Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2022 » Раштав » 26 » Кирек ăçта концерт лартсан та...
Кирек ăçта концерт лартсан та...
09:48
Сăн ÿкерчĕк

Куракансен йышĕнче пĕр чăваш та пулин тупăнатех», - тет Трак енре çуралса ÿснĕ Светлана Калачёва юрăçă. Раççейĕн кирек хăш ял-хулине çитсен те хăйĕнпе: «Эпĕ - чăваш халăхĕн хĕрĕ», - тесе паллаштарать çĕршыв тăрăх тăван чĕлхепе çырнă юрăсене шăрантарса çÿрекен Светлана Калачёва.

«Сенкер тÿпене тинкеретĕп те... Аннен куçĕсем асăма килеççĕ. Пĕр-пĕр музейре кĕнчеле асăрхатăп та ума çăм арлакан кукамай тухса тăрать. Пĕве тĕлне лексен чунăма тăван ялăмри кÿлĕ сулхăнĕ çавăрса илет...», - аса илÿсен авăрне путнă май каласа кăтартрĕ Светлана Калачева.

Унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Красноар­мейски районĕнчи Кулхĕрри Карай ялĕнче иртнĕ. «Тăваттăн çитĕнтĕмĕр эпир. Аттепе аннене колхозра ĕçленĕрен курманпа пĕрех: вĕсем фермăна е хире ирех тухса кайнă та каçхине тин çаврăнса çитнĕ. Пирĕнпе килте кукамай пулнă. Хуçалăхра выльăх йышлă усранă: сурăхсем, вăкăр, ĕне, чăх, хур, кăвакал... Эпир кукамая хуçалăхра яланах пулăшма тăрăшнă, - терĕ Светлана. - «Канам-ха», - тетчĕ кукамай. Хăй вара кĕнчеле умне ларатчĕ те çип арлама пикенетчĕ. Унтан юрă пуçлатчĕ: «Шур перчетке çыхса...» Шывланнă куçне вăрттăн шăлса илетчĕ. Эпĕ ун чухне ача пулнă та чухламан. Юратнă мăшăрне вăрçăран килессе кĕтнĕ вăл. Шел, кукаçие таврăнма шăпа пÿрмен. Хыпарсăр çухалнă. Вăл ăçта ĕмĕрлĕх канлĕх тупнине халĕ те пĕлместпĕр».

Анисия Игнатьевнăпа Михаил Еф­ремович ачисене çирĕплĕхре ÿстернĕ, иртĕхтермен, ĕç çумне çамрăклах çыпаçтарнă. Светлана акă 4-мĕш класран пуçласа колхоз ĕçне хутшăннă, фермăна ĕне сума çÿренĕ. Лаша та кÿлме вĕреннĕ, пахча та чавнă, 6-мĕш класс хыççăн алла çава тытнă, аслисемпе тан утă çулма пуçланă. «Анне хăй хыçне тăрататчĕ. «Çава ура çине кайсан та мана лекет», - тетчĕ. Пире ĕçе вĕрентнĕшĕн аттепе аннене пысăк тав. Эпир ĕçрен те хăрамастпăр», - терĕ Светлана.

Ефремовсен ачисем ĕçлеме кăна мар, юрра-ташша та ăста пулнă. «Аслă пичче Юра атте пекех ташлама питĕ юрататчĕ. Шел, ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ, 43 çултах çĕре кĕчĕ. Çамрăк чухне вĕсем Володя пиччепе иккĕшĕ ялти клубра ĕçленĕ. Районти хора çÿренĕ. Юра ташлакансен ушкăнĕнче пулнă. Володя купăс, гитара калать. Рена аппа пурнăçне культура тытамĕпе çыхăнтарнă. Хальхи вăхăтра Красноар­мейски округ администрацийĕн куль­тура пайĕн ертуçинче тăрăшать», - каласа кăтартрĕ Светлана.

Светлана Калачева пĕчĕкрен юрласа-ташласа уснĕ пулин те кун-çулне çак ĕçпе çыхантарма ĕмĕтленмен. Фило­лог пулма шут тытнă. Университетăн кăнтăрлахи уйрăмне кĕрейменрен каçхине вĕренме çÿ­ренĕ. Шупашкарти агрегат заводне ĕçе вырнаçнă. Пушă вăхăтра унти культу­ра çуртĕнче юрланă. «Пĕр д ĕçлесен отпуск пачĕç. Университетра экзаменсем тытрăм та пиччесем патне Вологçа облаçне кайса курас терĕм», - аса илчĕ Светлана. Пиччĕшĕсем унта темиçе çул маларахах çемйисемпе кайса тĕпленнĕ. Вĕсене Вологда облаçне Афанасьев хушаматлă çын ертсе кайнă. Вăл Красноармейски районне çынсене илме ятарласа килнĕ. Выльăх-чĕрлĕх фермисенче ĕçлекенсен шалăвĕ пысăк, хваттер параççĕ - ĕçле, пурăн, савăн! Çапла каланисене илтсе хавхаланнă çынсем Кадуй районĕнчи Никольское ялне нумайăн тухса кайнă ун чухне. Йышра Светланăн пиччĕшĕсем те пулнă.

«Çав çулсенче аслă шкула вĕренме кайиччен пĕр çул ĕçлемеллеччĕ. Çавăнпа çамрăксем ялта юлатчĕç, - аса илчĕ Светлана. - Пиччесем пурăнакан ялта та виçĕ хĕр тăрса юлнă. Вĕсене комсо­мол бригади йĕркелеме тăваттăмĕш çын кирлĕ. Çапла мана хăйсен йышне илчĕç. Дояркăра ĕçлеме пуçларăм. ăСакăр уйăхран мана, темĕнле уйрăмах расна пултарулăха асăрхаса-ши, совхозăн комсомол организацийĕн секретарьне суйласа лартрĕç».

Кĕçех унта вăл пулас мăшăрне тĕл пулнă, çемье çавăрнă, ывăлпа хĕр çуратнă. Çав вăхăтрах ятарлă пĕлу илнĕ, культура тытăмĕнче ĕçлеме пуçланă, 20 çул илемлĕх ертÿçинче тăрăшнă. «Ман пата пилĕк çулти ачасенчен пуçласа 85-ри ватăсем çÿренĕ. Эстрада ушкăнĕ те, фольклор ансамблĕ те пулнă пирĕн. Пĕчĕк театрта та вылянă, - терĕ Светлана. - РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Светлана Заварина мана пĕрре кăна мар каланă: «Са­нăн юрлама пуçламалла. Пурте сан пек сасăпа, чунпа юрлама пултараймаççĕ. Çак пултаруăах - Турăран».

2014 çулта Вологда облаçне Мускавран Александр Ганичевăн «Русская гармонь» продюсер центрĕ концертпа пынă. Çак центрăн хăйне евĕрлĕ уйрăмлăхĕ - çав тăрăхри артистсене кон­церта явăçтарни. Кам купăс калать, кам юрлать...

Светлана Калачевăна юлташĕ унта хутшăнма ÿкĕте кĕртнĕ. Вăл концертра «Морошка» юрра шăрантарнă. «Çав таранччен лайăх юрларĕ!.. Чăтаймарам, эпĕ ăна пĕрле ĕçлеме сĕнтĕм. Малтанласа вăл концертсене пырса кăна каятчĕ. 2015 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнчен вара пирĕн пата официаллă йĕркепе ĕçе вырнаçрĕ. Халĕ вăл продюсер центрĕн директорĕн пултарулăх енĕпе ĕçлекен çумĕ. Çавăн пекех юраçă та», - калаçăва хутшăнчĕ Александр Ганичев.

Çак тапхăрта Светлана Калачевапа Александр Ганичев ăçта кăна концерт кăтартман-ши? Амур облаçĕнче, Бай­кал хĕрринче, Урал, Челябинск, Екате­ринбург, Пермь тăрăхĕсенче юрланă... Мускав тавра 1 пин çухрăмра çитмен вырăн хăварман. Чăваш Енре пурăнакансене пултарулăхĕпе савăнтарнă. Чи курăмли кунта акă мĕн: кирек ăçта çитсен те Светлана Калачева чăваш юррисене шăрантарать. Мĕн тĕлĕнмелле тата: кирек хăш хула-ялта йĕркеленĕ концертра курма пынисен хушшинче пĕр чăваш та пулин тупăнатех.

«Кировра икĕ хĕрарам пырса сăмах хушрĕ: «Эсир паян чăвашла юрлатăр-и?». «Паллах, - тетĕп. - Ентешсем пур тăк епле-ха юрламăн?» Саянскра хĕрарăмсем пирĕнпе пĕрле чăвашла юрларĕç. Кăмăлĕ тулнă хăйсен. Савăннă, тав тăваççĕ. Аякри çĕрсенче чăвашсене тĕл пулатăн та тăвансене курнă пекех туйăнать. Вĕсенчен чылайăшĕ чăвашла калаçмасть, ăнланмасть. Анчах юн туртăмĕ сыхланса юлнă, ентешĕсемпе тĕл пулнишĕн питĕ савăнаççĕ. Екатеринбругра, Челябинскра, Иркутскра, Санкт-Петербургра чăвашсем йышлă пурăнаççĕ. Эпĕ Александр Ганичева вĕçĕмсĕр тав тăватăп. «Света, чăваш пулнишĕн нихаçан та ан вăтан. Юрла чă­вашла», - тет вăл яланах хавхалантарса. Манăн концерта пĕр чăваш çеç пырать-и е манăн куршĕ чăваш текен кăна тупăнать-и пурпĕр чăваш юррисене шăрантаратăп», - терĕ çирĕппĕн Светлана.

«Светлана мана тĕнче тăрăх саланнă чăвашсене пĕрлештерекен туслăх элчи пек туйăнать. Çак ярăм Вологда облаçĕнчен, Иркутскран, Свердловск çĕрĕнчен, ытти çĕртен тасалса Светла­на патĕнче пĕрлешет. Унтан пурте пĕр-пĕринпе паллашаççĕ, çывăхланаççĕ. Çакăн пек хăватлă пĕрлĕх пулса тăрать, - шухăшне палăртрĕ Александр Гани­чев. - Кашни концерт хыççăн ентешĕсем ун тавра пуçтарăнаççĕ. Чăваш юр­рисене илтни вĕсене хăпартлантарнине пĕлтереççĕ. «Эпир чăвашсем тесе калама хăрамастпăр», - теççĕ».

Светлана Калачевăна, сăмах май, чăвашсем хайсем те шыраса тупаççĕ. Акă Вологда облаçĕнче ĕçлесе пурăнакан Игнатий Владыка Никольское ялне ятарласа унпа тĕл пулассишĕн пынă. Анчах çав вăхăтра Светлана гастрольте пулнăран курнăçайман. «Кайран эпир унпа Череповец хулинче тĕл пултăмăр, çитес вăхăтра Чере­повец хулинче Чăваш культурин кунĕсене ирттерме калаçса татăлтăмăр.

Пирĕн тĕллев - унта пурăнакан чăвашсене пĕрлештересси. Игнатий Влады­ка питĕ интереслĕ самант пирки кала­са катартрĕ тата. Ăна çуралнă кунĕнче чиркÿ хорĕнче юрлакан вырăс хĕрĕсем чăвашла юрласа саламланă. «Маншăн çакă темрен паха парне пулчĕ», - терĕ вăл», - каласа кăтартрĕ Светлана.

Светлана Калачевăн репертуарĕ питĕ пуян: тĕрлĕ авторăн, халăх юррисем, романссем... Александр Ганичев каланă тăрăх, пĕр кунра вунă концерт лартсан та пĕр юрра икĕ хут юрламаççĕ вĕсем.

«Эпир купăс каласа кирек епле про­изведение те шăрантарма май пуррине кăтартма тăрăшатпăр. Купас - ĕçкĕ-çикĕ, туй-çуй инструменчĕ кăна мар. Унăн сасси чун хĕлĕхĕсене те вылянтарма пултарать», - терĕ Александр. Юлашки çулсенче вăл, сăмах май, чă­ваш юррисене те вĕреннĕ. Кĕвĕсен хăйне евĕрлĕхĕ, çепĕçлĕхĕ тыткăнланăран пикеннĕ вăл çак ĕçе.

Репертуарти уйрăмах пĕлтерĕшлĕ юрăсенчен пĕри - Чăваш Енри Кулхĕрри ялĕ пирки хывнăскер. Ăна Александр ятарласа Светлана валли çырнă. «Шăп ун валли ун çинчен юрă хайлас шухăш тахçанах пулнă. Анчах арçынна хĕрарăм ятĕнчен юрă çырма питĕ йывăр, - чунне уçрĕ Александр. - «Атăл хĕрĕ пулса çуралтăм, Вологда арăмĕ пулса тăтăм...» Çак сăмахсем Светланăн хайĕнех пулнă. Икĕ çак йĕркерен пуçланчĕ те... Анчах виçĕ çул нимĕн те çыраймарам. Унтан пĕр çаврăм тупăнчĕ. Каллех... шăплăх. Сасартăк таçтан сăмах­сем капланса килчĕç. Çырса хутăм. Тăватă çаврăмлă сăвă пулса тухрĕ. Унтан чылайччен кĕвĕ тупаймасăр хăшкăлтăм. Юлашкинчен Светăна хăйне шанса патăм. Çапла аван, тарăн шухăшлă юрă çырăнчĕ. Унта Светлана çуралса ÿснĕ вырăнсем, кÿлĕ, ашшĕ-амăшĕ, кукамăшĕ сăнланнă...»

Алексанçдр Ганичев Вологда обла­çĕнче çуралса ÿснĕ. Светланăпа пĕрле пĕрремĕш хут килсенех Чăваш Ен унăн кăмăлне кайнă. «Тĕлĕнмелле республи­ка! Çыннисем ĕçчен, кăмăллă. Кашниех хăйĕн кучченеçĕпе хăналама тăрăшать. Хуçалахĕсем çирĕп. Юхăннă çуртсем çук. Çĕрсене сухалаççĕ. Чăвашла пĕр-икĕ сăмах та вĕрентĕм: юрать, тавтапуç. Чăваш Ене малашне те килсех çуресшĕн - кунта Светланăн тăванĕсем, çывăх çыннисем пурăнаççĕ», - хăпартланса калаçрĕ Александр. «Тăван киле, атте-анне вил тăприне пуç тайма килмесĕр епле-ха? - терĕ унпа килĕшсе Светлана та. - Республикăна çывхарса пымассерен чун вĕчĕрхенме, чĕре хăвăрттăн тапма пуçлать. Куççуль пăчăртанса тухать. Савăннипе...»

Ахаль кăна килсе çÿресшĕн мар вĕсем. Килмессерен ентешĕсене кон­цертпа савăнтарасшăн. Малашлахи тĕллевĕсенчен пĕри - республика çыннисене Шупашкарта пысăк залра пухса хăйсен пултарулăхне кăтартасси тата купăсçăсен фестивальне йĕркелесси. Темиçе çул каялла, сăмах май, кун евĕр мероприятие вĕсем Чăваш Енре ирттернĕ. «Вырăс облаçĕсенче виçĕ-тăватă купăсçă килет те... Кунта вара мĕн пур районтан питĕ йышлăн пухăнчĕç. Кашнин, паллах, хăйĕн кĕвви. Кашниех хайне евĕрлĕ шăрантарать. Фестиваль кăмăла кайрĕ, - аса илчĕ Александр. - Пандеми, паллах, пирĕн ĕмĕт-шухăша йăлтах пăтраштарчĕ. Малашне мĕнле пулĕ ĕнтĕ? Крымра акă пиллĕкмĕш çул фестиваль йĕркелетпĕр. Унта пĕтĕм çĕршывран купăсçăсем пухăнаççĕ. Çĕмĕрле районĕнчи «Шанчăк» халăх ансамблĕ, сăмахран, çуллен хутшăнать. Çĕрпÿ районĕнчи коллектив та хастар. 2019 çулта Чăваш Енрен 120 çын пынăччĕ. Гала-концерта «Жар-птица» телеканал валли ÿкеретпĕр».

Валентина БАГАДЕРОВА /«Хыпар»/.

Миçе çын пăхнă: 109 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2022  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024