Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк
Çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Упи ялĕн Кану центрĕнче районти учительсен черетлĕ форумĕ иртрĕ. Унăн ĕçне вĕрентекенсемпе воспитательсемсĕр пуçне  ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, общестенность представите-лĕсем тата массăллă информаципе пичет ĕçченĕсем хутшăнчĕç. "Наци вĕрентĕвĕн пуçарăвĕ "Пирĕн çĕнĕ шкул" докладпа район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен пĕрремĕш çумĕ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Н.И. Антонов тухса калаçрĕ. Вăл каланă тăрăх, вĕрентÿ системине çĕнетсе улăштарас енĕпе хатĕрленĕ комплекслă проекта пурнăçлас енĕпе чылай ĕç туса ирттернĕ, ун валли республика тата федераци бюджетĕнчен кирлĕ чухлĕ укçа-тенкĕ тăкакланă. Пурлăх никĕсĕ самаях пуянланнă: районти шкулсене 100 проценчĕпех информацизациленĕ, çĕнĕ автобуссем туяннă, вĕрентÿ пÿлĕмĕсенче юсав ĕçĕсем ирттернĕ, котельнăйсене газпа хутмалла тунă. Шкулсене çĕнĕ ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 792 | Хăçан хушнă: 27.08.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чăваш Республикин Патшалăх пичет архивĕн фончĕ çĕнĕ кĕнекепе пуянланчĕ. Унăн ячĕ - «Николай Петрович Петров». Кĕнекене И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи тĕпчевçĕсен канашĕ хатĕрленĕ тата пичете сĕннĕ. Тиражĕ - 100 экземпляр. Кĕнекене пуçтарса хатĕрлекенĕсем - Т.В. Артемьева, А.Д. Ахвандерова, В.В. Павлов ăсчахсем. 

Биобиблиографиллĕ справочника филологи наукисен тухтăрĕ, профессор, академик, Чăваш Республикин тата тивĕçлĕ наука ĕçченĕ Н.П. Петров профессор çуралăранпа 80 çул тултарнă ятпа хатĕрленĕ. Ку кăларăма Николай Петрович пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă, чăвашла тата вырăсла çырнă 24 статья кĕнĕ, вĕсен авторĕсем - республикăмăрти паллă ученăйсем. Вĕсем хушшинче М.Ф. Чернов, А.П. Хузангай, Г.А. Дегтярев, Л.П. Сергеев, В.Н. Пушкин, А.Е. Горшков, В.И. Сергеев, В.Г. Родионов, А.П. Данилов, А.Д. Ахвандерова, П.Н. Метин тата ыттисем те. Кĕнеке вĕçĕнче Н.П. Петровăн наука ĕçĕсен библиографине панă: монографисем, брошюрăсем, учебниксем ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 1148 | Хăçан хушнă: 26.08.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсемшĕн, учительсемшĕн яваплă тапхăр — çĕнĕ вĕренÿ çулĕ çывхарать. Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, сентябрĕн 1-мĕшĕнче районти шкулсенчи партăсем хушшине 1950 яхăн вĕренекен ларĕ. Вĕсенчен 150 ачи — пĕрремĕш хут. Районти шкулсенче пĕлÿ илекенсен йышĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 70—80 вĕренекен сахалрах пулĕ. Сакăр шкулта пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ парĕç. Чатукассипе Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕсем кăçалтан тĕп пĕлÿ паракан шкулсен шутне кĕрĕç.

Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе, районти шкулсенче çуллахи каникул вăхăтĕнче юсав ĕçĕсен пысăк калăпăшне пурнăçланă. Вĕренекенсене тарăн та çирĕп пĕлÿ илме условисем туса парассишĕн сахал мар тăрăшнă. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 10 шкулти пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕн кабинетне, мĕн пур шкулсен пуçламăш класĕсене вĕрентÿпе кăтарту пособийĕсемпе, оборудованисемпе, кунсăр пуçне пуçламăш классене сĕтел-пукансемпе тивĕçтернĕ. 

Района тепĕр 27 аудит доски илсе килмелле. 

Августăн 10—13-мĕшĕс ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 730 | Хăçан хушнă: 24.08.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Архивра мĕн вуласа пĕлме пулать
Вирьял Юрий Петрович (чăн хушамачĕ Петров) — чăваш сăвăçи, тăлмачĕ. 1936 çулхи çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Красноармейски районне кĕрекен Еншик Чуллăра çуралнă. 1993 çулхи авăнăн 16-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
   
  1967 çултанпа СССР ÇП членĕ шутланать. 1993 çулта Чăваш республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ятне панă.
  1961 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтне, 1968 çулта А. М. Горький ячĕллĕ литиратура институтне пĕтернĕ. «Пионер сасси» хаçатпа «Тăван Атăл» журнал редакциĕсенче, чăваш кĕнеке издательствинче ĕçленĕ.
  Юрий Вирьялăн сăвă пуххи нумай пичетленсе тухнă. Вăл ача-пăча валли сăвăсем çырнă, ун сăввисемпе юрă та нумай кĕвĕленĕ. Чылай чĕлхерен чăвашла сăвăсем куçарнă.
   
  Пичетленсе тухнă кĕнекисем:
«Сенкерленчĕ шуçăм. ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 734 | Хăçан хушнă: 18.08.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Красноармейскинчи ача-пăча искусство шкулĕн хăйĕн ялавĕ тата гербĕ пур.  Республикăри хушма пĕлÿ паракан шкулсем хушшинче ку пĕрремĕш пулăм.
Ăна эпир пурте пĕлекен районсен тата хуласемпе ялсен гербĕсен авторĕ,  паллă художник Вадим Шипунов ăсталанă. Гербра кашкăр ами çинче шăпăр каласа ларакан ачана ÿкернĕ. Ку ÿкерчĕк тĕрĕксен мифне аса илтерет: тĕрĕк ачине кашкăр ами вилĕмрен çăлса хăварать. Тĕрĕк тата монгол халăхĕсен мифĕсенче -  кашкăр управçă тата хÿтĕлевçĕ. Кашкăр çăварĕнчен çулăм тухни - пултарулăх хĕрÿлĕхне пĕлтерет. Кашкăр тирĕ çинчи тĕрлĕ тĕслĕ пăнчă-çаврасем - пултарулăх тĕнчи нумай енлĕ пулнине систерет. Шăпăр сăнарĕ те ахальтен çуралман. Красноармейски районĕнчи Шăпăрлăвар ялĕнче ĕлĕк-авалтанах шăпарçăсен пуххи иртни паллă. Унта вĕсем шăпăр каласа ăмăртнă. Шăпăрçăн пуç тăрринчи çут çăлтăр вара - ача-пăчана искусство (ÿнер) тата наци культури аталанăвĕн çулне кăтартса пыракан чун тÿпи. Искусство шкулĕнче вĕренекен ачасем гербпа ялава пысăк кăмăлпа й ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 859 | Хăçан хушнă: 17.08.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Çурла уйăхĕ пуçланнăранпа 33 гражданла акт регистрациленĕ: çурални çинчен - 11, вилни çинчен - 15, пĕрлешни çинчен - 5, хут уйăрни çинчен - 2, ача ашшĕне палăртни çинчен - 2.

Çуралнă 11 ачаран - 6-шĕ арçын ача и 5-шĕ хĕр ача. Ача ят хунă чухне час-час усă курнă ятсем çаксем: Дмитрий, Кирилл, Анна, Дарья. Сайра хуракан ятсем: Богдан, Филипп, Наталия. Çакна палăртма кăмăллă: 11 çемьерен 6-шĕ çемье капиталĕн сертификатне илме тивĕç.

Асăннă тапхăрта 7 арçын , 8 хĕрарăм вилнĕ, вĕсен вăтам пурнăç тăршшĕ 65,5 çулпа танлашать (арçынсен 53 çул, хĕрарăмсен 78 çул).

Çĕнĕ çемье çавăрнисен шучĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, чакнă: пĕлтĕр - 13, кăçал - 5. Хут уйăрттарнисен шучĕ пĕлтĕрхипе танах.

Кунсăр пуçне 6 ыйтса çырни пăхса тухнă, 35 справка, 24 свидетельство, 10 документ-копи çырса панă.

Миçе хут пăхнă: 634 | Хăçан хушнă: 14.08.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Район пуçлăхĕ С.А.Николаев Пенза облаçĕнчи чăваш наципе культура автономийĕн председательне Н. Н. Чирков юлташа йышăннă. Николай Никифорович - Çĕмĕрле районĕнче çуралса ÿснĕ, Хутар шкулне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче пĕлÿ пухнă. 1981 çултанпа Пенза хулинче ĕçлесе пурăнать. Н.Н.Чирков чăваш культурине тулай чăвашĕсем хушшинче упраса хăварас тĕллевпе нумай тăрăшать. Халĕ облаçре 10 чăваш ялĕ. Вĕсенче 7 пин ытла чăваш пурăнать. Вĕсенчен иккĕшĕ - Социализмла Ĕç Геройĕ, Петр Константинович Чернов – Ленин орденĕн кавлерĕ. Елена Ильдебейкина - тĕнче класлă спорт мастерĕ. Николай Архипкин – чаплă гармонист. Автономи çумĕнче «Асамат» ансамбль пур, вăл хăйĕн концерт программисен  репертуарне чăваш халăх юррисемпе чăваш композиторĕсен хайлавĕсене кĕртме тăрăшать.

Станислав Андреевич хăнана кĕскен район аталанăвĕпе паллаштарнă, «Красноармейский район. Люди и судьбы» кĕнекене парнеленĕ. 

... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 701 | Хăçан хушнă: 14.08.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Район пуçлăхĕ С.А. Николаев районта "Ĕççи - 2009" епле пынипе уй-хире тухса паллашрĕ. Вăл  «Караево» ЯХПĕнче, «Шатьма», «Волит» и «Красное Сормово» ОООсенче,  Шумилов, Васильева, Николаев ХФХĕсенче пулчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, районта ĕççи епле пынипе тата ăна йĕркеленипе кăмăллă юлчĕ вăл. Ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем сиксе тухакан ыйтусене вăхăтра татса пама тăрăшаççĕ. «Караево» ялхуçалăх предприятийĕнче район пуçлăхĕ Виталий Платонов председательпе курнăçса канашларĕ, Карай ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Владислав Семеновпа тĕл пулчĕ. Кунсăр пуçне ĕççинче малта пыракан комбайнерпа  Михаил Петровпа калаçрĕ. Михаил Петрович 18-мĕш ĕççине хутшăнать, кунччен 30 çул хушши водительте тăрăшнă. Кăçал унпа пĕрле Сергей ывăлĕ те ĕçлет. Комбайнер каланă тăрăх, кăçал тухăç пĕлтĕрхинчен лайăхрах. Унпа хуçалăх ертÿçи те килĕшрĕ. Йĕтем çинче икĕ сменăпа ĕçлеççĕ.

... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 662 | Хăçан хушнă: 14.08.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
                        Фоторепортаж
Физкультурниксен уяв кунĕнче Красноармейскинче тепĕр спорт тÿремĕ уçăлчĕ. Кунта футбол та, волейбол та выляма майсем пур. Çак уяв ячĕпе пухăннисене район пуçлăхĕ С.А.Николаев тата Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.К.Шестаков саламларĕç.  Станислав Андреевич ачасене футбол мечĕкĕ парнелерĕ, вĕсем вара унпа тÿрех футбол вăййи выляма пуçларĕç. Ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе çак тин кăна хута кайнă спорт тÿремĕшĕн С.А. Никитина тата В.С. Антонова район тата вырăнти администраци пуçлăхĕсене тав сăмахĕ каларĕç.

Уявăн тĕп саманчĕсем Красноармейски салин тĕп стадионĕнче иртрĕç. Кунта вырăнти спортсменсем пухăннă. Куракансем те сахал марччĕ. Вĕсене пурне те Физкультурниксен уявĕн кунĕ ячĕпе район пуçлăхĕ, «Единая Россия» партин вырăнти Красноармейски уйрăмĕн политсовет секретарĕ ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 764 | Хăçан хушнă: 10.08.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче ял хуçалăх отраслĕн ĕçченĕ, 30 çул хушши "Караево" (малтан "Россия") хуçалăхĕн 1-мĕш бригада бригадирĕ, районта виçĕ хутчен бригадир-чемпион хисеплĕ ята тивĕçнĕ бригадирсенчен пĕри Малинин Валериян Михайлович çуралнăранпа 60 çул тултарчĕ.

Вăл Карай ялĕнче, хресчен çемйинче çураса ÿснĕ. Ачаранпах тăван çĕре юратнăскер, хăй пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă. Çар службине тивĕçлĕ пурнăçланă хыççăн Вăрнарти совхоз-техникумра вĕреннĕ. Унтан çамрăк специалиста Çĕрпÿ районĕнчи «Память Ульянова» совхоза ĕçлеме янă. Кунта вăл хăйĕн пулас мăшăрне-юратăвне тупнă. Пĕрлешсен Малининсен çамрăк çемйи Карая, тăван енне куçса килнĕ. Ун чухне республикипех паллă "Россия" хуçалăха ЧАССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Ленин тата Октябрьти революци орденĕсен кавалерĕ Егор Лукич Лукин ертсе пынă. Вăл Валериян Михайловича уй-хир бригадин бригадирĕнче вăй хума сĕннĕ. Унччен ку бригадăна Ленин тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсен кавалерĕ, ЧАССР ял хуçалăхĕн тава ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 715 | Хăçан хушнă: 09.08.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче Алманч ял тăрăхĕнче Пĕтĕм Раççейри Физкультурниксен кунне 70-мĕш хут уявланине халалласа спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç. Салам сăмахĕпе район администрацийĕн физкультура, спорт тата çамрăксен ĕçĕсен секторĕн пуçлăхĕ Лебедев А.Н. , «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи Долгова З.М. тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Долгов В.В. тухса калаçрĕç. Уяв кунĕнче мини-футбол тата волейбол вăййисем иртрĕç.  Пĕрремĕш ăмăртура тăватă команда, иккĕмĕшĕнче виçĕ команда тупăшрĕç. Пĕтĕмпе 60 çын хутшăнчĕ. Чи пĕчĕккисем «лабиринт» вăйăпа киленчĕç тата велосиппедпа ярăнчĕç. Çĕнтерÿçĕ командăсем асăну медалĕсемпе призсене тивĕçрĕç. Уяв чей ĕçнипе вĕçленчĕ.
Миçе хут пăхнă: 1416 | Хăçан хушнă: 09.08.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 54 55 56 57 »
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024