Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2022 » Çу » 28 » "Туслăх кăшăлĕ" вăйă-юрă уявĕ иртрĕ
"Туслăх кăшăлĕ" вăйă-юрă уявĕ иртрĕ
07:08
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Красноармейски салин Культура ҫуртӗнче "Туслӑх кӑшӑлӗ" вӑйӑ-юрӑ уявӗ иртрӗ. Унта муниципалитет округӗнчи шкулсенче вӗрентекенсемпе вӗренекенсем тата кану ҫурчӗсем ҫумӗнчи фольклор ушкӑнӗсем хутшӑнчӗҫ. Уявра Чӑваш наци конгресӗн Трак енри уйрӑмӗн ӗҫ планӗпе килӗшӳллӗн ирттернӗ пултарулӑх ӑмӑртӑвӗсенче ҫӗнтернӗ ачасене тата вӗсен ертӳҫисене Красноармейски муниципалитет округӗн Дипломӗсемпе, Тав хучӗсемпе чысларӗҫ. Туса ирттернӗ ӗҫсем шутне вара Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне халалланӑ шкул ачисемпе аслисем хушшинче "Сумлӑ ентешсем" сӑвӑ тата "Пирӗн ентешсем - паллӑ ҫынсем" сочинени ҫыракансен конкурсӗсем, "Улӑп - 2022" интернет-викторина тата шкул ҫулне ҫитмен ачасемпе кӗҫӗн классенче вӗренекенсем хушшинче Николай Карай ентеш-поэт ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа "Итлес терӗм ҫӗршыв юррине" ятпа Карай сӑввисене вулассипе онлайн-конкурс кӗреҫҫӗ. Вӗсенче пурӗ 179 ҫын хутшӑнчӗ. Асӑннӑ мероприятисене йӗркелесе ирттерме пулӑшнӑ "Ял пурнӑҫӗ" хаҫат ӗҫченӗсене, тӗп тата ача-пӑча библиотекисенче ӗҫлекенсене тав тӑватпӑр, ҫӗнтерӳҫӗсене ӑшшӑн саламлатпӑр.
Вӑйӑ-юрӑ уявӗнче фольклор ушкӑнӗсем чӑваш халӑх юррисене шӑрантарчӗҫ, шкул ачисем вара ача-пӑча вӑййисене выляса кӑтартрӗҫ. Уяв аслисемпе ачасем пӗрле вӑйӑ картине тӑрса юрланипе вӗҫленчӗ.

Миçе çын пăхнă: 157 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2022  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024