Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2019 » Раштав » 30 » Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕсем тата пиллĕкĕн
Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕсем тата пиллĕкĕн
21:33
Сăн ÿкерчĕк

Репортаж

Раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнчи каçхине районти Культура çуртĕнче районти Н. Янкас ячĕллĕ культура, литература тата искусство пĕрлĕхĕн 30 çулхи юбилейĕпе асăннă пĕрлĕхĕн çĕнĕ лауреачĕсене чыслас енĕпе савăнăçлă каç иртрĕ. Чăн та, урамра çав тери пăрлă пулнăран унта пырса куракансен йышĕ пĕчĕкрех пулчĕ. Каçа районти Культура çуртĕнче вăй хуракан Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ Н.Филиппова уçса йĕркелесе пычĕ. Правлени членĕсем пĕрлĕхĕн "Эпир - янкасçăсем" юррине (сăвви — Н. Ершовăн, кĕвви — И. Прокопьевăн) шăрантарнă хыççăн çỹлерех асăннă пĕрлĕх председателĕ И. Прокопьев сăмах илчĕ. — 30 çул ĕнтĕ пĕрлĕх культура, литература тата искусство енĕпе пурăнать тата ĕçлет. Хальччен 89 уйрăм çынпа 18 коллектив лауреат ятне илнĕ. Вĕсен йышĕ паян тата хушăнать. Сумлă юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатăп сире, — терĕ Иван Афанасьевич. Пуçтарăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н. Кузнецов ячĕпе унăн çумĕ В. Иванов та ыр сунчĕ. Валерий Юрьевич Нестер Янкас бюстне Янкас ялĕнчи çĕнĕ клубра (вăл ача сачĕн çуртĕнче пулать) вырнаçтарасса каларĕ, çакна Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П. Моисеев та çирĕплетрĕ. В. Иванов унтан асăннă пĕрлĕхĕн правлени членĕсене — А.А. Казакова, С.А. Гурьевăна, В.М. Данилова, Л.И. Антонова тата А.П. Алексеева район администрацийĕн Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Каçра хамăрăн мухтавлă ентеш — Чăваш халăх поэчĕ, Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ Ю. Сементер Трак енрен литературăпа искусство тата культура çыннисем чылайăн тухнине, çак кунсенче çеç-ха Кайри Карăк ялĕнче çуралнă Геннадий Федорович Трофимов (Юмарт) çыравçăна "Красноармейски ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ" ят панине пĕлтерчĕ. "Трак ен" ентешлĕх председателĕ А. Львов правлени членĕсене — В.М. Михайловпа В.З. Константинова ентешлĕхĕн "Туслăхпа шанчăклăхшăн" ("За дружбу и верность") медалĕпе чысларĕ. Виталий Михайловичпа Владимир Захарович иртнĕ вăхăтсене аса илчĕç. "Тăван Атăл" журнал редакторĕ, ЧР Профессиллĕ писательсен пĕрлĕхĕн председателĕ Л. Михайлова (Филиппова) Трак ене хывнă сăввине вуласа пачĕ, ачасене "Çĕнĕ хум" конкурса хатĕрленĕшĕн Красноармейскинчи вăтам шкул учительне З.П. Михайловăна ЧР Профессиллĕ писательсен пĕрлĕхĕн Тав хучĕпе чысларĕ. И. Прокопьев Лидия Михайловнăна пĕрлĕх членне йышăннине çирĕплетекен удостоверенипе паллă пачĕ. Сцена çинчен Владимир Мишшан сăвăç та сăмах каларĕ, Хĕветĕр Агивер саламне çитерчĕ, хăй çырнă сăвва вуларĕ. Малалла сцена çине "Заволжский" клуб çумĕнчи "Карамельки" ташă ушкăнĕн (ертỹçи — Э. Романова) кĕçĕн тата аслăрах çулсенчи ташăçисем тухрĕç. Вĕсене Тав çырăвĕпе чысларĕç. Каçăн хумхануллă саманчĕ çывхарчĕ. Çĕнĕ лауреатсене чыслама пуçăнчĕç. Вĕсем хальхинче — пиллĕкĕн. Пĕрремĕшĕ — Роза Семеновна Волкова сăвăç-юрăç, çыравçă тата композитор, педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Вăл 1937 çулта Элĕк районĕнчи Çĕнкас Юнтапа ялĕнче çуралнă, пирĕн районти Çирĕклĕ ялĕн кинĕ. Çирĕм çул ытла Трак тăрăхĕнчи Карайпа Яманак шкулĕсенчи ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Лауреат ятне пама чăваш халăхне илемлĕ юрăсем парнеленĕшĕн, "Улмуççи шап-шурă çеçкереччĕ" (2014), "Хăçан тĕл пулăпăр" юрă кĕнекисемшĕн ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин "Красноармейски районĕн "Ял пурнăçĕ" хаçат редакцийĕ" хăй тытăмлă учрежденийĕ тăратнă. Иккĕмĕшĕ — журналист, сăвăç-çыравçă, "Тăван Атăл" журнал редакторĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, ЧР Профессиллĕ Писательсен пĕрлĕхĕн председателĕ Лидия Михайловна Михайлова (Филиппова). 1967 çулта Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕнче çуралнă. Лауреат ятне пама 2019 çулта Трак тăрăхĕнчи çыравçăсен хайлавĕсене кун çути кăтартнăшăн тата юлашки вăхăтра пичетленнĕ "Чун таппи" (2015), "Заколдованная черёмуха" (2019) кĕнекисемшĕн Красноармейски районĕнчи Н. Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ тăратнă. Виççĕмĕшĕ — эстрада юрăçи, композитор, педагог Сергей Германович Петров. Вăл 1989 çулта хамăр районти Тусай ялĕнче çуралнă. Лауреат ятне пама 2019 çулта чăваш юрри-кĕввине Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче анлă сарнăшăн, Трак ен халăхне хăйĕн ăсталăх-пултарулăхĕпе паллаштарнăшăн ЧР "Эстрада юрăçисен пĕрлĕхĕ" тăратнă. Тăваттăмăшĕ — халăх пултарулăх тата шỹт ăсти, районти Культура çурчĕ çумĕнчи халăх хорĕн юрăçи тата халăх театрĕн артисчĕ Геннадий Сергеевич Сергеев. Вăл 1933 çулта Вăрмар районĕнчи Пысăк Енкасси ялĕнче çуралнă. Красноармейски ялĕнче пурăнать. Ĕç ветеранĕ. Отставкăри майор. Лауреат ятне пама 2019 çулта Трак ен халăхне хăйĕн иксĕлми пултарулăхĕпе паллаштарса тăнăшăн, халăх пултарулăхне аталантарас ĕçе сумлă тỹпе хывнăшăн, общество ĕçне хастар хутшăннăшăн районти Культура çуртĕнчи халăх театрĕпе халăх хорĕн тата унта тăрăшакан культура ĕçченĕсен пĕрлехи пухăвĕ тăратнă. Пиллĕкмĕшĕ — халăх пултарулăхĕн ăсти, районти Культура çурчĕ çумĕнчи "Трак ен" фольклор ушкăнĕн, халăх хорĕн тата ĕç ветеранĕсен хорĕн юрăçи Эльвира Ивановна Федорова. Вăл 1955 çулта хамăр районти Нимĕчкасси ялĕнче çуралнă. Лауреат ятне пама ăна 2019 çулта Трак ен халăхне хăйĕн иксĕлми пултарулăхĕпе паллаштарса тăнăшăн, халăх пултарулăхне аталантарас ĕçе сумлă тỹпе хывнăшăн, общество ĕçне хастар хутшăннăшăн районти "Культура тата библиотека ĕçне аталантаракан центр" муниципаллă культура учрежденийĕ тăратнă. Савăнăçлă каçра пиллĕкĕшне те лауреат дипломĕпе тата чыслав паллипе (медальпе) чысларĕç. Наградăсем татах та пулчĕç çав каç. Акă, ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕ А. Скворцов пĕрлĕх председательне И.А. Прокопьева — Чăваш наци академийĕн А.П. Айдак ячĕллĕ "Халăхшăн тăрăшнăшăн" ("За службу народу") орденĕпе, ЧНКн районти уйрăмĕн ертỹçи З. Михайлова А.И. Скворцова Чăваш наци академийĕн Хисеп хучĕпе, Н.Г. Ершов-Янгер сăвăç-çыравçăна И. Прокопьев  пĕрлĕхĕн "Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн" ("За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры") орденĕпе чысларĕç. Николай Гаврилович вара иртнине аса илчĕ, Н. Янкаса халалланă хăйĕн сăввине вуларĕ. Кунпа пĕрлех районти Культура çурчĕ çумĕнчи "Трак ен" фольклор ушкăнĕн ертỹçине А.Н. Никоноровăна — пĕрлĕхĕн "Чăвашлăха аталантарнăшăн" ("За развитие чувашской культуры") медалĕпе, районти Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхе, А.А. Раськина пĕрлĕхĕн Хисеп хучĕпе, В.С. Серафимова, Г.Л. Ефимов-Туслине Красноармейски районĕнчи ЧНК уйрăмĕн Хисеп хучĕпе чысларĕç. "Заволжский" клуб çумĕнчи "Юность" ташă ушкăнĕ (ертỹçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. Федорова) хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Концерта Вăрнар районĕнчи Калининăри Людмила Терентьевăпа Виктор Волков, Сергей Петров эстрада юрăçи, Гурий Дубров, Геннадий Сергеев, Эльвира Федорова, районти Культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорĕн пĕр ушкăнĕ те хутшăнчĕç.

В. Данилов.

Миçе çын пăхнă: 374 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2019  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024