Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2020 » Ака » 24 » Инçе çыхăну мелĕпе ĕçлекен онлайн конференци иртрĕ
Инçе çыхăну мелĕпе ĕçлекен онлайн конференци иртрĕ
14:49
Сăн ÿкерчĕк

2020 çулхи ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ «Чăваш чĕлхипе литературине инçет мелпе вĕрентессин çивĕч ыйтăвĕсем» онлайн конференци ирттерчĕ.
ZOOM хушăм урлă йĕркеленĕ ĕçлĕ калаçăва Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенче, Чĕмпĕр облаçĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен 100 çын хутшăнчĕ.
Конференцие Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев уçрĕ, инçет вĕренĕвĕн хальхи вăхăтри çивĕч ыйтăвĕсене хускатрĕ, институт ку тĕлĕшпе мĕн ĕçлени çинчен каласа пачĕ.
Çĕрпÿ районĕн Михайловка шкулĕн директорĕ Владимир Андреев хăй йĕркеленĕ «Вĕренÿ порталĕ» платформа урлă инçет майпа вĕрентмелли майсем çинче чарăнса тăчĕ.
Чăваш чĕлхи эрнине инçет мелпе те кăсăклă ирттерме пулать: хăйĕн опычĕпе Шупашкар хулин хавшак сывлăхлă ачасен 2-мĕш шкулĕнче вăй хуракан Ирина Матьянова паллаштарчĕ.
Шупашкар шкулĕсен вĕрентекенĕсем Роза Мазикова (19-мĕш шкул) тата Зоя Лукина (36-мĕш шкул) уроксене Google формăпа ирттернин лайăх енĕсене тата çитменлĕхĕсене палăртрĕç.
Людмила Николаева (Шупашкар хулин 62-мĕш шкул вĕрентекенĕ) конференцие хутшăнакансене ачасем валли кăсăклă та илемлĕ видеоуроксем хатĕрленипе тĕлĕнтерчĕ.
Шел пулин те, пур çĕрте те Интернет кирлĕ пек ĕçлемест. Ун пек чухне чăваш чĕлхипе литературине вĕрентессине «Сетевой город. Образование» система урлă йĕркелеме май пурри те вĕрентекенсемшĕн кăсăклă пулчĕ, ун çинчен Элĕк районĕн Чăваш Сурăм шкулĕн вĕрентекенĕ Алина Петрова каласа пачĕ.
Шупашкар хулин 40-мĕш шкул вĕрентекенĕ Александр Степанов «Вырăс шкулĕнче чăваш чĕлхи урокĕсене ZOOM хушăм урлă ирттерессин хăй евĕрлĕхĕ» темăпа калаçрĕ.
Ял шкулĕсенче пур çĕртре те ZOOM хушăмпа ĕçлеме май çук, çавăнпа Хĕрлĕ Чутай районĕн Мишеркасси шкулĕн вĕрентекенĕ Светлана Храмова чăваш чĕлхипе литератури урокĕсене Якласс ресурсра ирттерни çинчен кăсăклă каласа пачĕ.
Инçет вĕренĕвĕн лайăх тата япăх енĕсене палăртса этнокультура вĕренĕвĕн кафедри ертÿçи Анна Егорова конференци ĕçне пĕтĕмлетрĕ, малашнехи ĕçсене палăртрĕ.
Конференци пуриншĕн те усăллă тата тухăçлă иртрĕ.
Асăннă онлайн конференцие пирĕн районти шкулсенче ĕçлекен чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем те хастар пулчĕç. Красноармейски шкулĕнчен Михайлов В.М, Михайлова З.П., Пикшик шкулĕнчен Тихонова Л.А., Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнчен - Козлова И.Н., Алманч шкулĕнчен - Герасимова И.В.

Миçе çын пăхнă: 260 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2020  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024