Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк

Сăн ÿкерчĕксем

Пуш уйăхĕн пĕрремĕш вунă кунлăхĕнче районти Культура çуртĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе “Трак ен пики-2020” тупăшу пулса иртрĕ. Ăна чăваш наци культурине малалла аталантарас, тăван чĕлхепе калаçассине сыхласа хăварас тата сарас, тăван тăрăхри яш-кĕрĕм ăс-хакăлне ỹстерме тата каччăсемпе хĕрсене творчествăлла аталанма майсем туса парас тĕлĕшпе йĕркелеççĕ. Уяв Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн иртрĕ. Унта хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-йĕркелỹпе тĕрĕслев тата кадрсен ĕçĕн пайĕн ертỹçи В. Иванов саламларĕ, ырă сывлăх, ăнăçусем сунчĕ. Пикесене çавăн пекех Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П. Моисеев, Трак енри хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Р. Николаева, "Раççей чăваш пики-2019" конкурсăн "Çивĕч ăс-тăнлă пике" номинацинче çĕ ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 294 | Хăçан хушнă: 14.03.2020 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Нарăсăн 27-мӗшӗнче районти культура ҫурчӗнче паллӑ композиторăн, педагогăн,  Чăваш  композиторсен  Ассоциаци  союзӗн  членӗн, «Халăха   вӗрентес  ӗҫ отличникӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ  Олег  Васильевич  Димитриев  60 ҫул тултарнине  халалланӑ пултарулăх каҫӗ иртрӗ.

Культура ҫурчӗн фойинче куракансене, хăнасене «Ҫăварни» эрнипе саламласа «Трак ен» халăх фольклор ушкăнӗ ҫуллă икерчӗ ҫитерсе илемлӗ юрăсем парнелерӗ.

Юбиляра тус-юлташěсем, район  администрацийӗн пуҫлӑхӗ  Александр Николаевич  Кузнецов, район администрацийӗн пуҫлăхӗн ҫумӗ – вӗрентӳ пайӗн ертӳҫи Светлана Анатольевна Григорьева, вӗрентӳре ӗҫ ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 204 | Хăçан хушнă: 02.03.2020 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕ йĕркеленипе тĕнчери халăхсен хушшинчи «Чăваш Ене мухтаса» III фестиваль-конкурс анлă иртрĕ. Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа республикӑра пысӑк пӗлтерӗшлӗ культура мероприятисем чылай иртеҫҫӗ. Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗ Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗ пулӑшнипе литературăпа музыка хайлавĕсен «Чăваш Ене мухтаса» халăхсен хушшинчи конкурс-фестиваль йӗркелерӗҫ. Проект авторĕ, тĕп йĕркелÿçи Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн председателĕ Вера Севастьяновна Архипова. Асăннă конкурс тĕп тĕллевĕ – Тăван енĕмĕрти наци культурине, халăх йăлисене тата професси ăсталăхне упраса хăварасси тата аталантарасси, ҫамрӑксем хушшинчи хастарлăха ӳстересси, Чӑваш ҫӗршывӗн пуян историпе культурине туллин уҫса парасси. Çак конкурс-фестивале ирттерсе эпир ÿссе пыракан ăрăвăн наци культурипе тата халăх йăлисемпе çыхăннă пĕлĕвĕн шайне ÿстересшĕн. Унсăр пуçне ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 309 | Хăçан хушнă: 22.02.2020 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Марийăпа Анастасия Даниловăсем мĕн пĕчĕкрен ÿкерме юратнă. Аппăшĕпе йăмăкĕ Красноармейскинчи ачасен искусство шкулне хаваспах çÿренĕ. Çуртсем ÿкерме, вĕсен планĕпе проектне тума кăмăллакан Мария ÿссен архитектор пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах шкулта биологипе химие килăштернă те майĕпен медицина енне сулăннă. Анастасия та чылай конкурса хутшăнса малти вырăнсене тухнă, ятарлă стипендие тивĕçнĕ. Шкул хыççăн хĕрсем Шупашкара çул тытнă: асли И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетне кĕнĕ, кĕçĕнни те çав университетра юриста вĕренет. Пĕрех вĕсем чун киленĕçне пăрахман - ЧПУн культура керменĕн художник оформителĕ Георгий Кулешов патне ăсталăхне ÿстерме çÿренĕ. Пĕррехинче пĕр пÿлĕмрепурăнакан юлташĕ ÿнер студийĕ уçăласси пирки пĕлтерÿ асăрханă та 3-мĕш курсра вĕренекен Марийăна унта кайма сĕннĕ. Вăл вара 1-мĕш курсра вĕренекен йăмăкне хăйĕнчен хăварман. Гуашьпе сăрланă пĕрремĕш ĕçĕсене хĕрсемтиптерлĕн упраççĕ. Марийăн - «Сурхури чиркĕвĕ», Анастасийăн &la ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 236 | Хăçан хушнă: 22.02.2020 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

“...Пỹрте кĕрсенех хăтлăхпа тирпейлĕх, тасалăх тыткăнларĕç. Акă 5-ри Даниил шкапран пуçне кăларса пăхрĕ те йăпăрт! пытанчĕ. Тем хушăра унтан сирпĕнсе тухрĕ”, — çапларах пуçланă Даниловсем çинчен калас сăмахăма пĕр теçетке çул каялла. Çук, Даниил хальхинче шкапран сиксе тухмарĕ. Апла тума майĕ те çук, халĕ вăл Трак шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренет. Тăхăр уйăхра пулнă Микулай паян асăннă шкулта 6-мĕш класа çỹрет. “Çулсем иртрĕç пулин те пирĕн тĕнче курăм улшăнмарĕ. Унччен каланă сăмахсенех çирĕплететĕп. Пурнăç тытăмĕ — хĕрарăмра. Ăслăлăх — арçынра, юрату хĕрарăмра пурăнать. Эпĕ — мăйĕ, вăл — пуçĕ. Хĕрарăмăн хушăран шавласа илесси пулать паллах. “Çакна тумалла, çапла тумалла”, — текелесси... “Постой матка, малтан хам ташлам-ха”, — чарать Юра шỹтлекелесе. Тăхтамаллине яланах итлетĕп. Шухăшлатăп, шухăшлатăп та тĕрĕс пулса тухать. Хĕрарăм маларах кайни яланах тĕрĕс мар. Ăс-тăнне ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 296 | Хăçан хушнă: 25.01.2020 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Геннадий Юмарт сӑвӑҫ, куҫаруҫӑ, тӗпчевҫӗ, ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, РФ писательсен Союзĕн членĕ, Чăваш патшалăх премин лауреачĕ, Митта Ваçлейĕпе Нестер Янкас ячĕллĕ премисен лауреачĕ пурнăçран уйрăлнă.

Геннадий Юмарт (Трофимов) 1938 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Кайри Карӑкра ҫуралнӑ. 1955 ҫулта вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Шупашкарта И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ. 1961-1965 ҫулсенче Самар енчи чӑваш шкулӗсенче чӑваш тата вырӑс чӗлхипе литератури вӗрентнӗ. 1965-1970 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче корректорта, редакторта ӗҫленӗ. 1970-2000 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗн ӗҫтешӗ пулнӑ.

Геннадий Юмартпа ытларикун, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче, Шупашкарти ритуал службинче (вӑл Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 9-мӗш "ж" ҫуртра, ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 289 | Хăçан хушнă: 13.01.2020 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Репортаж

Раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнчи каçхине районти Культура çуртĕнче районти Н. Янкас ячĕллĕ культура, литература тата искусство пĕрлĕхĕн 30 çулхи юбилейĕпе асăннă пĕрлĕхĕн çĕнĕ лауреачĕсене чыслас енĕпе савăнăçлă каç иртрĕ. Чăн та, урамра çав тери пăрлă пулнăран унта пырса куракансен йышĕ пĕчĕкрех пулчĕ. Каçа районти Культура çуртĕнче вăй хуракан Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ Н.Филиппова уçса йĕркелесе пычĕ. Правлени членĕсем пĕрлĕхĕн "Эпир - янкасçăсем" юррине (сăвви — Н. Ершовăн, кĕвви — И. Прокопьевăн) шăрантарнă хыççăн çỹлерех асăннă пĕрлĕх председателĕ И. Прокопьев сăмах илчĕ. — 30 çул ĕнтĕ пĕрлĕх культура, литература тата искусство енĕпе пурăнать тата ĕçлет. Хальччен 89 уйрăм çынпа 18 коллектив лауреат ятне илнĕ. Вĕсен йышĕ паян тата хушăнать. Сумлă юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатăп сире, ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 314 | Хăçан хушнă: 30.12.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

“Хурăн вăрманĕнче савăнма, хыр вăрманĕнче ĕçлеме, кедр вăрманĕнче çут çанталăкпа, Турăпа çывăхланма лайăх”, — теççĕ. Çакна асра тытаççĕ Красноармейски салинче пурăнакан Мефодьевсем. “Çут çанталăка илемлетмелле. Çакăнтан пысăк ĕмĕт пирĕн çук. Çынсем чунпа хитререх, савăнăçлăрах пулччăр, юратура пурăнччăр, Трак ен кăна мар, Чăваш Республики, Раççей кедр тăрăхĕ пулса тăтăр. Пирĕн ачасем таса сывлăшпа сывлаччăр”, — теççĕ Светлана Матвеевнăна Валерий Геннадьевич. Красноармейскисен “Виçĕ хĕвелĕ” Вĕсен пуçарăвĕпе Красноармейски салине пырса кĕнĕ çĕрте “Виçĕ хĕвел” парк йĕркеленĕ. Унта ытларах кедрсем лартнă. Мĕншĕн кедра уйрăмах кăмăлаççĕ-ха вĕсем? “Сăмахăма Красноармейски салине мĕнле лекнинчен пуçлас. Эпĕ Шупашкар районĕнчи Чăрăшкасси ялĕнчен, мăшăрăм Вăрмар районĕнчи Мăнçырмара çуралнă. Эпир И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн электротехника факультетĕнче вĕреннĕ чухне паллашрăмăр ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 242 | Хăçан хушнă: 17.12.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Тĕплĕнрех

Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Раҫҫейӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗсенчен тата Чӑваш Енри тӗрлӗ районсенчен пуҫтарӑннӑ чи маттур пикесем хушшинче "Раҫҫей чӑваш пики – 2019" конкурс пулчĕ, унта пурĕ çирĕм пике тупăшрĕ. Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленӗ çак илемлĕхпе пултарулăх конкурсӗ Шупашкарти оперӑпа балет театрӗнче иртрӗ. Мăнаçлă та хăтлă керменĕн пысăк та илемлĕ залне халăх туллиех пухăнчĕ. Çак чаплă уяв пурне те килĕшет иккен. Çакна та каласа хăвармалла, ытти çулсемпе танлаштарсан, кӑҫалхи ӑмӑртӑва ҫӗнӗлӗхсем те кӗртнӗ. Палăртнă конкурс фойеренех пуҫланчӗ, кунта чӑваш апат-ҫимӗҫӗн конкурсӗ иртрĕ. Жюри членĕсем хӗрсен ăсталӑхне фойерех хаклама пултарчӗҫ. Тутлă апат-çимĕçе вырнаçтарса хума кашни пике валли уйрăм сĕтел уйăрса панă. Пикесем вара хăйсем илсе килнĕ апата еплерех хатĕрлени çинчен илемлĕ те çепĕç чӑваш чӗлхипе ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 254 | Хăçан хушнă: 11.12.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕç кунĕ епле иртет? Мĕнле ыйтусене татса парать вăл кун каçа? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне тупас тĕллевпе Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Галина Ефимова патне ир-ирех çитрĕм. Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕ Трак енре чи пысăккисенчен пĕри. Вунă ял кĕрет. Маларах кунта виçĕ ял тăрăхĕ пулнă. 2006 çулта Яманак ял тăрăхне Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕпе пĕрлештернĕ. Паян 869 килте 1568 çын пурăнать. Яманак Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕнче кăна мар, Красноармейски районĕнче чи пысăк ял шутланать. Ку хутлăхра Чăваш Республикинче упранса юлнă пĕртен-пĕр шыв арманĕ пур. Ăна 1948 çулта хута янă. «Манăн кун ирхи 5 сехетре пуçланать. Ĕçе кайиччен выльăхсене - вăкăрпа пăрăва, чăх-чĕпе - тăрантаратăп. Мăшăрăм Василий Яковлевич валли апат хатĕрлесе хăваратăп. Ĕçе яланах саккăрччен çитме тăрăшатăп. Ĕçрен панă «Лада Калина» çăмăл машина пур. Анчах хамăн водитель прави çук. Васкавлă каймалла тăк - кÿршĕ каччинчен Вячеслав Еремеевран п ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 260 | Хăçан хушнă: 01.12.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Купăс çук чухне мĕн тумалла? Ушкăнпа пĕрле пĕр харăс, пĕр кĕвĕллĕ тăпăртатса ташламалла. Çапла тунă та чăваш хĕрарăмĕсем. Сăмахăм «Трак ен» халăх фольклор ансамблĕн «Шапăртăк» ташши çинчен. Вăл Красноармейскисен визит карточки пекех.

«Ĕлĕк хĕрарăмсем ĕçкĕ-çикĕре купăс çук чухне шапăртаттарса ташланă. Трак тăрăхĕнчи ялсенче ватăсем ку ташша ташласа кăтартнине виçĕ хутчен çырса илнĕ эпĕ. Чи малтан Яманакри Анфиса Форверц кăтартнăччĕ ăна. Каярахпа Васнарта тата Карай тăрăхĕнчи ватăсем ташланăччĕ. Пурте пĕр хусканусенех тăватчĕç. Ăна эпир хамăр ансамбльпе 1998 çултанпах ташлатпăр. Халĕ те лайăх йышăнать ăна халăх», - çапла пуçларĕ калаçăва Красноармейски районĕнчи культура çуртĕнчи «Трак ен» халăх фольклор ансамблĕн концертмейстерĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Никоноров. Сăмах май, асăннă пултарулăх ушкăнĕ 1999 çулта Нестер Янкас премине тивĕçнĕ, 2001 çулта ăна ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 253 | Хăçан хушнă: 27.11.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 5 6 7 8 9 ... 56 57 »
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024