă, сăпайлă та ĕçчен йĕкĕт”, — паллаштарчĕ Юрий Иванович. Даниловсен ачисене пурне те Турă “чуптунă”. Пĕринчен тепри маттур, пĕринчен тепри пултаруллă. Пурте ашшĕпе амăшĕ пекех пианино, гитара калаççĕ, юрлаççĕ. Павел хăй вăхăтĕнче ашшĕ “Евгений Онегин” оперинчи Ленский арине юрланă чухне аккомпаниатор пулнă. Вĕсем Чулхулара та, Чĕмпĕрте те, Шупашкарта та юрланă. Ывăлĕсем йывăçа эрешлесе касаççĕ, ывăс-тукмак ăсталаççĕ. Марийăпа Анастасия профессионалсен шайĕнче ỹкереççĕ. Ку енĕпе вĕсем чăн-чăн сăрă ăсти патĕнче пĕлỹ илеççĕ. Ахальтен-им студенткăсен ĕçĕсем икĕ хутлă çурта картина галерейине çавăрнă. Марийăпа Анастасия Даниловăсен куравĕсем Шупашкарта та, Красноармейскинче газ уçлакансен станцийĕн клубĕнче те иртнĕ. Халĕ тĕп вулавăшра уçăлмалла.

Район центрĕнче хăйсен çуртĕнче пурăнакан Даниловсем ачисене чăвашла калаçтарса ỹстерни пирки унчченхи статьяра та çырнăччĕ. Халĕ те тĕпренчĕкĕсемпе тăван чĕлхепех пуплеççĕ вĕсем. “Анчах, пĕлетĕр-и, Микулай “Колосок” садике кайрĕ те вырăсланчĕ. Унăн чĕлхинче “атте, анне” сăмахсем кăна юлчĕç. Чăвашла ăнланать, анчах калаçмасть. Хама та вырăсла пуплеттерет... “Микулай, мĕншĕн санпа тăрăшсах вырăсла калаçатăп ара?” — тĕлĕнетĕп хамран. Эпир Юрăпа ăна вĕрентсе çитереймерĕмĕр пулас. Даниилпа Микулай çинче пурнăç тытăмĕ улшăнни питĕ курăнать. Аслисем виççĕшĕ компьютер вăхăтĕнче ỹсменрен раснарах. Вĕсем кĕнекене çывăх, калаçма юратаççĕ. Хайхискерсен шухăшлавĕ те урăхларах. Кĕçĕннисем аслисенчен уйрăлса тăраççĕ. “Микулай, яшка пĕçермелли алгоритм шухăшласа кăлар-ха”, — тетĕп ывăлăма хушăран. “Яшка пĕçер-ха”, — тесен пит пырасшăнах мар вăл”, — калаçăва сыпăнтарчĕ Светлана Ивановна. Даниловсем вунă çул каялла райцентрта пурăнсан та ĕне тытатчĕç. Утă хатĕрлеме çĕр сахалланнăран 5-6 çул каялла пысăк выльăха усрама пăрахнă. “Ĕçлеме ỹркенместĕр-ха, ачасем ỹссе йăваран вĕçсе тухрĕç те сĕт ун чухлех кирлĕ мар пек. Кĕçĕннисем валли сăвакан икĕ качака тытатпăр. Çулла вăкăр илетпĕр, чăхсем те пур. “Анне, атя ĕне туянатпăр, кĕтỹ кĕтес килет”, — тапратрĕç пĕр кун ачасем. Пĕчĕкренех çапла хăнăхнă та вĕсем... Выльăх-чĕрлĕхе питĕ юратаççĕ. Даниил качакасене хăех сăвать”, — калаçăва сыпăнтарчĕ кил хуçи арăмĕ. Светлана Данилова вунă çул каялла çăкăра килте пĕçеретчĕ. Çĕприне хăех иçĕм çырлин сĕткенĕнчен хатĕрлетчĕ. Çав рецепта эпир хăй вăхăтĕнче хаçатра та пичетленĕччĕ. Паян вăл çăкăра килте сайра хутра кăна янтăлать. Светлана Ивановна саккăрмăш çул атă-пушмак çĕлекен предприятире вăй хурать. Маларах культура çуртĕнче, музыка шкулĕнче, 2-мĕш шкулта вăй хунă. Ĕлĕкхиллех шăлавар тăхăнмасть, кĕпепе çỹреме кăмăллать. “Хĕрарăмăн сăпайлăха çухатмалла мар”, — вĕрентет вăл. Тутăрпа çỹренипе те асăмра çырăнса юлнă Светлана Ивановна. “Тутăрне ĕçрен килсен тỹрех çыхатăп. Ывăлсем эпĕ тутăр çыхнине кăмăллаççĕ. Анне — килте, вĕсен канлĕх ăш-чикре. Эпĕ çара пуçăн тăк “Анне ăçта каятăн?” — теççĕ. Даниил пĕчĕк чухне тутăр йăтса пыратчĕ те: “Ак кун пек ту”, — тетчĕ хыçалалла çыхмаллине кăтартса. “Эсĕ кун пек чи хитри!” — чĕвĕлтететчĕ хăй”, — йăл кулчĕ чипер хĕрарăм.

Вунă çул иртни пач сисĕнменнине палăртрĕç Даниловсем. Вунă çул мар, 29-шĕ те вăшт çеç иртнĕ вĕсемшĕн. 2020 çулта вĕсем çемье çавăрнăранпа 30 çул çитет. Паян вĕсем Çамрăксен урамĕнче çĕнĕ çурт хăпартаççĕ. “Карап çинчен — бала”. Çакăн пек пирĕн çемье девизĕ. Мĕншĕн тесен пирĕн ĕмĕр тăршшĕпех стройка. Хамăр валли иккĕмĕш çурт çĕклетпĕр. Кунсăр пуçне ялсенчи тăвансене те пулăшатпăр. Ĕçлетпĕр-ĕçлетпĕр те юлташсемпе пуçтарăнса клуба каятпăр. Тин кăна тар кăларса вăй хураттăмăр, тепĕр самантран сцена çинче йăл кулса илемлĕ кĕвĕ шăрантаратпăр. Юратнă ĕçе нихăçан та пăрахман эпир. Ирĕклĕ вăхăтра пианино, гитара каласа юрлатпăр”, — чунне уçрĕ мăшăр. Сăмах май, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Сителте кун çути курнă пикепе Тăвай тăрăхĕнчи Сăхăтпуç каччи Шупашкарти музыка училищинче вĕреннĕ чухне паллашнă. Çурт çĕклеме, пилĕк ачине ура çине тăратма тивнĕрен культура тытăмĕнче нумаях ĕçлеймен. Даниловсем района килнĕ чухне икĕ çынна кăна палланă-тăк халĕ вĕсем пурне те пĕлеççĕ. Вĕсене те пурте паллаççĕ. Хăйсене халĕ Трак енсемех теççĕ. Чунпа та, сăнпа та илемлĕ Светланăпа Юрий. “Ăçта та пулсан кайсан çакăнта килсе кĕмесĕр ăш-чикре канлĕх çуралмасть, мĕншĕн тесен эпир кунта тымар янă”, — тунмарĕ Светлана Ивановна. Вунă çул каялла Даниловсем пĕр-пĕринпе çĕрĕ-çĕрĕпе пурнăç, философи çинчен калаçни пирки пĕлтернĕччĕ. Халĕ вара? “Пурнăç маларах лăпкăрахчĕ. Ачасем пурте килтеччĕ. Хам та килте пулнă. Халĕ эпĕ ĕçрен таврăнатăп — мăшăрăм каять. “Мĕнле тытса чарса калаçма ĕлкĕрмелле-ши?” — шухăшлатăп халĕ. Пĕрле чухне яланах пуплетпĕр. Пĕтмен çав йăла — чуна уçса калаçмалли темĕн чухлех пирĕн! Çулсем иртнĕçемĕн вăхăт тата хăвăртрах чупнине пула пирĕншĕн вăхăт сахалланнине туйма пуçларăм. Чунсем нимĕн чухлĕ те улшăнман: çỹçе кĕмĕл сăн çапнă, сухал шуралнă — çавă çеç”, — пытармарĕ нумай ача амăшĕ. Даниловсемшĕн Сысна çулĕ ĕçлĕ иртнĕ. Кил хуçи çĕнĕ çурт тăррине витсе пĕтересчĕ тесе хытă тăрăшнă. “Кашни ир виççĕре вăранса каяттăм та çывăраймастăм. Виçĕм кун пỹрт тăрринчен тинех антăм. Канлĕ çывăрнă вара. Кăçал мана юр та, çумăр та кирлĕ пулман. Турă пулăшрĕ, эпĕ ĕçе вĕçлерĕм те — раштавăн 24-мĕшĕнче çумăр чашлаттарса çурĕ, асамат кĕперĕ тухрĕ. Тỹпере икĕ хутлă асамат кĕперĕ карса мана Çỹлхуçа хăй пулăшнине систерчĕ”, — хавхаланăвне пытармарĕ Юрий Иванович. Светлана Ивановнăшăн та раштав юрсăр пулнипе асра юлать. Раштавăн 24-мĕшĕ Трак енче çуллахи пек çумăр ислетни, кайран хĕвел йăл кулни, икĕ хутлă пысăк асамат кĕперĕ тухнине епле манăн? Микулайсен учительници кун пирки ачасене сочинени те çырма хушнă... Даниловсен ачисем раштавăн 31-мĕшĕнче тăван киле пуçтарăнаççĕ. Анчах Çĕнĕ çулне типĕрен тухсан, Сурхурире, уявлаççĕ. “Эпир чăрăша çулталăкăн юлашки кунĕнче кăна лартатпăр. Елкăна маларах вырнаçтарса илемлĕ туйăмсене сая ямастпăр. Пирĕн килте мĕн ачаранпах çак йăла пулнă. Килте тутлă шăршă пултăр тесе чăрăшăн туратне кăна касатпăр. Пỹлĕме лавккаран туянни илем кỹрет. Çĕнĕ çул каçĕнче Юра яланах ĕçлет. Эпир ачасемпе калаçатпăр, кĕнекесем вулатпăр, чуна пырса тивекен юрăсем юрлатпăр. Ку каçа сăпайлă ирттерме кăмăллатпăр. Типĕ вăхăтĕнче хăна-вĕрле пуçтарса кĕпĕр-кĕпĕр тунине, фейерверкпа ашкăннине ырламастпăр. Турра хирĕç пулнипе малалла каяймастăн. Сурхурире кăна кĕрекене ларатпăр, хамăр кăмăллакан апат-çимĕçе хатĕрлетпĕр. Çак каç ачасемпе пĕрле Раштав юррисене юрлатпăр”, — тĕлĕнтерчĕ Светлана Ивановна. Унăн шухăшĕпе, ача нихăçан та ытлашши мар. “Мĕншĕн тепĕр икĕ ача çуратман-ши?” — тет вăл халĕ мăшăрне. Сăмах май, вĕсем иккĕшĕ те нумай ачаллă çемьесенче çитĕннĕ. Юрăсен — вуннă, Светланăсен — 8 ача пулнă. Паян вара вĕсем ачисене вĕрентсе кăларма, пурнăç çулĕ çине тăратса мăшăрлантарма ĕмĕтленеççĕ. Мăнуксем йышлă пуласса шанаççĕ. “Мĕн ватăлса виличчен мăшăрăмпа пĕр сукмакпах утасчĕ”, — пытармарĕ кил хуçи арăмĕ. 10 çул каялла Даниловсем гитара каласа Анатолий Раськин кĕвĕленĕ “Мăшăрăм” юрра юланăччĕ. Хальхинче Анатолий Никитин кĕвве хывнă “Кăвак çеçпĕл” юрра шăрантарчĕç. “Юрататăп, юрататăп, маншăн эс хĕвел кулли, юрататăп, юрататăп, эс пур чух телей тулли”... Çак йĕркесемлĕ юрă шăпах Даниловсен ăраскалне уçса панăн туйăнчĕ... 

Роза ВЛАСОВА. 

Миçе çын пăхнă: 297 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2020  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024