Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк

«Хама 88-ти çын пек туймастăп. Нумаях пулмасть «Трак ен» ансамбльпе Чулхулана кайса килтĕмĕр. Атăл хĕрринчи Культура керменĕнче хамăрăн пултарулăхпа паллаштартăмăр», - тет Гурий Егорович. Вăл 88 çулта тесе никам та калаймĕ. Йăрă та çаврăнăçуллăскер сцена çине тухать: юрлать, ташлать. Кÿршĕ регионсене концерт лартма çÿрет. Кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларать. Кăмакал Курккин вăй-халĕ тапса тăрать. Сăмахăм Красноармейски салинче пурăнакан тавра пĕлÿçĕ Гурий Дубров çинчен.
Гурий Дубров тавра пĕлÿçĕ, çыравçă Красноармейски районĕнчи Кăмакалта 1934 çулта çуралнă. Кĕçĕн Шетмĕри тата Красноармейскинчи шкулĕсенче пĕлÿ илнĕ. Пушкăрт Республикинчи Пелепей хулинчи киномеханиксен шкулĕнче вĕреннĕ. Каярахпа Шупашкарти коопераци техникумне пĕтернĕ. 1953-1956 çулсенче çарта пулнă. Пĕр вăхăт Трак тăрăхĕнче киномеханикре вăй хунă. 1958-1966 çулсенче Самар облаçĕнчи Клявлин районĕн культура пайĕн пуçлăхĕн çумĕнче тăрăшнă. 1966-1982 çулсенче Кр ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 105 | Хăçан хушнă: 25.12.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Красноармейскинче пурăнакан ĕç ветеранне, 90 çулти Валерьян Григорьева хăйсен тăрăхĕнче пĕлмен çын çук. Мăшăрĕпе Мира Никандровнăпа вĕсем 70 çула яхăн килĕштерсе пурăнаççĕ. «Епле çавăн пек пулма пĕлнĕ-ха эсир?» — тĕлĕнеççĕ вĕсенчен Трак енсем. «Улми йывăççинчен аякка ÿкмест», — тенешкел Валерьян Григорьевичăн ашшĕпе амăшне те Хĕлеçсем хăй вăхăтĕнче çапла каланă. Валерьян Григорьев Хĕлеç ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ Григорий Николаевич тăлăх ача пулнă. Аслашшĕ Николай Павлович Тĕнчен пĕрремĕш вăрçи пуçланнă чухне асламăшĕпе Ксения Сергеевнăпа сĕлĕ вырнă. Ăна çавăн чухне вăрçа кайма повестка панă. Вăл ун чухне 30 çул урлă каçнă çын пулнă. 1915 çулхи раштав уйăхĕнче йывăр аманнă. Сызрань хулине госпитале лекнĕ. Ăна операци тунă. 1915 çул вĕçĕнче Николай Павлович киле таврăннă. ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 111 | Хăçан хушнă: 22.12.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх 2022 çулшăн литературăпа ÿнерте тата культура аталанăвĕнче палăрнă пултаруллă çынсене Нестер Янкас ячĕллĕ Преми памашкăн кандидатсем тăратмашкăн халăх умне сĕнÿпе тухать. Кандидат çинчен калакан автобиографипе характеристикăна тата ăна тăратакан организацин ыйтса çырнине Преми паракан комиссине 2023 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕччен çитермелле.
Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен преми тĕллевĕ çакăн пек: чăваш культурипе искусствине, литературипе чĕлхине аталантарас, культурăпа истори палăкĕсене упрас, халăхсен туслăхне çирĕплетес, ÿссе çитĕнекен ăрăва тĕрĕс-тĕкел воспитани парас, уйрăм çынсен пултарулăхне аталантарас, наци культурин çитĕнĕвĕсене халăх хушшинче сарас енĕпе тунă ĕçсемшĕн хавхалантарасси.
Премие чăваш культурине, литературипе искусствине малалла аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, республикăмăрти тата районти ял çыннисен тĕрлĕ социаллă сийĕн культура аталанăвĕнчи халăх пултарулăхĕн хастарлăхне ÿстернĕшĕн параççĕ ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 98 | Хăçан хушнă: 17.12.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Красноармейскинчи Кану çуртĕнче Ветерансен хорне йĕркеленĕренпе 25 çул çитнине паллă турĕç (ертÿçи - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Анатолий Алексеев)... Мана та çак ятпа иртнĕ савăнăçлă ларура тата концертра пулма тÿр килчĕ...

Сăнсем: https://vk.com/mixaj_58

Миçе хут пăхнă: 86 | Хăçан хушнă: 15.12.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Красноармейскинчи Культура çуртĕнче пысăк уяв иртрĕ. Сăлтавĕ иккĕ: Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Николай Никоноров 50 çул тултарчĕ тата унăн мăшăрĕ Антонина Никонорова ертсе пыракан "Трак ен" халăх фольклор ушкăнне йĕркеленĕренпе 30 çул çитрĕ. Саламлатпăр!

Сăнсем

Миçе хут пăхнă: 103 | Хăçан хушнă: 15.12.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Шупашкарта, Чăваш патшалăх филармони керменĕнче "Раççей чăваш пики - 2022" конкурс-ăмăрту иртрĕ. Унта пурĕ Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 21 хĕр-упраç хутшăнчĕ. Красноармейски муниципалитет округĕнчи Трак ен пики, Чатукасси хӗрӗ, Анастасия Егорова та çак конкурса хутшӑнчӗ. Маттур та пултаруллӑ пикене пĕтĕм кăмăлтан САЛАМЛАТПӐР!

Тĕплĕнрех: https://vk.com/photo111960967_457241907

Миçе хут пăхнă: 112 | Хăçан хушнă: 12.12.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Шупашкарта, Чăваш патшалăх филармонийĕн керменĕнче юбилей каçĕ иртрĕ. Унта Трак енри ЧНК уйрăмĕн хастарĕсем те хутшăнчĕç (пурĕ 10 çын). Сăмах май, пирĕн район-округ уйрăмĕ республикăри 26 вырăнти уйрăм хушшинче ирттернĕ конкурсра 2-мĕш вырăн йышăннă, Хисеп хучĕ илме тивĕçлĕ пулнă. Уйрăм ертÿçи Зинаида Михайлова вара çитĕнекен ăрăва вĕрентес тата воспитани парас енĕпе нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата обществăлла ĕçе хастар хутшăннăшăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашăн Хисеп Грамотине тивĕçнĕ. Саламлатпăр! Маттурсем!

Тĕплĕнрех: https://vk.com/photo111960967_457241893 

Миçе хут пăхнă: 92 | Хăçан хушнă: 12.12.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Раштавӑн 8-мӗшӗнче Трак енри шкулсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен методика пӗрлешӗвӗн черетлӗ ларӑвӗ пулчӗ. Хальхинче вӑл Упи шкулӗнче иртрӗ. Учительсем шкулти историпе краеведени музейӗнче пулса курчӗҫ, тăван чĕлхепе класс тулашĕнче ирттернĕ мероприятисене тишкерчĕç, ĕç опычĕпе паллашрĕç: ачасен юрлас-ташлас, сценка выляса кӑтартас, сӑвва илемлӗ вулас ӑсталӑхне пӑхса савӑнчӗҫ.

Тĕплĕнрех: http://chuv-krarm.3dn.ru/photo/

Миçе хут пăхнă: 128 | Хăçан хушнă: 12.12.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Нумай çул хушши Трак ен ял хуçалăхне тата культурине аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн, район-округ халăхне литература тата публицистика пултарулăхĕпе савăнтарнăшăн, обществăлла ĕçсене хастар хутшăннăшăн, çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреатне Николай Семёнович Семёнов-Эреш ĕç ветеранне, сăвăçа тата общество хастарне Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн «Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденĕпе чыслама йышăннă. Саламлатпăр!

Миçе хут пăхнă: 359 | Хăçан хушнă: 05.09.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Красноармейски салин Культура ҫуртӗнче "Туслӑх кӑшӑлӗ" вӑйӑ-юрӑ уявӗ иртрӗ. Унта муниципалитет округӗнчи шкулсенче вӗрентекенсемпе вӗренекенсем тата кану ҫурчӗсем ҫумӗнчи фольклор ушкӑнӗсем хутшӑнчӗҫ. Уявра Чӑваш наци конгресӗн Трак енри уйрӑмӗн ӗҫ планӗпе килӗшӳллӗн ирттернӗ пултарулӑх ӑмӑртӑвӗсенче ҫӗнтернӗ ачасене тата вӗсен ертӳҫисене Красноармейски муниципалитет округӗн Дипломӗсемпе, Тав хучӗсемпе чысларӗҫ. Туса ирттернӗ ӗҫсем шутне вара Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне халалланӑ шкул ачисемпе аслисем хушшинче "Сумлӑ ентешсем" сӑвӑ тата "Пирӗн ентешсем - паллӑ ҫынсем" сочинени ҫыракансен конкурсӗсем, "Улӑп - 2022" интернет-викторина тата шкул ҫулне ҫитмен ачасемпе кӗҫӗн классенче вӗренекенсем хушшинче Николай Карай ентеш-поэт ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа "Итлес терӗм ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 222 | Хăçан хушнă: 28.05.2022 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Красноармейски салин Культура çуртĕнче Иван Яковлев Аслă Вĕрентÿçĕне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа литературăпа музыка композицийĕ иртрĕ. И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен Красноармейски муниципалитет округĕн Именкассинче вырнаçнă историпе таврапĕлÿ музейĕн директорĕ В.А.Тихонова тĕплĕн каласа пачĕ. Унтан Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн наградăсем парас енĕпе ĕçлекен комисси председателĕ, пĕрлĕх правленйĕн ертÿçин çумĕ В.М.Михайлов Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн йышăнăвĕпе паллаштарчĕ, Светлана Гурьева вулавăш ĕçченĕпе Светлана Петрова вĕрентекене Чăвашлăха аталантарнăшăн" ("За развитие чувашской культуры") медальпе чысларĕ. Чăваш наци конгресĕн Красноармейски муниципалитет округĕнчи уйрăмĕн ертÿçи З.П.Михайлова чăвашлăха аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн, конгресăн уйрăм ĕçне хастар хутшăннăшăн Хисе ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 191 | Хăçан хушнă: 25.04.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

« 1 2 3 4 5 6 ... 57 58 »
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2025  »
Тн Ыт Юн Кç Эр Шм Вр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2025