Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2019 » Раштав » 11 » Трак ен пики - конкурс çĕнтерÿçи
Трак ен пики - конкурс çĕнтерÿçи
23:30
Сăн ÿкерчĕк

Тĕплĕнрех

Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Раҫҫейӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗсенчен тата Чӑваш Енри тӗрлӗ районсенчен пуҫтарӑннӑ чи маттур пикесем хушшинче "Раҫҫей чӑваш пики – 2019" конкурс пулчĕ, унта пурĕ çирĕм пике тупăшрĕ. Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленӗ çак илемлĕхпе пултарулăх конкурсӗ Шупашкарти оперӑпа балет театрӗнче иртрӗ. Мăнаçлă та хăтлă керменĕн пысăк та илемлĕ залне халăх туллиех пухăнчĕ. Çак чаплă уяв пурне те килĕшет иккен. Çакна та каласа хăвармалла, ытти çулсемпе танлаштарсан, кӑҫалхи ӑмӑртӑва ҫӗнӗлӗхсем те кӗртнӗ. Палăртнă конкурс фойеренех пуҫланчӗ, кунта чӑваш апат-ҫимӗҫӗн конкурсӗ иртрĕ. Жюри членĕсем хӗрсен ăсталӑхне фойерех хаклама пултарчӗҫ. Тутлă апат-çимĕçе вырнаçтарса хума кашни пике валли уйрăм сĕтел уйăрса панă. Пикесем вара хăйсем илсе килнĕ апата еплерех хатĕрлени çинчен илемлĕ те çепĕç чӑваш чӗлхипе каласа кăтартрӗҫ.

Ытти конкурссем  театрăн концерт залĕнче иртрӗç. "Раҫҫей чӑваш пики –2019" конкурса хутшӑнакан ҫирӗм пике илемлĕ чăваш тумĕпе сцена çине тухса тăчĕç. Вĕсене тата залра ларакансене Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Федорович Угаслов илемлӗхпе çамрăклăх уявĕпе ăшшăн саламларӗ, хĕрсене амăртура пултарулăхпа хастарлăх, ӑнӑҫу сунчӗ. Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов ҫакăн пек конкурссем йӗркелеме пултарнӑшӑн Николай Угаслова, конгресс хастарӗсене чунтан тав турĕ, хӑй енчен уява йĕркелекенсене Тав хучӗсемпе парнесем пачӗ. Чӑваш Патшалӑх Канашӗн председателӗн ҫумӗ Вячеслав Рафинов, Чӑваш Ен халӑхӗсен ассамблейин пуҫлӑхӗ Лев Кураков, культура Министерствин пай Пуҫлӑхӗ Кирилл Павлов та чӑваш пикисене мухтаса ырӑ сӑмахсем каларӗҫ.

Пикесен кăçалхи ӑмӑртӑвӗ чӑннипех те илемлӗ те пуян пулчӗ. Кашни конкурса хĕрсем тĕплĕн хатĕрленни курăнчĕ: сцена çинче хăйсене сапайлă тыткалани, куракансене хӑйсемпе паллаштарни, пултарулӑхпа тата ӑс-тӑна кăтартма пултарни – пурте куракансене пăхса ларма интереслĕ те кăмăллă пулчĕ.

Пикесен пултарулăхне пилĕк номинаципе хакланă хыççăн чи нумай балл пуçтарса Каҫал пики Татьяна Матросова "Раҫҫей чӑваш пики – 2019" ята çĕнсе илчӗ. Муркаш районӗнчен килнӗ Анастасия Яковлева вара "Вице-чӑваш пики – 2019" ята тивӗҫрӗ. Кӑҫал куракансем кӑмӑлланӑ пикене интернетри "В контакте" сайтри Чӑваш наци конгресӗн ушкӑнӗнче пикесемшӗн сасӑласа палӑртрӗҫ. Ҫич ҫӗр ытла лайк пуҫтарса ку номинацире Канаш районӗнчи Милена Никитина ҫӗнтерчӗ. Чӑваш ен тулашӗнчи пурӗ 4 регионтан (Чӗмпӗр, Тюмень, Екатеринбург тата Питӗр) килнӗ хӗрсенчен  Екатеринбургри Арина Давыдова "Чӑваш ен тулашӗнчен чи пултаруллӑ пике" ята илме пултарчӗ. Шупашкарти культурӑпа ӳнер институчӗн студентки Елена Васильева пуринчен те тарават пике пулнипе палӑрчӗ. "Ҫивӗч ӑс-тӑнлӑ пике" номинацире вара Трак ен пики Анна Игнатьева çĕнтерчӗ. Хӳхӗмлӗхӗпе Йӗпреҫ район пики Татьяна Яковлева палӑрчӗ.
"Раҫҫей чӑваш пики – 2019" конкурс ҫӗнтерӳҫине Татьяна Матросовӑна ЧНК президенчӗ Николай Угаслов хĕрлĕ хӑю ҫакса ячӗ, илемлĕ тухья тӑхӑнтартрӗ. Унсӑр пуҫне Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов 10 пинлӗх парне парса хавхалантарчӗ. "Вице чӑваш пики – 2019" пулса тӑнӑ Муркаш пикине Анастасия Яковлевӑна конгресӑн Ыр кӑмӑллӑх фончӗн директорӗ Павел Вязов Турцире канма путевка парнелерӗ.

Конкурса хутшӑннӑ пикесем пурте Диплом тата парнесем илме тивĕç пулчĕç.  Чăваш наци конгресĕн ырă пуçарăвĕсене, чаплă уявĕсене килĕштерекен  спонсорсем пулӑшнипе тӗрлӗрен сертификатсене, сумлă парнесене тивӗҫрӗҫ.
Курса ларакансем уяв ҫӳллӗ шайра иртнине палӑртрӗҫ. Ăста пикесен иксĕлми пултарулӑхӗ, юрри-ташши, сӑвви-сӑмахӗ пурин кăмăлне те кайрӗ. Чăваш çамрăкĕсем маттур пулни, тăван чĕлхепе тĕрĕс те илемлĕ калаçни, пултарулăхпа тата ăсталăхпа палăрни, чăваш культурине хисеплени савăнтарать.

Чăваш наци конгресĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ячĕпе Аня Игнатьевăна конкурса хастар хутшăнса çĕнтерÿçĕ пулса тăнă ятпа ăшшăн саламлатпăр, малашне те ăнăçу, çирĕп сывлăх, телей, çитĕнÿсем сунатпăр. Район администрацине Трак ен пикине "Раҫҫей чӑваш пики – 2019" конкурса хутшăнма майсем туса панăшăн тав тăватпăр. Клавдия Ильинична Васильевăна та конкурсанткăн сăвă илемлĕ вулас ăсталăхне туптама пулăшнăшăн, Светлана Матвеевна Мефодьевăна хăйĕн тĕрри-эрешĕсемпе уявра йĕркеленĕ "Чăваш тумĕпе капăрлăхĕ" выставкăна хутшăннăшăн тав сăмахĕ калатпăр.

 Зинаида Михайлова, Чăваш наци конгресĕн Трак енри уйрăмĕн ертÿçи

Миçе çын пăхнă: 258 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2019  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024