Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2022 » Ака » 10 » Именкассинчи Посадскисен ĕç ăнса пырать
Именкассинчи Посадскисен ĕç ăнса пырать
08:32
Сăн ÿкерчĕк

Денис Посадский - Красноармейски районĕнчи Именкассинчен, Красноармейски муниципалитет округĕн депутатсен пухăвĕн депутачĕ. 2012 çулта ашшĕпе Леонид Ивановичпа иккĕшĕ хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Паян вĕсен витинче - 700-е яхăн сурăх, 15 ытла сăвăнакан качака. Экологи тĕлĕшĕнчен таса аш-какай туса илеççĕ. Темиçе çул ĕнтĕ селекци енĕпе ĕçлеççĕ, уйра тыр-пул çитĕнтереççĕ. Ытти çул купăста та, çĕр çырли те ÿстернĕ. Пĕчĕк ачана пăхнă пек Именкассине ирхи 9 сехет тĕлне çитрĕм. Денис Леонидович мана ялтан аякра мар вырнаçнă ферма хуçалăхĕнче кĕтсе илчĕ. Ашшĕпе амăшĕ - Леонид Ивановичпа Любовь Александровна - кунтахчĕ. Ялта пурăнакан шăллĕ Руслан та пиччĕшне пулăшма çитрĕ. Сăмах май, вăл та Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен зоотехнике вĕренсе тухнă. Халĕ магистратурăра пĕлÿ илет, Хусанта стройкăра ĕçлет. Эпĕ çитнĕ çĕре шăпах сурăх пăранланăччĕ: виçĕ путек тунă. Вĕсене уйрăм ăшă витене хупрĕç. Типме те ĕлкĕреймен путексенчен пĕрне мана та тыттарчĕç. Денис Леонидович çав хушăра сурăх çиллине хăвăрт çеç ăшă шывпа çурĕ, ун таврашĕнчи çăма касрĕ. Сĕтне пăртак суса илнĕ хыççăн путексене амăшĕ патне ячĕ. Витене таса шыв тата çемçе утă кĕртсе пачĕ. 5 кун уйрăм çĕрте тăнă хыççăн вĕсене тинтерех пăранланă ытти сурăхпа пĕрлештерет, пысăкрах витене куçарать. Путексене пĕчĕк ачана пăхнă пекех пăхаççĕ кунта. Йĕрки çирĕп фермăра. Тепĕр икĕ эрнерен вунă пуç выльăха пĕрлештерĕ. Пăранланă хыççăн сурăха виçĕ кунран витаминпа, путексене седиминпа укол тăвать. Денис ашшĕпе пĕрле сурăхсен чĕрнине те касма ĕлкĕрчĕ. Ку та ансат ĕç мар, пĕрин тытса тăма тивет. Çын ĕçленине пăхса тăма аван мар, эпĕ те май пур таран пулăшкаларăм. Витери сурăхсене шăвартăмăр, тăвар лартса патăмăр. Кунта никам та ахаль тăмасть, пурин валли те ĕç туллиех. Кашни кунĕ çапла иртет Посадскисен. Любовь Александровна качакасене сурĕ, ăшă сĕте путексене ĕçтерчĕ. Пуринчен ытларах сурăха суни тĕлĕнтерчĕ мана. Нихăçан та курманччĕ. «Кун пек нушаллă ĕç тек курман эпĕ, 40 хут тар кăларать. Сурăх сĕчĕ тенине илтсенех хăраса каятăп. Сунă чухне сурăхĕпе пĕрле хам та макăратăп», - терĕ Денис Леонидович. Сурăха тăваттăн тытса тăчĕç. Сăваканни, паллах, хуçи пулчĕ. Мĕнле кăна тапаланмарĕ, пĕр вĕçĕм макăрчĕ мĕскĕн выльăх. Хăранипе çак вăхăтра сĕтне япăх антарать тата. Çитменнине, ĕçе вĕçлесен чутах тапса ямарĕ. Нушаланса сунă хыççăн сĕте тăкса яни темиçе те пулнă. Сурăх сĕтĕнчен хатĕрленĕ сыра питĕ пахалаççĕмĕн, çавăнпа саккас параççĕ. Кăнтăрлахи 2 сехет çитсен тинех чей ĕçме вăхăт тупăнчĕ. Денис Леонидович чылай чухне апатланмалли пирки те мансах каять. Хăйĕнпе пĕрле термос илсе килнĕччĕ вăл. Бутербродпа хăвăрт кăна чей ĕçнĕ хыççăн миçе сурăх пăранланине, паян миçешне пусма ăсатнине, хăшĕсене витаминпа укол тунине ампар журналĕнче палăртса хучĕ. Эпĕ çитиччен ир-ирех 15-шне пусмалли ятарлă вырăна ªбойньăнаº - Çĕньял Чуракассине - илсе кайнă иккен. Аша вырнаçтарма справка кирлĕ, ăна илме Красноармейски салине ятарласа кайса килтĕмĕр. Хальлĕхе талăкра - 14 сехет Кĕçех çур аки пуçланать. Тракторсемпе агрегатсем валли саппас пайсем васкавлă кирлĕрен Çĕрпĕве тухса кайрăмăр. Вăл Именкассинчен 16 километрта вырнаçнă. Çул çинче Денис хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ, епле фермер пулса тăни пирки каласа кăтартрĕ. Ахальтен суйламан иккен вăл çак çул-йĕре. Шкулта вĕреннĕ чухне хими предметне килĕштернĕ. Çавăнпах алла аттестат илнĕ хыççăн пĕр çул лаборантра ĕçленĕ те. 1998 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн химипе биологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Сурăх-качакапа кăсăкланасси аслă шкулта пĕлÿ илнĕ вăхăтра пуçланнă. Мĕншĕн килте ĕрчетсе пăхас мар? Ялта ашшĕпе те канашланă çакăн пирки. Паллах, Леонид Иванович ывăлĕн шухăшне ырланă. Сăмах май, вăл хăй те ĕмĕрĕпех хуçалăхра ĕçленĕ, ферма заведующийĕ, инженер-строитель, тракторист-водитель, снабженец пулнă. Ку тăрăхри хисеплĕ çын вăл. Ачисене те пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Ывăлĕсем хăй çулĕпех кайнăшăн, яла, çĕре юратнăшăн савăнать вăл. Сурăх усрама пуçличчен ашшĕпе ывăлĕ Мускав, Тула, Ярославль, Иваново, Самар, Чĕмпĕр облаçĕсене, Тутарстана, Мари Эла çитсе килнĕ, ыттисен опычĕпе паллашнă. 2006 çулта Ярославль облаçĕнчен «Романовская» ăратлă 3 сурăх туянса килнĕ. Хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркелесси çакăнтан пуçланнă та. Паянхи ферма вырăнĕнче тахçан çÿп-çап йăваланса выртнă, пиçен-вĕлтĕрен ашкăрнă-мĕн. Куç хăрать те - алă тăвать. Тахçан комбикорм завочĕ пулнă вырăна йĕркене кĕртнĕ Посадскисем. Йывăç- тĕме касса çĕре якатса тирпейленĕ. «Йĕри-тавра мĕн кăна йăваланмастчĕ-ши? 37 машина çÿп-çап тиесе кайрăмăр. Пайтах нушалантăмăр. Пуринчен малтан ку вырăнта скважина чавма шухăшларăмăр. Выльăх валли шыв кирлĕ-çке. Юхăнса ларакан вырăна илсен самай тарăхрăмăр. Унта шыв çукчĕ. Аран йĕркене кĕртсе çитертĕмĕр», - каласа кăтартрĕ Денис. 2012 çулта Посадскисем «Ĕçе пуçăнакан фермер» программăна хутшăнса гранта тивĕçнĕ. Çав укçапа трактор туяннă, «Куйбышевская» ăратлă сурăхсем тата икĕ така илсе килнĕ. «Романовская» ăратри тÿрех 3-4 путек тăвать, çавăнпа йыш час ÿсет. «Куйбышевская» çулталăкра пĕр хутчен пĕр е икĕ путек пăранлать. Ку ăратăн какайĕ чылай тухать. «Остфризская» уйрăмах аван, сутараканни. Вĕсем пысăк, 100 килограмм ытла та таяççĕ, сĕт нумай антараççĕ, 2-3 путек таран тăваççĕ. Сыр тума туянасшăн ăна. Хакĕ йÿнех мар, пĕр сурăхĕ кăна 350-400 пин тенкĕ тăрать. Сĕчĕ питĕ паха, унран калама çук чаплă та тутлă сыр пулать», - палăртать вăл. Телее, Çĕрпÿре ыйту хăвăртах татăлчĕ - кирлĕ саппас пайсене туянса Именкассине таврăнтăмăр. Механизаторсен бригади çур аки валли хĕрсех техника хатĕрлетчĕ. Акмашкăн урпапа сĕлле тасататчĕç. Кун каçа мĕн тĕрлĕ ĕç кăна тума ĕлкĕрмест-ши Денис Леонидович! «Çемье Шупашкарта пурăнать. Ку тапхăрта киле те кайман, вăхăт çитмест. Хальлĕхе талăкра 14 сехет ĕçлетĕп. Кашни кунах тăватă сехетре тăратăп. Кĕçех çывăрмалла мар каçсем пуçланĕç», - терĕ пĕр вырăнта лара-тăра пĕлменскер. Качака сĕтне ирсерен Шупашкара ªОльга Кошелевăн сыр хатĕрлекен цехне леçет. Сурăх какайне киле пырса туянакан нумай. Пусса пама ыйтакан та йышлă, теприсем чĕррĕнех илсе каяççĕ. «Сурăх какайĕ сывлăхшăн усăллă, унпа нимĕн те танлашаймасть, вăл таса», - палăртрĕ Денис. Ĕмĕчĕсем пысăк фермерăн. Пурăна киле сыр цехĕ уçасшăн, мороженăй тума тытăнасшăн вăл. Çĕр çырли те çитĕнтересшĕн. Нимĕн те пурнăçра çăмăллăн та ансаттăн пулмасть. 15 çул хушшинче нумай йывăрлăх витĕр тухнă Денис Леонидович. Ĕçре йăнашасси-улталанасси те пулать. Тонни-тоннипе купăста çухатни те асĕнчех. Тиесе янă - укçине кĕтсе илеймен. Çапах пуç усмасть. Тĕрлĕ пăтăрмах хыççăн хăйне тата вăйлăрах, çирĕпрех туять вăл. «Фермер шкулĕ» пулăшать Сурăх-качака ĕрчетнисĕр пуçне 131 гектар çинче сĕлĕ, люцерна акса ÿстереççĕ, утă туса илеççĕ. Пилĕк çул каялла вĕсем «Выльăх ĕрчетекен çемье ферми» программăна хутшăннă. 5 миллион тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе техникăна çĕнетме май килнĕ. Халĕ çĕрпе ĕçлемешкĕн веçех пур: косилка, утă тавăрмалли агрегат, пресс, трактор, «Беларус» трактор. Çавăн пекех 2 электрокĕтÿç туяннă. Сурăх-качака йышĕ ÿссех пынăран виççĕмĕш вите хăпартма пуçăннă Посадскисем. Пахча çимĕç управне те хута ярасшăн. Селекци енĕпе ĕçлесе икĕ ăрата пĕтĕçтерекен Денис Посадский ăсталăхĕнчен университетри профессорсем те тĕлĕннĕ. Чăваш патшалăх аграри университечĕн магистратуринчен вĕренсе тухнă вăл. «Сурăх ĕрчетессине çĕнĕ шая кăларасчĕ. Кун пирки ăслăлăх ĕçĕ çыртăм», - ĕмĕтшухăшĕпе паллаштарчĕ Денис Леонидович. Иртнĕ çул «Фермер шкулĕнчен» вĕренсе тухнă вăл. Сыр пĕçерекенĕн дипломне алла илнĕ. Раççейри чи паллă сыроварньăра пулса курнă, вĕсен ăсталăхĕпе паллашнă. Вăл Мускав облаçĕнчи Истра хулинче вырнаçнă. «Фермер шкулĕнче» вĕренни маншăн усăллă пулчĕ. Пушă вăхăт тупса килте темĕн тĕрлĕ сыр та пĕçеретĕп халĕ. Япăх теес килмест, цеха хута ямалли анчах юлать», - каласа кăтартрĕ фермер. Малалла вĕренесшĕн вăл, аспирантурăна кĕресшĕн. Каçхи 5 сехет çитни сисĕнмерĕ те. Фермăра каллех ĕç пуçланчĕ. Эпĕ çула тухас умĕн витери тепĕр сурăх пăранларĕ. Куç ан ÿктĕрччĕ те - путек-сурăхĕ лайăх ĕрчет унăн хуçалăхĕнче. Кун каçа хам курса ĕнентĕм, пĕрре те ансат мар фермер ĕçĕ. Ăнăçу та, укçа-тенкĕ те ахаль килмеççĕ çав. Эпир ыйхăран вăраннă çĕре вĕсем ĕçлесе ывăнма ĕлкĕреççĕ. Мĕнех, тăрăшуллăскерĕн çутă ĕмĕчĕсем пурнăçланччăр. Посадскисен хуçалăхĕнчи ĕç малашне те ăнса, вăйланса пытăр.

"Хыпар" (№№37-38) хаçатран

Миçе çын пăхнă: 123 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2022  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024