Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2023 » Пуш » 1 » Виктор Данилов журналиста Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн орденĕпе чысланă
Виктор Данилов журналиста Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн орденĕпе чысланă
19:38
Сăн ÿкерчĕк

Данилов В.М. журналиста тата таврапĕлÿçĕне Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн "Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн" орденĕпе чыслама йышăннă. Виктор Данилов 1957 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 24 мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Еншик Чуллӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти вăтам шкултан, Коммунистсен партийĕн Чулхулари аслă шкулĕнчен тата патшалăх службин Атăл-Вятка академийĕнчен вĕренсе тухнă. Совет Çарĕнче службăра тăнă. Тĕрлĕ çулсенче районти "Ял пурнăçĕ" хаçатра корреспондентра, радиоорганизаторта, радиоинформаци пайĕн заведующийĕнче, район администрацийĕн радиоинформаци тата общественноçпа çыхăну тытакан пайĕн заведующийĕнче, йĕркелÿпе тĕрĕслев тата информатизаци управленийĕн начальникĕн çумĕнче, вырăнти хăй тытăмлăх тата территорири общество хăй тытăмлăхĕн секторĕн заведующийĕнче ĕçленĕ. 2011-2018 çулсенче районти "Ял пурнăçĕ" хаçатăн ял хуçалăх, промышленность, строительство пайĕн редакторĕ.
Вăл — Раççей журналисчĕсен Пĕрлĕхĕн членĕ (1988), "Чăваш Республикинчи журналистсен пĕрлĕхĕ" регионти общество организацийĕн районти уйрăмĕн секретарĕ. ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (2014). Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ (2009). Николай Ершов-Янкер çыравçă премийĕн лауреачĕ. Чăваш халăх академикĕ. Еншик Чуллă ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ.
«Эсир юратнӑ юрӑсем» (1992), Ялан юрлать чӗре» (1994) юрӑ кӗнекисене пухакансенчен пӗри. «Трак ен» (2000) кӗнекене кӑларма хутшӑннӑ. «Красноармейский район. Люди и судьбы» (2005) кӗнеке редколлегийӗн членӗ пулнă. "Мăнаçланатпăр санпа, Кĕçĕн Чуллă!", "Пурăн, Еншик Чуллă, пурăн!" кĕнекесен авторĕ.
Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. В.М. Данилова "Раççей патшалăх учрежденийĕсенче ĕçлекенсен профсоюзне 90 çул", Шупашкарти "Трак ен" ентешлĕхĕн "Туслăхпа шанчăклăхшăн", Н. Янкас пĕрлĕхĕн "Чăваш культурине аталантарнăшăн" медалĕсемпе, тĕрлĕ паллăсемпе тата Хисеп хучĕсемпе чысланă.
Чыслав каçĕ 2023 çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче каçхине Красноармейски салин Культура çуртĕнче чаплă лару-тăрура пулать.

Миçе çын пăхнă: 38 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2023  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024