Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2020 » Нарăс » 22 » Трак енри халăх фольклор ушкăнĕ уйрăмах палăрнă
Трак енри халăх фольклор ушкăнĕ уйрăмах палăрнă
21:11
Сăн ÿкерчĕк

Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕ йĕркеленипе тĕнчери халăхсен хушшинчи «Чăваш Ене мухтаса» III фестиваль-конкурс анлă иртрĕ. Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа республикӑра пысӑк пӗлтерӗшлӗ культура мероприятисем чылай иртеҫҫӗ. Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗ Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗ пулӑшнипе литературăпа музыка хайлавĕсен «Чăваш Ене мухтаса» халăхсен хушшинчи конкурс-фестиваль йӗркелерӗҫ. Проект авторĕ, тĕп йĕркелÿçи Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн председателĕ Вера Севастьяновна Архипова. Асăннă конкурс тĕп тĕллевĕ – Тăван енĕмĕрти наци культурине, халăх йăлисене тата професси ăсталăхне упраса хăварасси тата аталантарасси, ҫамрӑксем хушшинчи хастарлăха ӳстересси, Чӑваш ҫӗршывӗн пуян историпе культурине туллин уҫса парасси. Çак конкурс-фестивале ирттерсе эпир ÿссе пыракан ăрăвăн наци культурипе тата халăх йăлисемпе çыхăннă пĕлĕвĕн шайне ÿстересшĕн. Унсăр пуçне ку ĕçре пултаруллă, пуçарулă ачасене хавхалантарасшăн. Çавăн пекех вĕрентекенсене, ÿссе пыракан ăрăва уроксем хыççăн та пултарулăх енĕпе тата та тĕплĕнрех ĕçлеме хистесшĕн. Хутшăнакансене тĕрлĕ номинацире хакларăмăр. Вĕсем «Юрлас тата кĕвĕ калас ăсталăх (автор кĕввисене уйрăм ушкăнра)», «Музыка хайлавĕ», «Литература хайлавĕ (проза тата поэзи)», «Литература вулавĕ», «Театр ăсталăхĕ», «Фольклор ăсталăхĕ» енсĕсемпе хăйсен пултарулăхне кăтартма пултарчĕç. Конкурс-фестивале хутшăнакансем тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ. Сăмахран, хăйсен ĕçĕсене Чăваш, Тутар тата Пушкӑрт Республикинчен, Чӗмпĕр тăрăхĕнчен, Крымран, Питӗрпе Ленинград облаҫӗнчен, Мускавран, Замби, Чехи, Ангола, Алжир, Египет, Палестина, Туркменистанпа Узбекистан тата ытти çĕршыври çамрăксем куçăмлă тата куçăмсăр майпа тăратнă. Нарăсăн 22-мĕшĕнче ирпе-ирех Шупашкарти Туслăх çурчĕ кĕрлесе кăна тăчĕ. Тĕрлĕ пÿлĕмсенче фестиваль тÿрисем хутшăнакансен пултаруллăхне хакларĕç. Светлана Асаматпа Раиса Сарпи тата Юрий Сементер паллă поэтсем «Литература хайлавĕ, литература вулавĕ» номинацире сăвă вулакансене тата хайлакансене итлерĕç, хакласа хăйсен сĕнĕвĕсене пачĕç. Фестивале хутшăнма кăмăл тунисен музыка ăсталăхне Любовь Бушуева, Надежда Гайбурова тата Валентина Архипова тĕплĕн итлерĕç, хакларĕç. Театр тата фольклор ăсталăхне Чăваш халăх артисчĕ Иван Иванов, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Елена Шурту тата ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Земфира Яковлева пăхса тухрĕç. Тĕрлĕ ÿсĕмри çĕр аллă çын тата ушкăнсенчен чи пултаруллисене суйлама çăмăлах пулмарĕ пулин те, маттуррисене тÿрех асăрхама май килчĕ. Вĕсен пултаруллăхĕпе Гала-концертра тепĕр хут паллашма тата чи хастаррисене тĕрлĕ дипломсемпе хавхалантарма май пулчĕ. Гала-концерта Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов уçрĕ. Вăл фестивале хутшăннă маттур та пултаруллă çынсене саламларĕ, чĕререн тав турĕ, Чăваш Еншĕн тунă пархатарлă ĕçсемшĕн мухтарĕ. Муркаш районĕнчи Калайкасси шкулĕнчи вĕренекенсен «Сывлăмпи» ансамбльне (ертÿçисем Алина Данилова, Надежда Кондукторова) уйрăм тав туса хавхалантарчĕ, ятарлă парнепе чысларĕ. «Чăваш Ене мухтаса» фестивальте Чăваш Ен халăхĕсен Ассамблеин ертÿçи Лев Кураков, Туслăх çурчĕн директорĕ Юрий Токмаков, ветерансен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Николай Семенов, ЧНК вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров тата ыттисем те тухса калаçрĕç, хутшăнакансене тата çĕнтерÿçĕсене тав турĕç. Уява ЧНК çумĕнчи алă ăстисен Ассоциацийĕн пайташĕсем хăйсен ĕçĕсемпе илемлетрĕç, вĕсене курма килнисем пăхса савăнчĕç. Курма килнисем уяв кашни çул илемленсе, анлăланса пынине палăртрĕç. Кăçал Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине палăртса вăрçă темипе чылай номерсем пулчĕç. Трак енри халăх фольклор ушкăнĕ ку енĕпе уйрăмах палăрчĕ. Фойере Чăваш Ене мухтаса тĕрлĕ чĕлхепе юрă-ташă, вăйă-кулă янăрарĕ.

ЧНК пресс-служби.

 

Миçе çын пăхнă: 309 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2020  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
242526272829

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024