Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2022 » Раштав » 22 » «Чун чăнах та ватăлмасть», - тет 90 çулхи Валерьян Григорьевич
«Чун чăнах та ватăлмасть», - тет 90 çулхи Валерьян Григорьевич
19:16
Сăн ÿкерчĕк

Красноармейскинче пурăнакан ĕç ветеранне, 90 çулти Валерьян Григорьева хăйсен тăрăхĕнче пĕлмен çын çук. Мăшăрĕпе Мира Никандровнăпа вĕсем 70 çула яхăн килĕштерсе пурăнаççĕ. «Епле çавăн пек пулма пĕлнĕ-ха эсир?» — тĕлĕнеççĕ вĕсенчен Трак енсем. «Улми йывăççинчен аякка ÿкмест», — тенешкел Валерьян Григорьевичăн ашшĕпе амăшне те Хĕлеçсем хăй вăхăтĕнче çапла каланă. Валерьян Григорьев Хĕлеç ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ Григорий Николаевич тăлăх ача пулнă. Аслашшĕ Николай Павлович Тĕнчен пĕрремĕш вăрçи пуçланнă чухне асламăшĕпе Ксения Сергеевнăпа сĕлĕ вырнă. Ăна çавăн чухне вăрçа кайма повестка панă. Вăл ун чухне 30 çул урлă каçнă çын пулнă. 1915 çулхи раштав уйăхĕнче йывăр аманнă. Сызрань хулине госпитале лекнĕ. Ăна операци тунă. 1915 çул вĕçĕнче Николай Павлович киле таврăннă. Анчах нумай та пурăнайман, вилнĕ. Асламăшĕ тăватă ачапа юлнă. Валерьянăн ашшĕ Григорий 11-те пулнă. Унтан — Павел, Иван, Степанида. Пĕри тепринчен пĕчĕкрех. Асламăшĕ пурне те пăхса ÿстернĕ, çын тунă. Ачисем пурте сывлăхлă пулнă. Сăмах май, аслашшĕн амăшĕ 104 çула çитиччен пурăннă. Валерьянăн амăшĕ Анна Захаровна Анат Кушартан качча килнĕ. Вĕсен малтанхи икĕ ачи çуралсанах вилнĕ. Валерьян Григорьевичăн аппăшĕ Марина 1927 çулта çуралнă. Кивĕ Йĕкĕте качча тухнă. Упăшки Пантелеймон Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен аслă лейтенант пулса таврăннă. Ĕмĕрне милицире ĕçлесе ирттернĕ. Марина Григорьевна 90 çула виçĕ уйăх кăна пурăнса çитеймен. Иккĕмĕш аппăшĕ Зоя Красноармейски каччипе çемье çавăрнă. 81 çула çитсен пурнăçран уйрăлнă. Валерьян Григорьевич хыççăн Петя пулнă. Вăл та çук ĕнтĕ. Салтака вăл Валерьянран маларах кайса килнĕ. Мускавра хĕсметре тăнă. Раççейĕн тĕп хулинче Вăрнар районĕн чăваш хĕрĕпе паллашнă. Унтан çемьеллĕ пулса килнĕ. Шупашкарта ĕçленĕ. КĕçĕнниТоля И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтернĕ. Шупашкарта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Халĕ пилĕк пĕр тăванран Валерьян Григорьевич кăна юлнă. Вăрçă пуçланнă чухне Валерьян 8-та пулнă. Ашшĕ колхозра аслă конюхра ĕçленĕ. Фронта шăллĕ Иван маларахкайнă. Мускавпатĕнчи çапăçусенчехыпарсăр çухалнă. Григорий Николаевича çапăçу хирне раштавра илсе кайнă. Валерьянăн аппăшĕ Марина ун чухне 7 класс пĕтернĕ. Шкулта «5» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пынă вăл. Вăрçă пуçланнипе малалла вĕренме каяйман. Тавçăруллă хĕре колхозра бригадира лартнă. Ашшĕ Çĕрпÿ районĕнче çамрăк салтаксен курсĕнче вĕреннĕ. Вăл колхоз лашисене ывăлне шанса парса хăварнă. 7 класс пĕтериччен арçын ача конюхра ĕçленĕ, çав вăхăтрах вĕреннĕ те. Чÿк уйăхĕнче Красноармейски районне салтаксем килнĕ. 1-мĕш шкулта полк тăнă. Янкас шкулĕнче икĕ батальон вырнаçнă. Çавăнпа ачасене Çĕньял ферминче вĕрентнĕ. Каярахпа Красноармейски тата Янкас шкулĕсенчен салтаксене куçарса кайнă. 1943 çулта ачапчана Янкас шкулĕнче пĕлÿ пама тытăннă. Унта Валерьян 7 класс пĕтернĕ. 8-10-мĕш классенче Красноармейскинче вĕреннĕ. Ашшĕпе амăшĕ ачисене питĕ вĕрентесшĕн пулнă. «Астăватăп-ха: кĕнеке вуланă чухне пÿрт сивĕнсе каятчĕ. Вутă сахалччĕ. Ăна турттарма Вăрнар, Йĕпреç районĕсене çÿренĕ. Ватă пĕр лашапа тата пилĕк вăкăрпа кайнă. Яла виççĕмĕш-тăваттăмĕш кунхине тин çаврăнса çитнĕ», — аса илет халĕ Валерьян Григорьевич. Вăл вĕреннĕ çын пулма тĕллев лартнă. Шкул пĕтерсен Васнар ачипе Хусанти университетăн ветеринари факультетне кĕнĕ. Стипенди иличчен укçа пĕтсе çитнĕ. Пĕр эрне ăша апат яман вĕсем. «Капла пурăнаймастпăр, вилетпĕр кунтах. Атя, Толя, Шупашкара каяр», — тенĕ юлашкинчен Валерьян. Анчах Шупашкарти аслă шкулсенче вĕсене вĕренме илмен. Мĕн тăвăн – каччăсем киле таврăннă. Ашшĕ вăрçă хыççăн каллех аслă конюхра ĕçленĕ. Валерьян Григорьев ялти арçынсемпе пĕрле вăрман касма кайнă, колхозра ĕçсене тума хутшăннă. 1952 çулта пединститутăн вырăс-чăваш факультетне вĕренме кĕнĕ. Чăваш шкулĕсенче вырăс чĕлхи вĕрентекенĕ пулма хатĕрленнĕ вăл.  Ун чухне вузра тăватă çул вĕренмелле пулнă. 1955 çулта Европăра йывăрлăхсем пулма тытăннă. Венгрипе пирĕн çĕршыв хушшинче хирĕçÿсем пулкаланă. Юлашки курсра вĕренекен студентсене экзаменсене маларах партарнă та салтака илсе кайнă. Унччен, çапах та, килĕсене кĕрсе тухма вăхăт панă. 1955 çулта, юлашки курсра чухне, Валерьян Григорьев авланнă. Красноармейски районĕнчи Яманак хĕрĕпе Мирăпа вĕсем шкулта аслă классенче пĕрле вĕреннĕ. Мира Никандровна пединститутăн физикăпа математика факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Аслă шкула вăл пулас мăшăрĕнчен пĕр çул маларах пĕтернĕ. Шкулта вăрçă хыççăн çамрăксене ташлама хăнăхтарнă. Пĕрех май Мира патне пыма аван мар тесе шухăшланă Валерьян. Унăн хĕр тусне Таньăна та ташша чĕнкеленĕ. Кайран черет Мира патне те çитнĕ. Шкулта чухне хĕрпе каччă пĕр-пĕрне юратуллă сăмахсем каламан. Лайăх юлташсем пулнă. Шкулти уяв каçĕсемпе мероприятисене пĕрле хутшăннă. Институтра та туслă пулнă. Çуллахи каникул вăхăтĕнче Шупашкарти кирпĕч заводĕнче пĕрле ĕçленĕ. Çавăн чухне кăна пĕр-пĕрне кăмăлланине кăштах систеркеленĕ… Валерьян çара кайнă чухне Мира ача амăшĕ пулма хатĕрленнĕ. Салтакра Валерьян Григорьев авиацие лекнĕ. Вĕсен ротине Красноярскри пĕр çул вĕренмелли шкула янă. Валерьян ун чухне парти членĕ пулнă. Ăна Канашрах комсомол организацийĕн секретарьне суйланă. Хĕсметре те, аслă пĕлÿллĕскере, комсомол организацийĕн секретарĕ пулма шаннă. «Пĕчĕк командир пулса тăнă теме юрать. «Службăра ăçта тăрас килет? Ют çĕршывра-и е союзра-и?» — ыйтнăччĕ манран çулталăк вĕреннĕ хыççăн. Тамбова ячĕç. Унта училище, чаç пурччĕ», — каласа кăтартать Валерьян Григорьевич. Икĕ çул çурă салтакра тăнă хыççăн 1958 çулхи раштав уйăхĕнче тăван килне, Хĕлеçе, çитнĕ вăл. Мăшăрĕ Мира шкултан таврăнса апат пĕçерсе хунă… Икĕ-виçĕ кун иртсен Валерьян Григорьев Красноармейскине кайнă. Ун чухне парти енĕпе те учета тăмалла пулнă. Пĕрремĕш секретарь хăйĕн патне кĕме ыйтнă, ĕçе илесси çинчен пĕлтернĕ. Çапла майпа вăл раштавăн 24-мĕшĕнче Красноармейски райкомĕнче инструкторта ĕçлеме тытăннă. 4 уйăхран ăна пропаганда пайĕн пуçлăхĕн çумне куçарнă. Агитаци ĕçне туса пынă вăл, çамрăксен умĕнче лекци вуланă. Икĕ çул та тăхăр уйăх ĕçлесен Янкас шкулне ĕçлеме куçнă. Вунă çула яхăн вырăс чĕлхи вĕрентнĕ вăл. Вăхăт иртсен Валерьян Григорьевича каллех райкома ĕçлеме чĕннĕ. Малтанах килĕшмен-ха вăл. Пĕрремĕш секретарь темиçе те ыйтнă хыççăн вара ĕçе тухнă. Кĕçех Валерьян Григорьевича Чулхулана /ун чухне — Горький/ вĕренме янă. Партин аслă шкулĕнче пĕлÿ илнĕ вăл. Пĕррехинче Валерьян Григорьев патне Шăмăршă райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пынă. Валерьян Григорьевича вăл хăйсен патне ĕçлеме чĕннĕ. «Çук, мана пĕрремĕш секретарь хăй вĕренме янă. Маншăн паян кам пулса ĕçлени пĕлтерĕшлĕ мар, хамăр районах каятăп», — терĕм. Мана Шăмăрша иккĕмĕш секретаре илсе каясшăнччĕ», — аса илет Валерьян Григорьевич. Тăван районнех таврăннă. Вăл каланă тăрăх, ун чухне райкомра ĕçлекенсем пысăк шалу илнĕ. Каярахпа ăна райкомăн иккĕмĕш секретарьне суйланă. Виçĕ çул ытларах ĕçлесен халăх тĕрĕслевĕн председательне лартнă. Пенсие кайичченех унта вăй хунă вăл. 70-е çитичченех ĕçе çÿренĕ. 7 теçетке çула хыçа хăварнă хыççăн тин, хăй каланă тăрăх, пенсионер пулса пурăнма тытăннă. Выльăх-чĕрлĕх тытнă, пахчара ĕçленĕ. Икĕ ĕне /пĕр вăхăтра виççе те çитнĕ/, сурăхсем, хур кăвакал, чăх-чĕп, пыл хурчĕ усранă. Вăхăт чуппи сисĕнменнине пытармасть шурсухал. Икĕ çул ĕнтĕ вĕсем вăхăта ытларах Красноармейскинчи хваттерĕнче ирттереççĕ. Унччен хăйсен пахчинче чун каниччен ĕçлесе йăпаннă. Ĕçлессинчен нихăçан та хăраман. Черетпе кĕтÿ пăхнă. Унпа пĕрле ĕçленисенчен чылайăшĕ Автор сăн ÿкерчĕкĕ халĕ çут тĕнчере çук ĕнтĕ. «Лавккана çăкăр патне тухатăп та: «Валерьян Григорьевич, питĕ хитре утатăр. Миçере халĕ эсир?» — ыйтаççĕ çынсем. «Кăрлачăн 2-мĕшĕнче 90 çул тултаратăп», — тесен тĕлĕнеççĕ. Кашни тухмассерен 4-5 çын алă тытать, калаçтарать. «Чун ватăлмасть» тени тĕрĕсех. 90-ра пулсан та лавккана çитсе килме пултаратăп. Больницăна хамах çÿретĕп. Уйăхра пĕр е икĕ хутчен хамăрăн пахчана çитсе куратăп. Мира ÿксе урине хуçнăранпа икĕ çул çитет ĕнтĕ. Вăл тухсах çÿреймест. «Вăрăм ĕмĕрлĕ пуласси мĕнрен килет-ши? Ку ыйту нумай çынна шухăшлаттарать. «Çакă йăхран килет» тенине сивлемелле мар. Манăн асанне 104 çула çитнĕ. Çав юн пырать. Аттен кун-çулĕ, шел те, вăрăм пулаймарĕ. Вăрçăран 2-мĕш ушкăн инваличĕ пулса таврăнчĕ те 66-рах вилчĕ. Эпĕ яланах сывă пурнăç йĕркине пăхăнма тăрăшнă. Эрех-сăрапа нихăçан та иртĕхмен. «Хаяррипе» ашкăнни — нĕрсĕрлĕх. Пирус та туртман. Çынна пурнăçра йĕркеллĕ пулни питĕ пулăшать. Райкомра ĕçленĕ чухне Акатуйсене /Юрă уявĕ тенĕ ун чухне/ хутшăнаттăмăр. Пĕр черкке тытса панă та тек ĕçмен. «Пĕрремĕш секретарь савăнтăр, кантăр, эпĕ ăна пăхам-ха», — тесе йăл кулаттăм. Шÿте юратни, кулни пурнăçа вăрăмлатать», — вăрттăнлăха уçрĕ Валерьян Григорьев. Унăн шухăшĕпе, çыннăн яланах тÿрĕ кăмăллă пулмалла. Çын шăпи вăл хăйне çемьере мĕнле тыткаланинчен те килет. Мĕншĕн тесен çемьере лайăх пурăнмасан ăраскал йĕркеллĕ пулмасть. «Эпир ĕмĕр тăршшĕпех лайăх пурăннă. Çавăнпа ачасем вуз пĕтернĕ. Виçĕ ача пăхса ÿстертĕмĕр. Асли Владик — инженер-электрик. Малтанах «Звезда» колхозра тĕп инженерта вăй хучĕ. Унтан районти «Ял хуçалăх химийĕнче» ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Юра И.Н.Ульянов ячĕллĕ университетăн медицина факультетне пĕтерчĕ. Хирургра ĕçлесе пенсие кайрĕ. Кĕçĕнни Вера Хусан университечĕн медицина факультетĕнче пĕлÿ илчĕ. Шупашкарти хула тата республика больницисенче стоматологра ĕçлерĕ», — каласа кăтартать Валерьян Григорьевич. Владик — Красноармейскинче, Верăпа Юрий çемйисемпе республикăн тĕп хулинче пурăнаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ патне тăтăш пырса çÿреççĕ. Григорьевсем 6 мăнукĕпе 13 кĕçĕн мăнукĕпе савăнаççĕ. Мăнукĕсемте пурте аслă пĕлÿллĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ — тухтăрсемпе экономистсем. «Тепĕртак пурăнасчĕ. Юратнă çын юнашарри вăй-хăват парать. Мира – питĕ лайăх хĕрарăм. Тăлăх ÿснĕ хĕр. Ашшĕ вăрçăра Мускав патĕнчи çапăçура пуç хунă. Амăшĕ вăл 1-мĕш курс пĕтернĕ чухне вилнĕ. Вăл килти хуçалăха питĕ ăста тытса пырать. «Сирĕн пахча епле чаплă», — тĕлĕнетчĕç ялтисем. Пирĕн участок яланах тирпейлĕ пулнă. Халĕ унта Верăпа мăшăрĕ ĕçлеççĕ. Владик та пулăшать. Çемьере эпир нихăçан та нимĕн те уйăрман. Укçана пĕрле тытнă. Шалу илнĕ — мăшăра панă. Пĕр-пĕрне ăнланса пурăннă. Пускилсем те лайăх пулнă», — чунне уçма ăста çемье пуçĕ. «Кирек ăçта ĕçлесен те — учитель-и эсĕ е çĕр ĕçченĕ-и — арăмĕпе упăшкин пĕр-пĕрне хисеплемелле. Пур ĕçе те пĕрле тума тăрăшмалла. «Çапла тăватпăр-и? Капла-и?» — тесе канашламалла. Эпир пÿрт лартрăмăр. Пĕр-пĕрин шухăшне яланах итленĕ. Эпĕ нумай вĕреннĕ, пысăк вырăнта ĕçленĕ тесе хирĕç тăман», — пытармасть шурсухал. Хисеплĕ ватă кĕнеке вулама юратать. Халĕ Борис Акунинăн «Раççей патшалăхĕн историйĕ» кĕнекине тепĕр хут шĕкĕлчет. «Российская газета» тата «Ял пурнăçĕ» хаçат — сĕтелĕ çинчех. Ĕçленĕ вăхăтра 6-7 тĕрлĕ хаçат, темиçе журнал çырăнса илнĕ. «Мира та, эпĕ те ĕçре ырă ятпа пурăннă. Вулама яланах юратнă. Мирăн куçĕн вăйĕ чакнă. Вăл кĕнеке вулаймасть. Радио итлет, телевизор пăхать. Çын пуçа ĕçлеттерсен хăвăрт ватăлмасть. Кашни кунах урама тухса пĕр çухрăм çурă е икĕ çухрăм утма тăрăшатăп. Мира пÿртре нумай утать», — калаçăва тăсать Валерьян Григорьевич. Çынсем ылмашăннă-и? Валерьян Григорьевăн шухăшĕпе, пурнăç улшăннă май çыннисем те ылмашăннă. Саккунсем çĕнĕ пурнăç çинчен калаççĕ… «Кун пек пурнăç лайăх мар. Ĕлĕкех ырăччĕ», — тени тĕрĕс мар. Ăнланакан çын ун пек каламасть. Чăваш Енре халăхăн виçĕ пайĕнчен пĕр пайĕ Шупашкарта пурăнать. Унта ĕç вырăнĕсем çитмеççĕ. Пĕрмиллионытла çын тĕпленнĕ хуласенче пысăк укçа ĕçлесе илме пулать. Çавăнпа çынсем ăçта укçа ытларах параççĕ, çавăнта çÿреççĕ. Кун пек чухне хăш-пĕрин çемйи арканать. Паллах, çакă лайăх мар. Вăл пирĕнтен килмест. Халăх колхозсене хирĕç нихăçан та пулман. Çăва тухсан унччен колхозра ĕçленĕ хĕрарăмсем халĕ анкартинче кăштăртатнисĕр пуçне урăх ниçта та ĕçлемеççĕ. Çакă ачисене те пырса тивет. Колхозсен вăхăтĕнче яла юлнă халăх валли ĕç вырăнĕсем пулнă. «Пурнăç каялла çаврăнса çитет», — теççĕ халăхра. Колхоз тапхăрĕ каялла тек таврăнмĕ… Историре ун пекки пулман. Иосиф Сталина Хаяр Иванпа танлаштарса усал çын пек кăтартаççĕ. Сталин хăй вырăнĕнче пулнă… Хамăр хушăри хутшăну çинчен калас тăк, ĕçре те, килте те пĕчĕк йăнăшсем кашнинех пулаççĕ. Вăхăтра шăл çыртма та пĕлмелле. Хăш чухне чун уçăлса кайиччен пăрăнса утмалла. Çын мăн кăмăллă пулса хăйне хисеплеменнине кăна кăтартать, хăйне хисеплесен пурне те хисеплет. Эпĕ халăх тĕрĕслевĕн тытăмĕнче ĕçленĕ чухне /27 çул/ те çынсене пысăк явапсемех тыттарман. Выговор пани пулкаланă ĕнтĕ. Çапах никампа та çапăçман, курайман çын та пулман. Телее, çынсем халĕ те ырăпа аса илеççĕ», — палăртать ĕç ветеранĕ. Роза Власова çырнă.

Миçе çын пăхнă: 63 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2022  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024