Тĕп страница » 2021 » Кăрлач » 8 » «Хыпар» çемйи пысăкланать, "Ял пурнăçĕ" хаçат Шупашкара куçать
«Хыпар» çемйи пысăкланать, "Ял пурнăçĕ" хаçат Шупашкара куçать
18:14
ЧР Министрсен Кабинечĕн иртнĕ ларăвĕнче «Хыпар» Издательство çуртне тÿррĕнех пырса тивекен ыйту та пулчĕ. Информполитика министрĕ Михаил Анисимов Красноармейски районĕн «Ял пурнăçĕ» тата Сĕнтĕрвăрри районĕн «Пирĕн сăмах» хаçачĕсен редакцийĕсене «Хыпарпа» пĕрлештересси çинчен пĕлтерчĕ. Çакă тиражĕпе пĕчĕк «районкăсене» финанс тата кадрсен енĕпе пулăшма кирлĕ утăм. Бюджет укçипе усă курасси тухăçлăрах пулать мĕн. Вырăнсенчи журналистсем хăйсен районĕсенчех ĕçлĕç, анчах райхаçатсен редакцийĕсен управлени функцийĕ пулмасть - ку тивĕç Шупашкара куçĕ.
Ку Трак ен (Красноармейски) районĕ пĕтессин тепĕр пысăк утăмĕ пулмалла. Райвоенкомат пĕтрĕ, райбольница пĕтрĕ, нумай предприяти хупăнчĕ, шкулсем хупăнчĕç...
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ. [ Регистрация | Вход ]
Сайт авторĕ тата модераторĕ-Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен