Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2009 » Çурла » 31 » Район пуçлăхĕн С.А.Николаевăн Пĕлÿ кунĕ ячĕпе каланă саламĕ
Район пуçлăхĕн С.А.Николаевăн Пĕлÿ кунĕ ячĕпе каланă саламĕ
22:23
Сăн ÿкерчĕк
31.Çурла.2009    

Хисеплĕ шкул ачисем, вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ!

Ыран районти шкулсенче пĕрремĕш шăнкăрав янăрĕ. Вăл çĕнĕ 2009-2010 вĕренÿ çулĕ пуçланни çинчен пĕлтерĕ. Паянхи шкул ачисене лайăх вĕренмешкĕн çĕнĕ майсемпе меслетлĕхсем çителĕклех. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче партăсем хушшине 2000 яхăн вĕренекен ларĕ, вĕсенчен 154-шĕ - пĕрремĕш хут.

Районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче ачасене тăрăшса вĕренмешкĕн пĕтĕм май пур. Шкулсенче пуян вĕрентÿ пурлăхĕ хатĕрленĕ: компьютер класĕсем, электронлă вĕренÿ пособийĕсем, интерактивлă доскасем, видеопроекторсем тата ытти те. Районта виçĕ ресурс центрĕ ĕçлет: Трак чăвашла-нимĕçле гимнази, Еншик-Чуллă тата Мăн Шетмĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсем. Çакă савăнтарать: районти шкулсенчен вĕренсе тухакансен 85-87 проценчĕ аслă шкулсенче пĕлÿ пухать.

Пĕлÿ кунĕ ячĕпе шкул ачисене, вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшне пĕтĕм чун-чĕререн саламлатăп. Пурнăçра ырлăх-сывлăх, телей, вĕрентÿпе вĕренÿ ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнÿсем сунатăп. 

Красноармейски район пуçлăхĕ  С.А.Николаев

Миçе çын пăхнă: 702 | Кам хушнă: alex-net | Рейтинг: 5.0/3 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024