Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2009 » Авăн » 6 » Чатукасси шкулĕ - 125 çулта
Чатукасси шкулĕ - 125 çулта
12:01
Сăн ÿкерчĕк
Шкул ачисемОльга Михайловна Степанова – Чатукассинчи тĕп пĕлÿ паракан шкул директорĕ. 1958 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнче хамăр районти Типвар ялĕнче çуралнă. Чатукасси шкулĕнче вăтам пĕлÿ илнĕ. 1981 çулта И. Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Кунта нимĕç, акăлчан, француз чĕлхисене вĕрентекен специалиста çирĕплетекен диплома алла илнĕ. Малтанах Улатăр районĕнчи Эйпеçре нимĕç чĕлхине вĕрентнĕ, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă. 1985 çулта хăйĕн пурнăç биографине Чатукасси шкулĕпе çыхăнтарнă. 2001 çултанпа — шкул директорĕнче. Çемьеллĕ. Аслă хĕрĕ Ирина И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ют çĕр-шыв чĕлхисен факультетĕнче вĕренет. Кăçал иккĕмĕш çул Америкăра акăлчан чĕлхине туптас енĕпе практикăра тимлет. Наталия —Чăваш патшалăх университечĕн студентки, вăл та, аппăшĕ пекех, ют чĕлхесен факультетĕнче вĕренет. Михаил — матрос. Çурçĕр Кавказра салтак тивĕçне пурнăçлать.

Шкул 125 çул тултарнă май, шкул историйĕ, унăн паянхи ĕçĕ-хĕлĕ тата пуласлăхĕ татах та ытларах шухăшлаттарать. Савăнмалли те пур. Татса паман ыйтусем те юнашарах. 

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Кустăрма евĕрех çаврăнать вăл. Çав хусканура ĕнтĕ пурнăç, çăл куç таппи пек канăçсăр, ирĕн-каçăн вăй илсе, малалла хăйне евĕр, аталанса пырать. Нумай çул Чатукасси тăрăхĕ "Герой” колхоз ячĕпе янраса тăнă пулсан, унăн ячĕ е тата ун вырăнне акционерла пĕрлешÿ туса хуни манăçа тухрĕ. Çамрăксенчен чылайăшĕ яла юлса тĕпленме майсем тупайманни е ялта пурăнма кăмăл тăвайманни — пирĕн шкул шăпине те пырса тиврĕ. Акă, куç умĕнчех ачасен шучĕ пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн чакса пыни шкул тытăмне улăштарчĕ. Кăçалтан тăван шкул 9 класс вĕренмелли шкул пулса тăчĕ. Апла пулин те, пуçа усма памасть самана тапхăрĕ. Уйрăмах халь, юбилейлă çулталăкра, пурнăçа каялла çаврăнса пăхас килет. Епле- ха манăн шкул историйĕпе унăн унчченхи тата хальхи йăли-йĕркине, ĕçĕ-хĕлне… Эпир 2004 çулта, шкулăн иртнĕ тапхăрти çул-йĕрĕ манăçа ан тухтăр тесе, унăн кун-çулне анлăн тишкертĕмĕр, материалсене пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарса шкул 120 çул тултарнă ятпа "Янăратăр шкул шăнкăравĕ” кĕнекене 200 экземплярпа вулакансем патне çитертĕмĕр. Çак пархатарлă ĕçе пурнăçлама пире Эдисон Патмар çыравçă тата педагогика ĕçĕн ветеранĕсем — Антонина Герасимовнапа Анатолий Львович Львовсем нумай пулăшрĕç. 

Паянхи шкулăн ырă улшăнăвĕсем чун-чĕрене савăнтараççĕ. Коллектив хăйĕн тĕп тĕллевне — ачасене çирĕп пĕлÿ парса пурнăç çулĕпе тĕрĕс-тĕкел утма вĕрентесссине — тивĕçлĕ шайра пурнăçлать. Танлаштарса пăхар-ха 2002—2008 çулсенчи вĕренÿ результачĕсене. Çак таблицăра вĕренме кĕнисен шучĕ çуллен ÿсни витĕмлĕ курăнать. 

Вĕренсе тухнисенчен кашниех аслă пĕлÿ илмест пулин те, паллах, вĕсем вăтам пĕлÿ заведенийĕсенче хăйсем килĕштернĕ профессие алла илсе, пурнăç çулĕпе малалла, хăюллăн талпăнни савăнтарать мана. Кирек ăçта вăй хурсан та, çĕрпе çыхăннă ĕçе хаклама пултарни тата ăна тăван енпе çыхăнтарни — чи чысли. Тĕслĕхрен, кунтан вĕренсе тухнă Юрий Лукин предприниматель тата Виталий Егоров медик шкулăн чи çывăх тус-юлташĕсем пулса тăчĕç. Вĕсем шкул пурнăçĕпе кăсăклансах тăраççĕ, ырă ĕçпе, канашпа пулăшма яланах хатĕр. Сăмах май каласан, Виталий — шкултан вĕренсе тухнă çамрăксенчен йĕркеленĕ ассоциацин ертÿçи. Вăл коллективра ачасен сывлăхне упрас ыйтăва кун йĕркинчен кăлармасть. Унсăр сывлăх урокĕсем, физкультурăпа спорт уявĕсем, хĕллехи сывлăх фестивалĕсем, походсемпе çул çÿревсем иртмеççĕ. Пирĕн ырă, тарават хăнасен йышĕнче — Ордем Гали, Николай Ункай, Валентина Рудникова. Çыравçăсем час-часах ĕçлĕ тĕл пулусене хутшăнаççĕ, ачасене тăван ен культурине тата тăван чĕлхене юратма хăнăхтараççĕ. 

Шкулăн ырă пулăмĕсенчен пĕри — "Таябинка” пĕрлешÿпе тачă çыхăну тытни. Çуллен унпа ĕçлĕ килĕшÿ туса çĕр улми пуссинче вăй хуратпăр, пухăннă укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă куратпăр. Ачасене Шупашкара экскурсие тÿлевсĕр илсе кайса килетпĕр çав шутран. Тата Çĕнĕ çул парнисене илсе паратпăр, ачасен апатланăвĕ валли тăкаклатпăр. Вĕрентÿ хатĕрĕсем чылай туянтăмăр: ахаль тата электронлă кĕнекесем, компьютерсем, проектор, видеокамера, цифрăллă фотоаппаратсем, магнитофонсем, пысăк холодильник, шыв ăшăтмалли аппарат. Туяннă таварсемпе анлăн усă куратпăр. 

Хамăрăн хуçалăх тытăмне аталантарма та "Таябинка” пĕрлешÿпе çыхăнса ĕçлени витĕм кÿрет. Акă, шкул автобусĕ валли меллĕ гараж, хушма хуçалăхăн ĕç хатĕрĕсене тытма ятарлă уйрăм хуралтăсем туса лартрăмăр. Шкулăн иккĕмĕш хучĕн стени ишĕлсе анма пуçланăччĕ. Ăна кирпĕч илсе çĕнĕрен купаларăмăр. Шкул картине тавралла тытса çавăрма, шкулта косметика евĕрлĕ юсав ĕçĕсене пурнăçлама та асăннă пĕрлешÿре ĕçлени пулăшать. 

Ачасене вĕренме кирлĕ условисем туса парас çĕрте техслужащисем те хастар. Паян вĕсен йышĕнче — вуннăн. Мухтамасăр тÿсейместĕп. Хăйсен пĕчĕк шалу укçине пăхмасăрах шкулăн хуçалăх ĕçне чуна парса пурнăçласа пыраççĕ. Вĕсем : В.М.Петров завхоз, тасалăхпа тирпейлĕхе тытса пыракан Л. Г. Аристархова, В. В. Прохорова, И. Н. Петрова, Ю. М. Петров рабочи, Л. Г. Антипова повар, А. М. Афанасьевпа В. Г. Андреев каçхи хуралçăсем, О. А. Степанова столовăй ĕçченĕ тата В. П. Степанов автобус водителĕ. Çак йышран саккăрăшĕ Чатукасси шкулĕнче пĕлÿ пухнă. Çавăнпах-и тен, хăйсен тивĕçне чун-чĕререн парăннă. 

Шкул пурнăçĕнче ÿсĕмсен иксĕлми тÿпи — ашшĕ-амăшĕсенче. Вĕсемшĕн иккĕмĕш кил алăкĕ яланах яри уçă. Ку енĕпе ĕçлесе пыма эпир ятарлă "Çемье тата шкул” программа йышăнтăмăр. Темĕнле хумхантаракан ыйтусем тупăнсан та вĕсене пĕр шухăш-кăмăлпа, туслăн, килĕштерсе татса паратпăр. Сÿтсе явнă ыйтусене хушăран протоколсем çырса пыракан кĕнекене уçса пăхсан, вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕсен ыйтăвĕсемпе тишкерĕвĕсем пĕрешкел пулнине куратăп та вĕсем тăрăх пĕрешкел йышăнусем кăларнишĕн чăннипех те хĕпĕртетĕп. 

Уйрăмах ашшĕ-амăшĕсене яланах шкула çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе кĕтсе илме пулăшнăшăн чĕререн тав тăвассăм килет. Кăçалхи вĕренÿ çулне хатĕрленсе кĕтсе илес çĕрте районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă вăй-хала шеллемесĕр ĕçленĕ Елена Аркадьевна Егорова, Лидия Ивановна Михайлова, Татьяна Васильевна Гурьева, Альбина Валерьяновна Михайлова, Нина Ивановна Никитина ĕçченсем мухава тивĕç. Мĕн пур юсав ĕçĕсем вĕсен пултаруллă аллисем витĕр тухрĕç: сăрларĕç, тасатрĕç, çутатрĕç. Шкулта вĕсем тĕкĕнмен вырăн та юлмарĕ пуль. Шкул пахчинче пахча çимĕç акса, лартса çитĕнтерессипе те пулăшма вăхăт тупрĕç вĕсем. 

Пахчаналла пăхсан чун савăнать. Темиçе çул каялла шкул çумĕнчи çерем хуçаланнă лаптăкра, халь тĕрлĕрен пахча çимĕç, панулми йывăççисем тата чечексем ешереççĕ. Çăвĕпех кунта ачасем кĕшĕлтетеççĕ, çурхи кун акса-лартса хăварнă ÿсен-тăрана шăвараççĕ, çум курăксенчен тасатаççĕ, кăпкалатаççĕ, кĕр енне пулнă çимĕçе хĕлле валли майлаштарса вырнаçтараççĕ. Ку ĕçе темиçе çул хушши тăван ен культурине вĕрентекен Римма Ивановна Яковлева йĕркелесе пычĕ. Кăçалхи вĕрентÿ çулĕнче вара çут çанталăка чунтан парăннă, шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен Елена Николаевна Дмитриева çак ĕçе ертсе пыма килĕшрĕ. Эпĕ шкул çумĕнчи сад пахчине тăван тавралăхăн илемлĕхĕпе витамин лабораторийĕ вырăнĕ тесе шутлатăп. Ĕçпе вĕрентÿ кирек хăçан та çумма-çуммăн, юнашар пулмалла. Эпир ачасене пахчара та, шкул тулашĕнче те хăйсене тасалăхпа тирпейлĕх тата çĕр ĕçне хутшăнтарни пархатарлă ĕç тесе вĕрентетпĕр. Ĕç çынна илем кÿнĕ. Çавăнпа та чи пĕчĕккисене те аслă классенче вĕренекенсемпе пĕрле, экологи субботникĕсене хутшăнтарни пăсăк пулмастех . 

Пĕлÿ çуртĕнче çÿллĕ ÿссе кайнă чечексене (эпир шкул коридорĕнчи чечексен речĕсене ытарлăн "хĕллехи сад” тетпĕр) вĕренекенсем пăхса тăни епле мăнаçлă. Çакăн пек илемлĕх патне туртăнса ĕçлесе пыни ачасен культура шайне те ÿстерет. Пирĕн патра Красноармейскинчи искусство шкулĕн филиалĕ пур. Наталья Леонидовна Филиппова вĕрентекен ачасен пĕр ушкăнне пианинопа выляма хăнăхтарать. Ачасем хаваспах музыка тĕнчипе киленеççĕ, кĕвĕ-çемĕ асамлăхĕ вĕсен чун-чĕрине пуянлатать, шухăш-кăмăлне хăпартать. 

Шкулăн пур енлĕ воспитани ĕçĕ "Яковлев хунавĕсем” ятлă ача-пăча организацийĕн системипе çыхăннă. Харпăр хăйне тĕрĕс-тĕкел тытса пурăнма хăнăхтарас çĕрте класс ертÿçисем тĕрлĕ технологисемпе усă кураççĕ. Вĕсем ытларах интерактивлă майпа иртеççĕ: ток-шоусем, тренингсем, акцисемпе фестивальсем, проект хÿтĕлевĕсем тата ыттисем те. Чи ырă пулăмсенчен пĕрне асăнмасăр хăварас килмест. "Парнелер кĕнеке пĕр-пĕрне” акци пурне те кăмăла каять, йăлана кĕрсе пырать. Ку евĕрлĕ акцие иртнĕ çул икĕ хут ирттертĕмĕр, паллă, ырă-сумлă çынсене явăçтартăмăр. 

Ачасем те, аслисем те яланах шыравра. Кам шырать, çав тупать тесе ытахальтен каламан вĕт-ха. Шыраççĕ, тупаççĕ, тĕпчеççĕ, пĕтĕмлетÿсем тăваççĕ. Çакăн пек интерактивлă ĕçсенче ачасен туслăхпа ытти кирлĕ туйăмсем çуралса вăй илеççĕ, вĕсем обществăри пурнăçа хăнăхаççĕ, пĕр-пĕринпе калаçма, харпăр хăйне халăх хушшинче тытма вĕренсе пыраççĕ. 

Паян районти çул çитмен ачасен комиссийĕнче пирĕн шкулти пĕр вĕренекен те учетра тăмасть. Ку — воспитани тытăмĕнчи ÿсĕмсен кăтартăвĕсенчен пĕрийĕ. 

Вĕренекенсен çуллахи кану вăхăтне пур енлĕ йĕркелесе пыма ятарлă "Каникул” программине çирĕплетрĕмĕр. Унпа килĕшÿллĕн, çулла ĕçпе кану лагерĕсем, экологи бригадисем йĕркелетпĕр. Ачасене çулсеренех, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă, ĕçе вырнаçтаратпăр. Кăçал та пĕрисем ваттисен çуртĕнче тимлерĕç, теприсем ял таврашне тирпей-илем кÿчĕç. 

Паян татса паман ыйтусем те пур-ха. Шкул çурчĕ кивелсе пырать. 25 çул хушшинче çурт тăрри çав тери хавшаса кайрĕ. Йĕпе-сапаллă çанталăксенче вĕренÿ пÿлĕмĕсене шыв анать. Çакă ашшĕ-амăшĕсене те пăшăрхантарать. Çывăх вăхăтрах ку ыйтăва район шайĕнче татса парасчĕ.Чуна ыраттаракан тепĕр ыйту пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă. Вĕсем ыйтнă тăрăх, пирĕн çывăх вăхăтрах, хăма урайсене плитасемпе улăштармалла е ятарлă линолеумпа сармалла. Çак ĕçсене пурнăçлама бюджетра укçа-тенкĕ çитсе пыманни чăрмантарать. 

Паян çĕр-шывра çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Уяв ячĕпе сире, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, тивĕçлĕ канăва тухнă ĕçтешсем, шкулпа тачă çыхăну тытса пыракан тус-юлташсем. Пĕлÿ кунĕ ячĕпе саламлатăп, çирĕп сывлăх, çитĕнÿсем сунатăп сире. 

Кăçал шкул 101 ачана хапăл туса кĕтсе илчĕ. Вĕсен шутĕнче шкул çулне çитмен ачасем те. 13 вĕрентекен хăйсене шанса панă ĕçе тивĕçтерĕç. Кăçал шкул 9 çул вĕренмелли шкул тăрса юлни пире, паллах, пăшăрхантарчĕ, çапах та коллективăн ĕçлес туртăмĕ чакмарĕ. Вĕрентекенсем шанса панă ĕçе пур кăмăлтан пурнăçласа пыма вăй-хăват çитерме пулчĕç. Кăçал вĕренсе тухнисенчен вун çиччĕшĕ те вĕренме кĕчĕç. Ку, паллах, пире савăнтарать пĕр енчен, тепĕр енчен кун чухлĕ ача шкултан тухса кайни кулянтарать те, мĕншĕн тесен вĕсем пурте Чатукасси шкулĕнчех вĕренсе тухма пултаратчĕç. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă май, иртнĕ çулхи ÿсĕмсемпе çитменлĕхсене тĕплĕн пăхса тухрăмăр. Кăтартусем, пĕтĕмĕшле илсен, мухтава тивĕç. Уйрăмах Интернет системи пире вĕрентÿ ĕçне çĕ-нĕ технологисемпе ачасене çĕнĕлле вĕрентме майсем туса парать. Компьютерсемпе, электронлă пособисемпе вĕрентни пурне те кăмăла каять анчах мар, ачасене пĕлĕве туптама витĕмлĕн пулăшать. Кăçал вĕренекенсем дистанцилле конкурссемпе олимпиадăсене хутшăнса, хăйсен пĕлĕвĕпе Раççей шайĕнчех ăмăртрĕç, малти вырăнсене çĕнсе илме пултарчĕç. 7-мĕш класра вĕренекен Николай Никонов тата 5-мĕш класра вĕренекен Маргарита Краснова Раççейри 8 пине яхăн ача хушшинче çамрăксен математика предмечĕн дистанцилле чемпионатне хутшăнса, çĕнтерÿçĕ дипломĕсемпе медалĕсене тивĕçрĕç. Акăлчан чĕлхипе Раççей шайĕнче ирттернĕ дистанциллĕ олимпиадăсенче Петр Дмитриев (6 класс), Ульяна Сорокина (7 класс), Татьяна Харитонова (7 класс), Екатерина Васильева (6 класс), Анастасия Илларионова (4 класс), Ксения Алексеева (8 класс) малти вырăнсене йышăнма пултарчĕç. Ку ĕçе уйрăмах акăлчан чĕлхипе вĕрентекен О. М. Степановапа физика учителĕ З.Г. Доментьева пысăк интереспа йĕркелесе пыраççĕ, ачасене онлайн режимĕпе тĕрлĕрен проектсене, конкурссене хутшăнтараççĕ. Ольга Михайловна, хăй ертÿçĕ пулнă май, ыттисене те хăюллăнрах çак ĕçе явăçтарас тата тĕслĕх кăтартас тĕллевпе, дистанци технологине малтан хăй астивсе пăхма кăмăл турĕ, М. В. Ломоносов ячĕпе хисепленсе тăракан университетри дистанци курсĕнче тимлесех вĕренсе алла сертификат илчĕ. Çапла майпа малтанах шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен Е. Н. Дмитриева та вĕренчĕ. Халĕ вăл, дистанцилле майпа илнĕ пĕлÿпе усă курса, пĕчĕккисемпе "Предшкольная пора” ятлă вĕрентÿпе аталанун комплекслă программине тĕпе хурса ĕçлет. Кăçал вĕрентекенсен хушшинче çакăн пек курссенче хăйсен пĕлĕвĕсене туптас тата пуянлатас шутлисем татах та пур-ха. Кашни вĕрентекенĕн хăйĕн тĕшши пур. Тĕслĕхрен, пуçламăш классенче тимлекен Наталья Николаевна Лукинапа Галина Юльевна Максимова "Раççей шкулĕ” инновациллĕ вĕрентÿ программипе ĕçлесе пыраççĕ. Г. Ю. Максимова хăй çут çанталăка чунтан парăннине кура ачисене те тавралăх илемне курма, юратма, аталантарма хăнăхтарса пырать, чечексен тĕнчипе киленсе пурăнма вĕрентет. Н.Н. Лукина, юрă-ташă ăсти пулнă май, ачасене кĕвĕ ытамĕн асамлăхĕпе илĕртет. Пĕр вăхăтрах Ф. М. Лукин музейĕн ертÿçи те: ачасемпе музейра тăтăшах экскурсисемпе уçă уроксем ирттерет, тăван енĕн историйĕпе, унăн пархатарлă çыннисемпе паллаштарать. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Римма Ивановна Яковлева ачасемпе аслисен хушшинче тăван ен культурине юратса аталантарса пырать, çулсерен вĕсене "Чĕвĕлти чĕкеç” конкурса хутшăнтарать. Истори учителĕ Николай Иванович Никитин ачасене истори предмечĕпе пĕрлех фотоискусство мелĕсемпе паллаштарать, вĕсене ку енĕпе тĕрлĕ фотоконкурссене хутшăнма, республика шайĕнче те малти вырăнсене йышăнма пулăшать. Уйрăм ачасемпе ятарлă программăсемпе ĕçлессипе биологи тата хими учителĕ Венера Петровна Иванова палăрса тăрать. Унăн вĕренекенĕсем çулсерен лайăх результатсем кăтартаççĕ. Физкультурăна вĕрентекен Геннадий Максимович Прохоров харпăр хăй сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе ачасене кăна мар, шкулти пур ĕçченсене те тĕрлĕрен спорт вăййисене явăçтарса пырать. Унăн çемйи спорта чи юратакан çемье пирĕн таврара. Ку енĕпе ырă тĕслĕх кăтартать вăл пурне те. Уйрăм ачасем яланах спорт енĕпе лайăх результатсем кăтартаççĕ. Уйрăмах Алена Аверкиева ятне асăнса хăварас килет. Спорта юратакан Коля Григорьев тата Дима Егоров яшсем халĕ çĕр- шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче хĕсметре тăнă май, унта та спортпа туслă пулни пулăшса пынине çирĕплетеççĕ. Малтан шкулта ĕçленĕ Владимир Петрович Максимовăн та ку ĕçре тÿпе пур. Вырăс чĕлхине вĕрентекен Алевтина Николаевна Григорьева — кĕнеке тĕнчин хуçи. Вăл шкул вулавăшĕнче вăй хунă май, вĕрентÿ пособийĕсен фончĕпе ĕçлес яваплăха туять. Класс ертÿçин ĕçне те килĕштерсе тăвать. 

Уйрăм сăмах — шкул ачисем акăлчан чĕлхине вĕренни çинчен. Ку предмет чи йывăррисен шутне кĕрет. Енчен те шкулăн ку тĕлĕшпе пачах та база пулман пулсан, майĕпен ĕç вырăнтан хускалса, анлăн аталанса кайрĕ. Ашшĕ-амăшĕсем те, вăхăт ыйтнине шута илсе, акăлчан чĕлхипе çĕнĕ пособисем туянма пулăшрĕç. Ачасем çырма-вулама 2-мĕш класранах пуçлаççĕ. Ольга Михайловна акăлчан чĕлхине юратса вĕрентет, йывăр ют чĕлхене ачасем килĕштерсе вĕренччĕр тесе, тĕрлĕрен мелсем шырать. Паянхи кун ку енĕпе ÿсĕмлĕ кăтартусем çук мар. Акăлчан чĕлхине пĕрремĕш вĕренсе тухакансенчен виççĕшĕ ют чĕлхесен факультетне вĕренме кĕчĕç. Паян вĕсен йышĕнче улттăн. Ольга Аристархова, Елена Прокопьева, Ирина Степанова студентсем тăван шкултах акăлчан чĕлхи учителĕ пулса практикăра пулчĕç. Вĕрентекеншĕн вĕренекен унăн предметне суйласа илсе аслă пĕлÿ заведенине вĕренме кĕни чи лайăх кăтарту тесе шутлатпăр эпир. О. М. Степанована, акăлчан чĕлхине вĕрентес ĕçре хальхи тапхăр ыйтнă пособисемпе тĕллевлĕ усă курса ĕçлесе пынишĕн, "Просвещени” пĕрлешÿ издательстви Тав çырăвĕпе чысланă. Халĕ малтанхи пек, кун ирттĕр тесе ĕçлесе пыни кая тăрса юлчĕ теес килет. Мĕншĕн тесен вĕрентекенсен тата шкул ачисен уроксем хыççăнхи çулĕ — тÿрех килелле мар, вулавăшалла е компьютер пÿлĕмнелле. Ачасене юратакан, хăйĕн ĕçне чунпа парăннă, пуçаруллă вĕрентекен çакна лайăх ăнланать. Пирĕн шкула ун пек учительсенчен ăннă тесе шутлатăп. Паллах, ертÿçĕрен нумай килет тетпĕр. О. М. Степанова пире алă усса ларма памасть. Вăл пурнăç тапхăрĕ, вăхăт ыйтакан çĕнĕлле пулăмсене чунпа йышăнать, пурне те пурнăçпа тан утма чĕнет. Хушăран хыттăнрах, çирĕппĕнрех ыйтнине эпир пурте ăнланма тивĕç. Пурнăç çавăн пек хистет. Вĕрентÿ системинче шухăшлаттаракан ыйтусем те çук мар. Тĕслĕхрен, çÿллĕ шайри олимпиадăсен уйрăм çĕнтерÿçисене хатĕрлетпĕр-ха эпир. Уйрăм ачапа ятарлăн ĕçлетпĕр. Лайăх. Ыттисемпе еплерех ĕçлесе çитермелле? ППЭ результачĕсем кашни ачанах тивĕçлĕ пулмалла вĕт-ха? Тепĕр самант: ача вĕренÿрен сивĕнерех панă тĕслĕхсем пур. Мĕнлерех ĕçлемелле-ши вĕсемпе? Вĕренме вĕрентес пулать, тетпĕр эпир. Апла пулсан, вĕренÿ кăтартăвĕсем лайăхланччăр тесен кашни педагогăн творчествăллă шыравра пулмалла. Кашни ачапах ĕçлеме май тупмалла. Эпир, ытти шкулсенчи пекех, хастар ĕçлекен педагогсене хавхалантарма пăхнă. Ку енĕпе мониторинг ĕçне тĕплĕ туса пыратпăр. Стимул балĕсем кашниннех тĕрлĕрен. Пĕр пек пулма та пултараймасть. Ĕç кăтартăвĕ кашни çыннăн тĕрлĕ шайра: е пĕчĕкрех, е пысăкрах. Эппин, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче çанă тавăрсах ĕçлесчĕ, вĕрентÿ кăтартăвĕсене мĕн пур таран çÿллĕ шайра тытса пырасчĕ. Сывлăх пултăр тата чăтăмлăх çиттĕр пирĕн хамăрăн пархатарлă ĕçе пурнăç ыйтнă пек туса пыма.


О. Степанова, Чатукассинчи тĕп шкул директорĕ,

Г. Н Игнатьева, директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.


Миçе çын пăхнă: 1007 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024