Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2021 » Çĕртме » 11 » Ольга Архипова сăвăç-çыравçăна Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕн ятне панă
Ольга Архипова сăвăç-çыравçăна Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕн ятне панă
14:42
Сăн ÿкерчĕк

Архипова (Александрова) Ольга Александровна 1929 çулхи авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Тусай ялĕнче çуралнă. Ачалăхĕ колхозсем йĕркеленнĕ пăтравлă вăхăтра, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1941-1945 çулĕсемпе пĕр килнĕ. Тусайри пуçламăш, Упири вăтам шкулта (1949),  Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ патшалăх педагогика институтĕнчен историпе филологи факультечĕн чăваш чĕлхипе литература уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă (1953). Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпари вăтам (1953-1956),  Кĕçĕн Таяпари çичĕ çул вĕренмелли (1956-1957),  Елчĕкри вăтам(1957-1958),Çĕмĕрле районĕнчи Юманайри вăтам (1958-1985) шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ.

Педагог, фольклорист, таврапĕлÿçĕ, общество деятелĕ, ĕçпе вĕрентÿ (1953-1985) тата тыл (1941- 1945) ветеранĕ, вăрçă ачи, Чăваш Республикин çыравçăсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1997), фольклор ансамблĕн никĕслевçи тата ертÿçи (1970), «Ылтăн тата хурçă перо» тăван чĕлхепе литература  кружокне пуçараканĕ тата ертсе пыраканĕ, «Çамрăк хунавсем» литература антологийĕпе альманахне йĕркелекенĕ,  республика тата Раççей пичет кăларăмĕсенчи статьясен тата чылай кĕнеке авторĕ, радио-тележурналистикăра та палăрнă.

Алексей Талвир ячĕллĕ литература, И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш наци премийĕсен лауреачĕ, чăваш халăх пултарулăхĕн тĕрлĕ фестиваль-конкурс лауреачĕ (1960-1980), СССР халăх артисчĕ Вера Кузьмина ячĕлл илемлĕ вулав конкурсĕн лауреачĕ (2017).  «Ĕç ветеранĕ», 2-мĕш степенлĕ «Медаль материнства», Раççейри ача çыравçисен пĕрлешĕвĕн «Мудрая сова», «Вăрçă ачисем», Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçин Çĕнтерĕвĕн юбилейлă медалĕсене тата Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.

Ольга Александровна Севастиан Михайлович Архипов мăшăрĕпе пĕтĕм пурнăçне ачасене вĕрентессипе, воспитании парассипе çыхăнтарнă, халăха çутта кăларас тесе нумай тăрăшнă. Севастиан Михайлович вун çиччĕре чухнех çак ĕçе пикеннĕ, 58 çул педагогика тытăмĕнче тăрăшнă, 20 çул ытла Çĕмĕрле районĕнчи Юманайри вăтам шкул директорĕнче вăй хунă. Ольга Александровна çамрăксен темиçе ÿсĕмне хамăрăн пăлхар-сăвар-чăваш чĕлхин евĕрентес пархатарлă ĕçе пĕтĕм пурнăçне хывнă, чăваш сывлăшне сиплĕх кÿрес енĕпе пысăк утăмсем тунă. Архиповсем пилĕк ачана ура çине тăратнă. Вĕсем те ашшĕ-амăшĕн çулĕпе утаççĕ. Çемьен пĕтĕмĕшле педагогика стажĕ 550 çул ытла шутланать. Ольга Александровна тата Севастиан Михайлович Архиповсем вĕрентÿпе культура аталанăвне пысăк ÿсĕм кÿнĕ.

Миçе çын пăхнă: 211 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2021  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024