Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2019 » Чÿк » 27 » Трак енсене шапăртăк чапа кăларнă
Трак енсене шапăртăк чапа кăларнă
19:55
Сăн ÿкерчĕк

Купăс çук чухне мĕн тумалла? Ушкăнпа пĕрле пĕр харăс, пĕр кĕвĕллĕ тăпăртатса ташламалла. Çапла тунă та чăваш хĕрарăмĕсем. Сăмахăм «Трак ен» халăх фольклор ансамблĕн «Шапăртăк» ташши çинчен. Вăл Красноармейскисен визит карточки пекех.

«Ĕлĕк хĕрарăмсем ĕçкĕ-çикĕре купăс çук чухне шапăртаттарса ташланă. Трак тăрăхĕнчи ялсенче ватăсем ку ташша ташласа кăтартнине виçĕ хутчен çырса илнĕ эпĕ. Чи малтан Яманакри Анфиса Форверц кăтартнăччĕ ăна. Каярахпа Васнарта тата Карай тăрăхĕнчи ватăсем ташланăччĕ. Пурте пĕр хусканусенех тăватчĕç. Ăна эпир хамăр ансамбльпе 1998 çултанпах ташлатпăр. Халĕ те лайăх йышăнать ăна халăх», - çапла пуçларĕ калаçăва Красноармейски районĕнчи культура çуртĕнчи «Трак ен» халăх фольклор ансамблĕн концертмейстерĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Никоноров. Сăмах май, асăннă пултарулăх ушкăнĕ 1999 çулта Нестер Янкас премине тивĕçнĕ, 2001 çулта ăна халăх ятне панă. «Трак ен» халăх фольклор ушкăнне 1997-2014 çулсенче Николай Михайлович ертсе пынă. Халĕ ертÿçĕ тилхепи унăн мăшăрĕн Антонина Николаевнăн аллинче. Николай Никоноров пĕлтернĕ тăрăх, Красноармейскисен авалхи йăли-йĕркине, пултарулăхне тĕпе хурса Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ те «Шапăртăк» ташшине ташлама тытăннă. «Н.Жиганов ячĕллĕ Хусан патшалăх консерваторине пĕтернĕ хыççăн хамăр тăрăхра ĕçлеме пуçларăм. Пĕчĕккĕн ĕçе кÿлĕннĕ май Трак енчи авалхи юрăсене пуçтарас енĕпе экспедицисем йĕркелерĕм. Пирĕн ушкăнра видеооператор та, чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсем те пурччĕ. Эпир Пайсупин, Алманч, Карай, Яманак ялĕсенчи ĕлĕкхи юрра-ташша çыра-çыра илтĕмĕр. Ял-ял тăрăх пĕччен те пайтах çÿренĕ эпĕ. Калăпăр, «Матьшу пусси» юрра мана Пайсупин ялĕнче юрласа кăтартнă. Аннерен Александра Гавриловнăран чылай юрă çырса илтĕм. Анне чĕрçи çинче тĕпренчĕкĕсене сиктерсе ларнă чухне чăваш халăх юррисене шăрантарни халĕ те асрах. Пĕррехинче каçхине аннерен «Шур тутăрне» халăх юррине çырса илтĕм. «Чим-ха, çавăнта тепĕр çаврăм манса юлнă», - терĕ вăл тепĕр кунхине. Унăн юррисем çыпăçуллăччĕ. Фольклор ушкăнĕ эпĕ ĕçлеме пуçланă чухне «Йыхрав» ятлăччĕ. Пуринпе те килĕшсе ăна «Трак ен» тесе улăштартăмăр. Вăл Трак тăрăхне палăртать. Çав вăхăтрах халăх пултарулăхĕн арчи пулса тăрать», - паллаштарчĕ Николай Михайлович. Николай Никоноров паян «Трак ен» фольклор ансамблĕпе кăна ĕçлемест, Красноармейски салинчи культура çуртĕнчи халăх хорне те ертсе пырать. Вĕсем республика шайĕнчи тĕрлĕ конкурса тăтăшах хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ. «Эпĕ Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Арапуç ялĕнче çуралнă. Шкул сцени çинче юрланă. Хирти Пикшик шкулне пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче пĕлÿ илтĕм. Дипломлă специалист пулса тăрсан Шупашкарти Калинин районĕнчи ачасен пултарулăх çуртĕнче ĕçлерĕм. 2003 çулта Шупашкарта пулас мăшăрăмпа Николайпа паллашрăмăр. Тепĕр çур çултан вăл Тюмень тăрăхне ĕçлеме тухса кайрĕ. Çулталăкран мана та чĕнсе илчĕ. Эпир унта Тюмень тăрăхĕнчи чăвашсен «Тăван» пултарулăх ушкăнĕпе ĕçленĕ. Унтах çемье çавăртăмăр. 2006 çулта ача çуралчĕ. 2007 çулта Красноармейскине таврăнтăмăр, «Трак ен» фольклор ансамблĕнче юрлама тытăнтăмăр. 2014 çулта мана çак ушкăна ертсе пыма шанчĕç. Упăшкапа икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтеретпĕр. Вĕсем те юрлама, ташлама кăмăллаççĕ. Тĕрлĕ конкурса хутшăнса хăйсен пултарулăхне ÿстерсе пыраççĕ. Хăй вăхăтĕнче эпир çемье ансамблĕпе те сцена çине тухнăччĕ. Манăн атте купăс каланă. Унăн йăмăкĕсем те музыка енĕпе ăста. Анне те юрлама юратать. Унăн сасси питĕ хитре. Юбилейре авалхи юрра шăрантарчĕ. Юлашки вăхăтра анне юрланине илтменччĕ. Тĕлĕнсех кайрăм. «Ай-яй, сасси уçă», - терĕ Николай та. Мăшăр пĕр ĕçре ĕçлени питĕ лайăх. Эпир яланах пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса, хавхалантарса пыратпăр. «Трак ен» ансамбле 19 çын çÿрет. Чи асли кăрлачра 86 çул тултарать. Вăл - Гурий Дубров. Гурий Егорович ансамбле мĕн йĕркеленĕренпех килет. Сцена çинче кăмака питлĕхĕпе ташлакан Зиновий Петров - 82 çулта. Гурий Егорович «Мачьшу пуссине» юрлать. Мĕнле янравлă, илемлĕ унăн сасси. Вĕсем - пирĕн «ахахсем». Ольга Никифоровăпа Леонид Иванов, Ольгăпа Лев Григорьевсем те чылайранпах пирĕн йышра. Эпир тепĕр чухне репетицисене кунĕпех ирттеретпĕр. «Эпир кунта ĕçе килнĕ пек çÿретпĕр», - теççĕ вĕсем. Малашне те авалхи чăваш юррисене çырса илесчĕ. Концерт программине пуянлатма, ташшисене вăйлатма тăрăшатпăр. Çи-пуçа, музыка инструменчĕсене çĕнетес килет. Тĕллевĕ нумай. Пире Красноармейски районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов нумай пулăшса пырать. Нумаях пулмасть баян туянма, костюмсем çĕлетме укçа пачĕ. Концертпа тухса çÿреме автобус уйăрма та шантарать. Эпĕ музыка училищинче вĕреннĕ вăхăтра Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ялсенче те экспедици ирттернĕ, Кĕçĕн Арапуçĕнче хамăр тăрăхри юрăсене çырса илнĕ. Эпир хушăран хамăр концертсене кĕртетпĕр вĕсене», - калаçăва хутшăнчĕ Антонина Николаевна. Халĕ вăл сцена çине ытларах чухне Трак тăрăхĕнчи юрăсемпе тухать. Ку енчи авалхи çи-пуç ытларах килĕшнине те пытармарĕ Антонина Никонорова. «Фольклор ансамблĕн паян икĕ тĕрлĕ тум. Пĕри - сцена костюмĕ, тепри шурă пиртен çĕлетнĕ кĕпе, сатин саппун. Вĕсене йăлтах ватăсенчен пуçтарнă. Кĕпе аркисене шурă чĕнтĕр çыхнă. Урана ятарласа çĕлетнĕ сăран хура атă тăхăнатпăр. Репертуарта - 100 яхăн юрă тата ташăсем. Чи паллисем - «Шапăртăк» ташă, «Эп каймăттăм вăрманне», «Ыр ут юртать», «Çуркуннепе хура вăрман» хăна юррисем. «Матьшу пусси» те ытларах юрлакан юрăсен йышĕнче. «Таш ташлама тухиччен» ташша халăх питĕ юратать. Халĕ тата «Ярăм-ярăм шăрçине», шуса ташламалли ташша, сцена çине кăлартăмăр. Авал пирĕн патра ытларах шуса ташланă тесе шухăшлатăп. Хăш-пĕр районтисем сиксе ташланине пăхатăн та - ай-яй, чун ыратать. Арçынсене, тен, килĕшет те пуль, анчах этемлĕхĕн черчен çуррине… Жюрире ларакансем те асăрхаттармаççĕ-çке вĕсене. Ĕлĕк хăнара та сиксе ташламан, хĕрарăмсем ытлашши хускану туман, акăшсем пек шунă. «Ярăм-ярăм шăрçине» ташша Николай Михайлович кăштах улăштарчĕ. Купăс вырăнне шăпăр кĕртрĕ. Шăпăрне хăй калать. Çак ĕçре вăл пурăнать, уншăн чунне парать», - палăртрĕ Антонина Николаевна. Енĕшкассинче çырса илнĕ «Хорн тăрне хăпариччен» «Трак ен» «о» сасăпах юрлать. «Пĕчĕкçĕ çырма» анатри чăвашсен юррине вырăнти диалекта пăхăнса шăрантараççĕ. Ăна Антонина Никонорова Кĕçĕн Арапуç ялĕнче кукамăшĕн йăмăкĕнчен - Елюк аппаран - çырса илнĕ. Кукамăшĕ Фекла Царева та ăна ĕлĕкхи юрăсене нумай юрласа панă, ташшисене ташласа кăтартнă. «Трак ен» республикăри нумай-нумай конкурс çĕнтерÿçи. Кÿршĕллĕ республикăсене те тухса çÿреççĕ Красноармейскисем. «Сцена çинче раснарах курăнас килет. Фольклор ушкăнне çамрăксене явăçтарас ĕмĕтсем пур. Фольклорпа курнăçсан вĕсен шухăшĕ улшăнать. Мĕншĕн тесен чăваш халăх юрри илемлĕ! Халăх кăмăллатăр тесен кăмăлтан ĕçлемелле. Сцена çинчи артистсемпе залри куракансен хушшинче тачă, ăшă çыхăну пулмалла», - пĕтĕмлетрĕç Никоноровсем.

Роза ВЛАСОВА "Хыпар" хаçатран

ШУХĂШ Эльвира ФЕДОРОВА, Красноармейскинче пурăнакан: - «Трак ен» ансамбле 20 çул ытла юрлама çÿретĕп. Никоноровсене питĕ пысăк тав сăмахĕ калас килет. Пире вĕсем вĕрентнипе, хавхалантарнипе Шупашкар сцени çинче иртекен эстрада концерчĕсене те чĕнме пуçларĕç. Никоноровсем - питĕ пултаруллă çынсем. Вĕсем пирĕн ансамбле ертсе пынăшăн шутсăр савăнатпăр, вĕсем патне юрлама пĕтĕм ĕçе пăрахсах çÿретпĕр.

Миçе çын пăхнă: 256 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2019  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024