Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2020 » Пуш » 2 » «Чун-чӗре юрланӑ чух»: Олег Васильевич Димитриев композитор-педагогӑн 60 çул тултарнине халалланӑ пултарулăх каçě
«Чун-чӗре юрланӑ чух»: Олег Васильевич Димитриев композитор-педагогӑн 60 çул тултарнине халалланӑ пултарулăх каçě
18:48
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Нарăсăн 27-мӗшӗнче районти культура ҫурчӗнче паллӑ композиторăн, педагогăн,  Чăваш  композиторсен  Ассоциаци  союзӗн  членӗн, «Халăха   вӗрентес  ӗҫ отличникӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ  Олег  Васильевич  Димитриев  60 ҫул тултарнине  халалланӑ пултарулăх каҫӗ иртрӗ.

Культура ҫурчӗн фойинче куракансене, хăнасене «Ҫăварни» эрнипе саламласа «Трак ен» халăх фольклор ушкăнӗ ҫуллă икерчӗ ҫитерсе илемлӗ юрăсем парнелерӗ.

Юбиляра тус-юлташěсем, район  администрацийӗн пуҫлӑхӗ  Александр Николаевич  Кузнецов, район администрацийӗн пуҫлăхӗн ҫумӗ – вӗрентӳ пайӗн ертӳҫи Светлана Анатольевна Григорьева, вӗрентӳре ӗҫлекенсен профсоюзӗн районти комитечӗн председателӗ Светлана Дмитриевна Суховетрюк, ěçтешěсем, Чӑваш наци конгресӗн районти уйрӑмӗн ертӳҫи Зинаида Петровна Михайлова, Нестер Янкас пӗрлӗхӗн ертӳҫи Иван Афанасьевич Прокопьев, Нестер Янкас пӗрлӗхӗн ҫумӗ Виталий Михайлович Михайлов, Алманч ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Витальевич Долгов, Алманч шкулӗн вӗрентекенӗсен профком председателӗ Алина Владимировна Григорьева, тăванěсем  тата  аякри  хăнасем  саламларӗҫ.

Уяв концерт программине Елена Порфирьева (Энжей), Канаш районӗнчи «Енӗш» фольклор ушкӑнӗ, районти культура ҫурчӗн ветерансен хорӗ, «Взгляд» ташӑ ушкӑнӗ, Людмила Егорова, Алманч шкулӗн вӗрентекенӗсем, «Хавал» халӑх музыкин ансамблӗ, Шывпуҫӗнчи «Кӑйкӑр» фольклор ушкӑнӗ, Николай Яковлевпа Николай Никоноров илемлетрӗҫ.

Олег Васильевич уява хутшӑнакансене, юрӑҫсене тав хучӗпе тата парнесемпе чысларӗ, куракансене тав турӗ.

Уяв программине культура ҫуртӗнче вӑй хуракан Надежда Филиппова маттур йӗркелесе пычӗ.

Миçе çын пăхнă: 200 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2020  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024