Район администрацийĕн пуçлăхĕ

Район администрацийĕн
пуçлăхĕн тивĕçĕсене 
вăхăтлăха пурнăçлакан
Григорьев Яков 
Михайлович
Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 52

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2009 » Çурла » 09
Сăн ÿкерчĕк
Çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче ял хуçалăх отраслĕн ĕçченĕ, 30 çул хушши "Караево" (малтан "Россия") хуçалăхĕн 1-мĕш бригада бригадирĕ, районта виçĕ хутчен бригадир-чемпион хисеплĕ ята тивĕçнĕ бригадирсенчен пĕри Малинин Валериян Михайлович çуралнăранпа 60 çул тултарчĕ.

Вăл Карай ялĕнче, хресчен çемйинче çураса ÿснĕ. Ачаранпах тăван çĕре юратнăскер, хăй пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă. Çар службине тивĕçлĕ пурнăçланă хыççăн Вăрнарти совхоз-техникумра вĕреннĕ. Унтан çамрăк специалиста Çĕрпÿ районĕнчи «Память Ульянова» совхоза ĕçлеме янă. Кунта вăл хăйĕн пулас мăшăрне-юратăвне тупнă. Пĕрлешсен Малининсен çамрăк çемйи Карая, тăван енне куçса килнĕ. Ун чухне республикипех паллă "Россия" хуçалăха ЧАССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Ленин тата Октябрьти революци орденĕсен кавалерĕ Егор Лукич Лукин ертсе пынă. Вăл Валериян Михайловича уй-хир бригадин бригадирĕнче вăй хума сĕннĕ. Унччен ку бригадăна Ленин тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсен кавалерĕ, ЧАССР ял хуçалăхĕн тава ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 349 | Хăçан хушнă: 09.08.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче Алманч ял тăрăхĕнче Пĕтĕм Раççейри Физкультурниксен кунне 70-мĕш хут уявланине халалласа спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç. Салам сăмахĕпе район администрацийĕн физкультура, спорт тата çамрăксен ĕçĕсен секторĕн пуçлăхĕ Лебедев А.Н. , «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи Долгова З.М. тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Долгов В.В. тухса калаçрĕç. Уяв кунĕнче мини-футбол тата волейбол вăййисем иртрĕç.  Пĕрремĕш ăмăртура тăватă команда, иккĕмĕшĕнче виçĕ команда тупăшрĕç. Пĕтĕмпе 60 çын хутшăнчĕ. Чи пĕчĕккисем «лабиринт» вăйăпа киленчĕç тата велосиппедпа ярăнчĕç. Çĕнтерÿçĕ командăсем асăну медалĕсемпе призсене тивĕçрĕç. Уяв чей ĕçнипе вĕçленчĕ.
Миçе хут пăхнă: 355 | Хăçан хушнă: 09.08.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2018 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 98 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 83 çулта

Геннадий Трофимов (Юмарт) - 80 çулта


Владимир Харитонов - 85 çулта 

2018 çул - Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çулĕ

Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2018