Район администрацийĕн пуçлăхĕ



Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 89

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2020 » Пуш » 14 » “Трак ен пики - 2020” — Алманч хĕрĕ Дарья Иванова
“Трак ен пики - 2020” — Алманч хĕрĕ Дарья Иванова
18:07
Сăн ÿкерчĕк

Сăн ÿкерчĕксем

Пуш уйăхĕн пĕрремĕш вунă кунлăхĕнче районти Культура çуртĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе “Трак ен пики-2020” тупăшу пулса иртрĕ. Ăна чăваш наци культурине малалла аталантарас, тăван чĕлхепе калаçассине сыхласа хăварас тата сарас, тăван тăрăхри яш-кĕрĕм ăс-хакăлне ỹстерме тата каччăсемпе хĕрсене творчествăлла аталанма майсем туса парас тĕлĕшпе йĕркелеççĕ. Уяв Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн иртрĕ. Унта хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-йĕркелỹпе тĕрĕслев тата кадрсен ĕçĕн пайĕн ертỹçи В. Иванов саламларĕ, ырă сывлăх, ăнăçусем сунчĕ. Пикесене çавăн пекех Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П. Моисеев, Трак енри хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Р. Николаева, "Раççей чăваш пики-2019" конкурсăн "Çивĕч ăс-тăнлă пике" номинацинче çĕнтернĕ А. Игнатьева ăнăçусем сунчĕç. Çĕнтерỹçĕ ята тивĕçессишĕн Трак енри 5 пике тупăшăва тухрĕ: Александра Иванова, Марина Павлова (Трак вăтам шкулĕ), Ксения Алексеева (Упи), Татьяна Сергеева (Красноармейски), Дарья Иванова (Алманч). Вĕсем конкурсра кашниех хăйсен тыткаларăшĕпе, сăпайлăхĕпе, çынлăхĕпе, ăс-хакăл туйăмĕпе, сцена çинче хăйсене тытассипе, чăвашла аван пĕлнипе палăрчĕç. Конкурс программине "визит карточки", тăван ен историне, культурине, йăла-йĕркине пĕлесси, творчество конкурсĕ, наци апат-çимĕçне ха-тĕрлесси кĕчĕç. Юлашкинчен Трак ен пикисем наци костюмĕсене кăтартрĕç. Жюри хĕрсен пултарулăхне, вĕсем юрă тĕнчине еплерех пĕлнине, вокал, хореографи уйрăмлăхĕсене, костюмĕсене пур енлĕн хакларĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе "Трак ен пики-2020" ята Алманч вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Дарья Иванова çĕнсе илчĕ. "Вице-Трак ен пики-2020", "Куракансем кăмăлланă пике" ята М. Павлова тивĕçрĕ, ытти номинацисенче — "Ăс пике" — Т. Сергеева, "Сăпайлă пике" — К. Алексеева, "Ăста пике" А. Иванова пулса тăчĕç. 

С. Самсонов.

Миçе çын пăхнă: 100 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2020  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2020